Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: юрӑҫсем

Хулара

Ку канмалли кунсенче, чӳкӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти «Пехет» агромаркетра Патӑрьел округӗн кунӗ иртӗ.

Унта пыракансене пуян программа кӗтет: «Пашьел»: «Чемен», «Умарина», «Ялкын», «Гармония» халӑх ансамблӗсен пултарулӑхӗпе киленме май пулӗ. «Паттӑр» спор шкулӗн спортсменӗсем фитнес-аэробика номерӗпе паллаштарӗҫ.

Ҫавӑн пекех аслисемпе ачасем ал ӗҫӗ енӗпе ӑсталӑх класӗсене хутшӑнайӗҫ. Сцена ҫинче чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те юрӑсемпе савӑнтарӗҫ – Алексей Московский тата Сергей Лекеров пулӗҫ.

 

Персона
«Чувашский коай» пабликра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
«Чувашский коай» пабликра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ханна юрӑҫ Шупашкара Мускавран пуйӑспа килнине кӑтартакан сӑнӳкерчӗксене халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ханна Шупашкара ҫемьепе килнӗ. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн ачисене ҫул илӗртӳлӗхне кӑтартас тенӗ.

Кунта Ханнӑн ашшӗпе амӑшӗпе тӗл пулнӑ.

Ханна (Анна Иванова) тӗрлӗ илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, «Ылтӑн граммофон» премие тӑватӑ хутчен тивӗҫнӗ.

Унӑн упӑшки — «Black Star Inc» лейбл ертӳҫи. Вӗсен икӗ хӗр, иккӗшне те ҫынтан уйрӑлса тӑмалла ят панӑ: Адриана тата Камилла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24910
 

Персона
mvprint.ru сайтри сӑн
mvprint.ru сайтри сӑн

Чӑваш эстрада юрӑҫине Алексей Московские «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.

Алексей Московский 1981 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче Елчӗкре ҫуралнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ача чухне вӑл тытӑнчӑклӑн калаҫнӑ, урокра ытлах сӑмах хушман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ishutov_news
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗ эстрада коллективӗсен, вокалпа инструментсен ансамблӗсен, эстрадӑпа вокал студийӗсен ертӳҫисем валли ӑсталӑх лаҫҫи йӗркеленӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер факультетӗнче юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирттернӗ.

Семинар-практикума пухӑннисем валли ӑсталӑх класне паллӑ музыкант тата маларах асӑнса хӑварнӑ аслӑ шкулӑн вокал ӳнерӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ, эстрадӑпа джаз вокал ӳнерӗн специалисчӗ Вероника Арисова ирттернӗ.

 

Хулара
Just Brass ушкӑн
Just Brass ушкӑн

Ыран Ҫӗнӗ Шупашкар хули 65-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Концерт 16 сехетре пуҫланӗ. Унта хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх бульварӗ тата фудкорт ӗҫлӗҫ.

20:10 сехетре Just Brass ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 21 сехетре фейерверк вӗҫтерӗҫ те ун хыҫҫӑн уҫӑ тӳпе айӗнчи ташӑ каҫӗ пуҫланӗ.

Ҫавӑн пекех Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче тата Тӗкӗрҫ ращинче те лапамсем ӗҫлӗҫ.

 

Персона
Егор Матвеевский архивӗнчи сӑн
Егор Матвеевский архивӗнчи сӑн

Чӑваш эстрада юрӑҫи Егор Матвеевский «Музыка Гордых» наци конкурсӗн финалне тухнӑ. Вӑл унта хутшӑнасси пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ.

Егор «Моя деревня» юрӑпа иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Конкурсра пӗтӗмпе 1 пин ытла ҫын тупӑшнӑ. Пирӗн ентешӗн юрри вара жюри пайташӗсен кӑмӑлне кайнӑ.

Ҫапла Егор Матвеевский Чулхулара иртекен фестивальте паллӑ юрӑҫсемпе пӗр сцена ҫинче юрлӗ. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14631
 

Культура
Уҫӑ ҫӑлкуҫсенчи сӑн.
Уҫӑ ҫӑлкуҫсенчи сӑн.

ЮТВ телеканал йӑлана кӗнӗ премие курма йыхравлать. Вӑл хӑйӗн кураканӗсене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗҫче кӗтет. Мероприяти кӑҫал унта ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ.

Уяв каҫне Алина Выйгетовӑпа Данила Ленский, Александра Голубевӑпа Александр Белов ертсе пырӗҫ. Палӑртмалла: ҫак мероприяти ҫулталӑкра пӗрре иртет. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем хӗрлӗ кавир тӑрӑх утӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫулталӑк юрӑҫисене, шоуменне, шоувуменне палӑртӗҫ. Кунсӑр пуҫне кӑҫалхи чи чаплӑ юрра, чи пултаруллӑ дуета суйлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
Матвеевскисен архивӗнчи сӑн
Матвеевскисен архивӗнчи сӑн

Оксанӑпа Егор Матеевскисем Раҫҫейри патриотизм юррисен «Музыка Гордых» конкурсӑн ҫурма финалне тухнӑ тата топ-100 йыша кӗнӗ.

Унта ҫӗршыври 32 регионти дуэтсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхне «Любэ» ушкӑн лидерӗ Николай Расторгуев, Зара, Александр ST Степанов, Алексей Поддубный (DJANGO), Виктория Черенцова, Александр Носков («Зверобой»), Дмитрий Нестеров («Свинцовый Туман»), Александр Шаганов поэт тата ыттисем хаклӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсен «Гордость» федераци радиовӗнче юрӑсен ротацийӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чулхулара гала-фестивальте юрлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14465
 

Культура
Валентина Телей страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Валентина Телей страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнакан халӑх Валентина Телей юрӑҫ Мускав облаҫӗнчи Королёв хулине концертпа тухса кайнӑ.

«Туссем чӗннипе эпӗ каллех Королёв хулинче пултӑм. Унти Хастар вӑрӑм ӗмӗр центрта концерт лартса патӑм. Куракансем хушшинче паллакансем нумаййи савӑнтарчӗ. Унтан Социаллӑ хӳтлӗх центрӗнче пултӑм. Унти куракансем манпа пӗрле юрларӗҫ те», — хыпарланӑ Валентина Владимировна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall210858528_2665
 

Хулара
«Российская газета» архивӗнчи сӑн
«Российская газета» архивӗнчи сӑн

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне «Иванушки International» ушкӑн килӗ. Раҫҫейри ҫак паллӑ ушкӑнӑн концертне августӑн 17-мӗшӗнче 21 сехетре Хӗрлӗ тӳремре курма май пулӗ.

Сӑмах май, кӑҫал Шупашкар хули 556 ҫул тултарать. Пӗлтӗр Хула кунӗнче Шаман килнӗччӗ. Ӑна 20 миллион тенкӗ тӳленӗ. Кунсӑр пуҫне сценӑна тара илме тата монтаж тума тепӗр 10 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть