
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗрне нумаях пулмасть Петӗр Хусанкай ятне панӑ. Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тивӗҫни — уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен 49-мӗш номерлӗ вӑтам шкул.
Республикӑн тӗп хулинчи вӗрентӳ учрежденине Петӗр Хусанкай ятне парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн шкулпа ҫыхӑннӑ хутсене тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртмелле. Сити-менеджер алӑ пуснӑ документра ҫавна та пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тытӑннишӗн шкулӑн тӗллевӗллӗ малтанхиллех юлассине те хушура асӑннӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗн ятӗнче улшӑну пулса иртнине сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытас тӗллевпе сӑлтавланӑ.

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗрлӗ отраслӗнче тӑрӑшакан темиҫе ҫынна чыслама йышӑннӑ. 99-мӗш номерлӗ хушура культура ӗҫченӗсен ячӗ те пур.
Музыка искусствинче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Самана» вокал ушкӑнӗн юрӑҫине, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумне, ӗҫ тӑвакан комитет председательне Валерий Клементьева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Елена Красновӑна (ӑна чылайӑшӗ Османова тесен пӗлет пулӗ) «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Артистсене маларах та чысланӑччӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Сергей Иванова Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ хисеплӗ ят панӑччӗ, театрӑн тепӗр ӗҫченӗ, Аркадий Андреев, Сергей Ивановпа пӗр кун Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ пулса тӑнӑччӗ.
