
Шупашкарти дальнебойщик Новосибирскран Мускава кайнӑ чухне ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫта пулнине ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.
Евгений Кудряшов М-5 ҫул ҫинче ҫухалнӑ. Мускава кайнӑ чухне вӑл ирхине аварие лекнӗ – унӑн фури кювета тухса кайнӑ. Иртен-ҫӳрен водитель чарӑнса ӑна пулӑшу сӗннӗ, анчах вӑл хирӗҫленӗ. Тепӗр 20 минутран ҪҪХПИ ӗҫченӗсем килнӗ, анчах унта никам та пулман. Докуменчӗсем, банк карттисем ҫавӑнтах юлнӑ.
3-4 кунран водителе шырама пуҫланӑ. Арӑмӗ каланӑ тӑрӑх, авариччен 2 сехет маларах вӑл упӑшкипе телефонпа калаҫнӑ, унӑн кӑмӑлӗ аванах пулнӑ.
Ҫывӑхри вӑрманта йӑлтах шыранӑ. Авари вырӑнне арӑмӗ те килнӗ. Анчах водителе тупайман. Арӑмӗн шухӑшӗпе, упӑшкине укҫа ыйтса илес тӗлӗшпе вӑрланӑ.

Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗнче, «Волжанка» санатори тӗлӗнче пулса иртнӗ ҫул ҫинчи инкекре тӑваттӑн аманнӑ.
«Лады Калина» машинӑпа пыракан 20 ҫулти качча хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Вӑл «Мазда» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. «Маздӑн» 45 ҫулти водительне, «Калинӑра» пулнӑ 19-ти икӗ хӗре пульницӑна ӑсатнӑ.
«Калина» водителӗ уйрӑмах хытӑ аманнӑ. Вӑл водитель правине 2023 ҫулта илнӗ иккен, хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн кӑҫал кӑна ӑна административлӑ майпа 10 хутчен явап тыттарнӑ.

Мускавра пилотсӑр ҫӳрекен трамвайсем пуҫласа ҫула тухнӑ. Вӗсем 10-мӗш маршрутпа, «Щукинская» метро чарӑнуран пуҫласа Таллин урамӗ пуҫланнӑ ҫӗре ҫитеҫҫӗ.
Проектшӑн яваплисем ӗнентернӗ тӑрӑх, пилотсӑр трамвай чарӑнӑва аякранах тата таҫтанах курать, алӑк уҫмаллине, чарӑнмаллине, хӑвӑртлӑха ӳстерсе чакармаллине тата ыттине самантрах ӑнланса илет. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑхӑнать. Маршрута сантиметр таран пӗлет.

Муркаш районӗнчи 75-ри арҫын авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче фура айне пулнӑ.
Фура пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыман-мӗн, хирӗҫ килекен машинӑсенчен пӗри автомобиле хӑрушлӑх пирки систерме хӑтланнӑ. Анчах пысӑк машина ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, тӗксӗм ҫипуҫ тӑхӑннӑ ватӑ ҫине пырса кӗнӗ.
Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 20 сехетре М-7 ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шар курни кам иккенне унӑн арӑмӗ ирхине ҫеҫ палӑртма май килнӗ. Унӑн арӑмӗ упӑшки киле таврӑнманран йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Тӑвай салинче 68 ҫулти арҫын 3-мӗш класс ачине мотоблокпа ҫапса кайнӑ.
Ку инкек ӗнер 12 сехет ҫурӑра пулнӑ. Тивӗҫлӗ канури арҫын Тӑвайра мотоблокпа пынӑ. Сарай еннелле пӑрӑннӑ чухне вӑл ҫулпа утса пыракан арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ.
Ачан ури суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, тухтӑрсем медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Ҫакӑ паллӑ: тивӗҫлӗ канури арҫын ӳсӗр пулман. Халӗ тӗрӗслев пырать.

Паян ҫӗрле, 1 сехет те 25 минутра, «Кӳкеҫ – Тутаркасси – Ҫӗнӗ Шупашкар» автоҫул ҫинче инкек пулнӑ. ГАЗель машина ҫын ҫине пырса кӗнӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, тӗксӗм ҫипуҫ тӑхӑннӑ арҫын кӗтмен ҫӗртен ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Вӑл Шупашкарта пурӑнакан 46-ри арҫын пулнӑ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
ГАЗель водителӗ урах пулнӑ.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта кӑнтӑрла ҫӑмӑл машина микроавтобус айне пырса кӗнӗ.
«Паджеро Спорт» хулари Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче хӑйӗн ҫулӗ ҫинчен тухса кайса хирӗҫ пыракан пассажирсене Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара турттаракан 331-мӗш автобуспа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре аманнӑ пилӗк ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Пульницӑна илсе кайнисен шутӗнче: «Мицубиси Паджеро» машинӑн 52 ҫулти водителӗпе унта ларса пынӑ хӗрарӑм тата автобусри виҫӗ пассажир.

Муркаш районӗнчи Ҫӗньял Очӑкасси ялӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 16-ри яш аманнӑ. Вӑл мотоциклпа ҫула тухнӑ, анчах транспорт ҫинчен персе аманнӑ.
Ача мотоцикл ҫинчен ӳкнине курсан пӗр арҫын пулӑшма васканӑ, вӑл ӑна яла илсе ҫитернӗ, унтан васкавлӑ пулӑшу машинипе тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.

Чӑваш Енре Вӑтам Ази арҫыннине суд тунӑ. Ӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Арҫын машининче 1 килограмм героин пулнӑ. Ҫав тавара ӑна Мускав облаҫӗнчи пӗр хулара хурса парса янӑ. Георина багаж уйрӑмӗнче пытарнӑ.
М-12 ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе пынӑ чухне ӑна пакунлисем тытса чарнӑ. Ку вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Георина арҫын Самар облаҫне илсе ҫитересшӗн пулнӑ.

Етӗрне округӗнче рейс автобусӗ аварие лекнӗ. Ку инкек паян 9 сехет ҫурӑра Чурпай ялӗнче пулнӑ. 123-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫине «Нива» пырса кӗнӗ. «Нива» водителӗ вӑйлах ӳсӗр пулни паллӑ. Вӑл — Етӗрне округӗнче пурӑнакан 43-ри арҫын.
Авари вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 12 ҫын пулнӑ. 68 ҫулти хӗрарӑма больницӑна сывлӑхне тӗрӗслеме илсе кайнӑ.
