Паян ирхине Комсомольски округӗнче авари пулнӑ. Унта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкек Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнче 7 сехетре пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Чӗмпӗр енчен килекен «Форд Фокус» хирӗҫ ҫул ҫине тухса «Газельпе» ҫапӑннӑ. Иномарка водителӗ вӑйлӑ суранланнӑ. Шел те, вилмеллех. «Газель» водительне пульницӑна илсе кайнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен, паянтан, «Шупашкар - Ҫӗньял-Покровски» маршрут ҫӳреме тытӑнать. Кун пирки ЧР Транспорт министерстви пӗлтерет.
Тахҫан ку маршрут пулнӑ-ха, анчах тупӑш паманнипе перевозчик ӑна пӑрахӑҫланӑ. Халӗ ку ӗҫе ҫӗнӗ хуҫа илнӗ. Ӑна уҫӑ конкурссӑрах суйланӑ.
Транспорт кунне 3 хут ҫӳрӗ: 6:10, 7:10 тата 16:30 сехетсенче (Бабушкин тӑкӑрлӑкӗнчи 8-мӗш «а» ҫурт патӗнчен тапранӗ). Ҫӗньял-Покровскинчен рейс 6:40, 7:40 тата 17:00 сехетсенче кайӗ.
Паян 17 сехет ҫурӑра «Вятка» ҫул ҫинче, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчерех, ҫӑмӑл машина фура ҫине пырса кӗнӗ.
«Тойота Камри» рулӗ умӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраканскер фура ҫине кӗрсе кайнӑ. Фура ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тӳнсе кайнӑ, ҫула пӳлсе хунӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче Патӑрьелти ҫула прокуратура ҫине тӑнипе юсанине пӗлтереҫҫӗ.
Унти Ленин урамӗнчи 17-мӗш ҫурт патӗнчен пуҫласа 30-мӗш патне ҫитичченхи ҫул ванса пӗтнӗ. Ун пек ҫулпа пыракан машинӑсем инкеке те лекме пултарнӑ.
Прокуратура начсар ҫула юсама вырӑнти администрацие суд урлӑ хистенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тин ҫула йӗркене кӗртнӗ, ӑна юсанӑ.
Шӑматкун Ҫӗрпӳ хулинче виҫӗ ҫулти ача машина умне чупса тухнӑ. Пуҫне амантнӑ тесе шухӑшланӑран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах хулари Терешкова урамӗнче, универмага хирӗ лапамра, 21 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. Машина парковкӑран хускалма пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтра ун умне пӗчӗк ача чупса тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра автомобиль пысӑк хӑвӑртлӑхпа кайман. Водитель урах пулнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, правасӑр водитель инкеке лекнӗ.
Пӑтӑрмах Патӑрьел тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ. Ирхи 2 сехет те 20 минутра Шӑхаль ялӗ патӗнче водитель ҫул айккине кӗрсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. 19 ҫулти водитель шар курман. Салонта пулнӑ пике вара аманнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, правасӑр водитель инкеке лекнӗ.
Пӑтӑрмах Патӑрьел тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ. Ирхи 2 сехет те 20 минутра Шӑхаль ялӗ патӗнче водитель ҫул айккине кӗрсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. 19 ҫулти водитель шар курман. Салонта пулнӑ пике вара аманнӑ.
Мускавран Балине самолётсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Асӑннӑ ҫӗршыва хальхи вӑхӑтра тӳрӗ рейс ҫук. Самолётсене «Аэрофлот» авиакомпани ҫӳретме тытӑнӗ.
Мускавпа Балине тӳрӗ рейспа ҫыхӑнтаракан рейса авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫӗҫ.
SU296 рейс пассажирсене Шереметьево аэропортран Денпасара ытларикунпа шӑматкунсерен турттарӗ. Самолёт 14 сехет те 40 минутра ҫула тухӗ. Балинчен каялла юнкунпа вырсарникунсерен 10 сехет те 5 минутра хускалӗ.
Унсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен таиа тепӗр рейс хушӑнӗ: Мускавран самолёт кӗҫнерникунсерен вӗҫме пуҫлӗ, Балирен – эрнекунсерен.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнче ҫамрӑксем мопедпа мотоблокпа пырса ҫапӑннӑ.
Етӗрне тӑрӑхӗнчи Лапракассинче пурӑнакан яшсем
мопедпа пынӑ чухне мотоблок ҫине пырса кӗнӗ.
Инкекре мопед пассажирӗ аманнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ҫӗрле пулнӑ. Мопеда тытса пынӑ 17 ҫулти ҫамрӑк хирӗҫ килекен мотоблокпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре мопед ҫинче ларса пынӑ 14 ҫулти яш пуҫне амантнӑ. Вӑл халӗ пульницӑра сипленет.
Мопед ҫинчисем те, мотоблок хуҫи те урӑ пулнӑ.
Улатӑр округӗнчи Чуварлей ялӗнче пурӑннӑ ватӑ арҫын аварире вилнӗ. Унӑн машини ҫине микроавтобус пырса кӗнӗ.
Авари ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче Улатӑр округӗнче пулнӑ. Ока машина ҫине микроавтобус пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ. Унӑн водителӗ, ватӑ арҫын, ҫавӑнтах вилнӗ.
Микроавтобус рулӗ умӗнче Тольяттири арҫын пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫул ҫинче дистанцие пӑхӑнмасӑр пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.