Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҪҪХПИ

Хулара

Чӑваш Енри ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пӗр ҫурта ишсе антанӑ чухне пӑшал тупнӑ. Камӑн вӑл? Пӑшала хӑҫан пытарнӑ? Хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар.

Ку Щорс урамӗнчи кивӗ ҫурта ишсе антарнӑ чухне, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пулнӑ. «Вӑрттӑн вырӑнта» револьвер тата патронсем тупнӑ.

Ишӗлчӗк ҫурт патне оперативлӑ ушкӑна ҫийӗнчех чӗннӗ. Халӗ вӗсен револьвер тата патронсем ӑҫтан тупӑннине, вӗсене камсем пытарнине уҫӑмлатма тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46228
 

Республикӑра

Чӑваш Енре час-часах авари пулакан ҫулсене храмсемпе чиркӳсенче ӗҫлекенсем ҫветтуй шывпа сапнӑ. Ҫакна ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилнӗ ҫынсене асӑнмалли пӗтӗм тӗнчери кун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, ирттернӗ.

Акци республикӑри мӗнпур районпа хулара иртнӗ. Чиркӳ ҫыннисем ҫул ҫинче асӑрхануллӑрах пулма ыйтнӑ.

Кунсӑр пуҫне республикӑри чылай хулара аварире сиенленнӗ машина тиенӗ эвакуатор ҫӳренӗ. Ҫав машина – ВАЗ-2115, унта аварире ҫул ҫитмен ҫамрӑк вилнӗ.

Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилнӗ ҫынсене асӑнмалли пӗтӗм тӗнчери кун ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тата ахаль ҫынсем хӑмпӑсем тӳпенелле вӗҫтернӗ, унтан пӗр минут шӑп тӑрса аварире вилнӗ ҫынсене асӑннӑ.

Канашра вара ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ҫунакан автомобильти ҫынна мӗнле ҫӑлнине кӑтартнӑ.

 

Республикӑра

ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен Чечня Республикине автобус кайнӑ. Чӑваш полицейскийӗсене унта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ.

Полицейскисем паян, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине, ҫула тухнӑ. Вӗсем Ҫурҫӗр Кавказра службӑра тӑрӗҫ. Полицейсиксем унта кашни ҫулах командировкӑна каяҫҫӗ. Вӗсене кашни ҫулах ӑсатса кӗтсе илеҫҫӗ.

Ҫурҫӗр Кавказра патрульпе пост службин ӗҫченӗсем, ҪҪХПИ ҫыннисем, ШӖМӗн тӗрлӗ пайӗнче вӑй хуракан прлицейскисем пулӗҫ. Вӗсене инҫетри тӑрӑха ӑсатма ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин килнӗ. Вӑл паттӑрсене йӗркене пӑхӑнма, пӗр-пӗрне пулӑшма суннӑ.

Ку ушкӑн Чечняна ҫитсен унтан тепӗр ушкӑн Чӑваш Ене таврӑнӗ. Вӗсем унта ҫур ҫул командировкӑра пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45697
 

Республикӑра

Арҫын ҫемйипе Сӗнтӗрвӑррине кайма тухнӑ та ҪҪХИ ӗҫченӗсен куҫӗ тӗлне лекнӗ. Ӑна инспекторсем ахальтен чарман. Водитель руль мсне ӳсӗрле ларнӑ.

ҪҪХПи ӗҫченӗсем патакне ҫӗклесе чарӑнма ыйтсан хайхи арҫын арӑмӗпе вырӑнпа улшӑнма хӑтланнӑ. Анчах ҫакна инспекторсен ҫивӗч куҫӗ асӑрханӑ.

Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫав кун туйран таврӑннӑ. Хӑй эрех сыпкаланӑ пулсан та руль умне ларнӑ. Салонра ачасем пурри те ӑна шиклентермен.

Водитель медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен. Халӗ ун руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн явап тытма тивӗ. Ахӑртнех, вӑл правасӑр юлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/45522
 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫев аппарачӗ ҫул-йӗр ҫинчи правилӑсене пӑсакансене тупса палӑртӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтерет.

Пилотсӑр вӗҫекен аппарата республикӑри чи хӑрушӑ, авари тӑтӑш пулакан ҫул ҫине янӑ ӗнтӗ. Вӑл хальлӗхе Ҫӗрпӳ районӗнчи ҫул ҫийӗн вӗҫсе ҫӳрет. Вӑл ҫул-йӗр правилисене пӑснине ӳкерӗ.

Ҫӗрпӳ районти ҫул участокне ахальтен суйламан. Уйрӑмах юлашки вӑхӑтра унта авари нумай пулать. Ытларах чухне — водитель пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынине пула.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/44132
 

Хулара

Шупашкарти ача ҫуртӗнче пурӑнакан 14 ҫулти арҫын ача руль умне ларнӑ та аварие ҫакланнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ҪҪХПИн пресс-служби пӗлтерет.

Ку авари Шупашкарти Ашмарин урамӗнче пулнӑ. Арҫын ача 11-мӗш ҫурт умӗнчи сак ҫине пырса кӗнӗ. Телее, арҫын ача хӑй суранланман.

14 ҫулти ача ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, автомобиль унӑн. Вӑл ӑна, хӑй каланӑ тӑрӑх, унччен мотоциклпа улӑштарнӑ. 14-ри ача руль умне епле ларма пултарнӑ-ха? Халӗ ку лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/42362
 

Политика

Правӑна хӳтӗлекен Алексей Глухов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Алексей Ежеев Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пуканне йышӑнма пултарать.

Аса илтерер: вӑл ҪҪХПИ пуҫлӑхӗнче 2008 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн органсенчен кайнӑ.

Сӑмах май, 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа унӑн ывӑлӗ Чӑваш Енри наци гвардине ертсе пырать. Ку структура ОМОНа кӗрет.

 

Республикӑра

ҪҪХПИ ӗҫченӗсем Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче нелегалсене ӑнсӑртран чарнӑ. Саккуна пӑсса пирӗн ҫӗршыва килнӗ ҫынсене тытса чарнӑ.

ҪҪХПИ ӗҫченӗсем автобуса Шӑхасан тӗлӗнче тӗрӗслес тесе чарнӑ. Унта вара — нелегалсем: сакӑр арҫын тата икӗ хӗрарӑм. Вӗсене документсене тӗрӗслес тесе чарнӑ.

Вуннӑшӗнчен иккӗшӗн докуменчӗсем йӗркеллӗ пулман. Вӗсен тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Йӗрке хуралҫисем кунашкал профилактикӑна малашне те ирттерӗҫ. Ку Раҫҫейре саккуна пӑсса пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисене тупса палӑртма пулӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40941
 

Республикӑра

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнчи Анат Кӑмаша ял тӑрӑхӗн депутачӗ судра явап тытнӑ. Судья ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Депутата патшалӑхшӑн 160 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ. Ун чухне ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 1 ҫул 8 уйӑх ларма юраман.

Хальхинче те депутат руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл каллех суд тенкелӗ ҫине ларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/40889
 

Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енре фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унта мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ҪҪХПИн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.

Ку пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнче, М-7 федераци ҫулӗ ҫинче, пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен. «Тимӗр урхамах» ҫул хӗррине тухса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Фурӑра 26 ӗне пулнӑ. Шел те, пурте чӗрӗ юлайман. Темиҫе ӗне ҫавӑнтах вилнӗ. Телее, водителе нимӗн те пулман. Халӗ ҫул ҫинчи пӑтӑрмах мӗншӗн сиксе тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/40663
 

Страницӑсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть