Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 25 ҫулти арҫын ют ҫӗршыври машина туянма шутланӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тупнӑ.
Кӗҫех вӑл «сутуҫӑпа» калаҫма тытӑннӑ. Килӗшӳ ҫырмалла тесе палламан ҫын унран укҫа ыйтнӑ та ыйтнӑ. Ҫапла арҫын вӑл калана счетсем ҫине 1 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Анчах машинӑна кӗтсе илеймен.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑрта 76 ҫулти арҫынна санавиаципе Шупашкара илсе килнӗ. Ку унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ.
Ирхине арҫын кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Ӑна Ҫӗмӗрлери медцентра илсе ҫитернӗ. Унӑн каллех миокард инфаркчӗ пулнӑ иккен.
4 ҫкл каялла унӑн ишеми чирӗ пулнӑ, ӑна стент лартнӑ. Медбригада хальхинче те унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ - тромба ирӗлтернӗ. Кайран пациента Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери чукун ҫул ҫинче 1997 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑма тиев турттаракан пуйӑс ҫапса кайнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.
Машинист ӑна таптаса каяс мар тесе пуйӑса чарма хӑтланнӑ. Анчах ӗлкӗреймен. Юрать-ха, хӗрарӑм чӗрех юлнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енре санитари вертолёчӗ вӗҫнине пӗлетпӗр-ха. Нумаях пулмасть вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи 94 ҫулти кинемее ҫӑлса хӑварма май панӑ.
Пӗр ирхине ватӑ ҫыннӑн чӗри патӗнче тирсе ыратма тытӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини ватӑ ҫынна Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унтисем Республикӑн кардиоцентрӗн специалисчӗсемпе канашланӑ хыҫҫӑн кинемее вертолётпа Шупашкара ӑсатма йышӑннӑ. Унта ватӑ ҫыннӑн чӗрине операци туса кардиостимулятор лартса янӑ.
Ҫӗмӗрле округӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан Роман Клячкин 10 ҫулта кӑна-ха. Ӑна вара халех ҫамрӑк фермер теме пулать. Вӑл хӑйӗн видеоблогне йӗркеленӗ, унта ялти пурнӑҫ пирки каласа кӑтартать.
Арҫын ача килти хур-кӑвакала, чӑх-чӗпе пӑхма пулӑшать. Пуласлӑхра вӑл ялтах юлма ӗмӗтленет, Рома ӗне, сурӑх, сысна, чӑх-чӗп усрасшӑн. Ӑна ялта пурӑнма питӗ килӗшет: унта хулари пек шавлӑ мар тет.
Ромӑна видеоблогра контент тума ҫемйи пулӑшать. Ача пӗҫерме те юратать. Уйрӑмах - икерчӗ.
«Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» сасӑлав вӗҫленнӗ. Шел те, хальхинче чӑваш юманӗ малти вырӑна йышӑнайман.
Сасӑлава Ҫӗмӗрлери культурӑпа кану паркӗнче ӳсекен Аслӑ Петӗр юманӗ хутшӑннӑ. Вӑл 2975 сасӑ пухса тӑваттӑмӗш вырӑна йышӑннӑ. Юман 350 ҫул ӳсет, вӑл 32 метр ҫӳллӗш.
Кӑҫал сасӑлавра пӗрремӗш вырӑна Ростов облаҫӗнчи юман йышӑннӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Белгород облаҫӗнчи тата Ӗпхӳри юмансем пайланӑ.
Чӑваш Ен витӗр каякан «М-12» автоҫула тунӑ ҫӗрте ӗҫлеме ятарласа ирӗк (патент) илмен ҫынсем тар тӑкнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн ШӖМӗн миграци енӗпе ӗҫлекен управленийӗ Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ.
Ятарлӑ ирӗк илмен виҫӗ ҫын ҫул тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Вӗсем Таджикистанри ҫынсем пулнӑ. Асӑннӑ ҫӗршыври икӗ каччӑн, 26-28 ҫулсенчи ҫамрӑксен, патент пулнӑ-ха. Анчах урӑх регионта ӗҫлеме. Вӗсен 40 ентешӗн ун пек документ пачах та пулман.
Йӗркене пӑскансене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне йӗрке хуралҫисем ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе илнӗ организацие тӗрӗслӗҫ.
Ҫӗмӗрле округӗнче йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттернӗ те саккуна пӑсса йӗркеленӗ свалкӑсем пуррине асӑрханӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ялӗнчи Хыр, Чапаев тата ытти урамра, Ҫӗмӗрле хулинчи Пролетари урамӗнче йӑлари ҫӳп-ҫап, строительство ҫӳп-ҫапӗ, туратсем, курӑк купаланса выртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр ялта ҫӳп-ҫап контейнерӗ лартнӑ вырӑна тивӗҫлипе пӑхса тӑманнине палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче пекарньӑран оборудовани тата тимӗр япаласем ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе - 200 пин тенкӗлӗх. Ҫухалнӑ япаласене тупма нимӗҫ овчарки пулӑшнӑ.
Заг ятлӑ йытӑ вӑрӑ шӑршине туйса Алексей Слугин кинолога йӗрпе илсе кайнӑ. 700 метртан, тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан пункта ҫитсен, йытӑ чарӑннӑ, пункта тара илнӗ ҫынна вӗрнӗ. Вӑл - 18 ҫулти каччӑ. Ҫав япаласене вӑрланине каламах тивнӗ унӑн. Вӑл вӑрланӑ япаласен пӗр пайне тавӑрса панӑ. Тепӗр пайне вара сутма ӗлкӗрнӗ.
ФСБ ӗҫченӗсем оперативлӑ шырав ирттернӗ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрлери хваттерте ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсем пурӑннине палӑртнӑ. Вӗсем кунта саккунпа килӗшӳллӗн пулман.
Хваттерӗ Мир урамӗнче вырнаҫнӑ. Полицейскисем Кубӑран килнӗ 9 ҫынна участока илсе ҫитернӗ. Тепӗр ҫын Узбекистанран пулнӑ. Вӗсем кута кӑҫал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче туризм визипе килнӗ.
Иммигрантсем тӗлӗшпе 10 протокол ҫырнӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсене хӑйсен ҫӗршывне ӑсатӗҫ, Раҫҫее 5 ҫул кӗме чарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.