Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкар тӗлӗнче Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне мотоциклпа каҫма тӑнӑ ҫамрӑк инкеке лекнӗ.
Икӗ урапаллӑ хатӗрпе вӗҫтерсе пыраканскер ҫыран хӗрне ҫитесси пӗр 500 метр юлсан шар курнӑ. Юрать-ха, хӑй ҫӑлӑнма пултарнӑ. Анчах пӑр айне лекнӗ тимӗр тусне туртса кӑларас тесе вӑл тӑватӑ сехете яхӑн нушаланнӑ.
Инкек кӑнтӑрлахи 11 сехетсенче «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санатори ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ. Мотоцикла шывран кӑларас тесе каччӑ 14 сехет те 50 минутчен тапаланнӑ. Май килменнине кура ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн шыравпа ҫӑлав тытӑмӗнче ӗҫлекен специалистсем пӑр ҫийӗн ҫӳреме хӗлле те хӑрушшине аса илтереҫҫӗ. Ҫитменнине тата — транспортпа. Ҫуркунне вара каламасӑрах паллӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Питӗр хулинче «Раҫҫей — аталанма май паракан ҫӗршыв» ятпа иртнӗ форумра Шупашкар каччи Алексей Свеклов Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрне Сергей Лаврова ыйту панӑ. Залра 1500 ытла ҫын пулнӑ. Кун пирки «Про Город» кӑларӑм хыпарлать.
Алексей Свеклов студент хайхи сумлӑ министр хӑй пӗлӗвне епле ӳстерсе пынипе тата юлашки вӑхӑтра мӗнле кӗнеке вуланипе кӑсӑкланнӑ. «Сергей Викторович манӑн ыйтӑва виҫӗ минут хушши хуравларӗ. Ӑна итленӗ май питӗ тӗлӗнтӗм — вӑл лӑпкӑн тата тӗплӗн хуравларӗ. Ыйтӑвӑм ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ, тӗнчипе паллӑ ҫын юлашки вӑхӑтра мӗнпе интересленнине пӗлес килчӗ», — чуна уҫса каласа кӑтартнӑ Алексей Свеклов кӑларӑм корреспондентне.
Чӑваш Енрен ҫичӗ юта ӗҫлеме кайнӑ ҫап-ҫамрӑк чӑваш каччи вилнӗ. 21 ҫулти йӗкӗт Тула хулинче нумай хутлӑ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Аякри хулара тӑрӑшакан каччӑ пуш уйӑхӗн 13-мӗш каҫхине инкеке лекнӗ. Строительсене тӑма хунӑ ятарлӑ хатӗр ӳкнипе ун ҫинчен икӗ монтажник персе аннӑ. Вӗсенчен пӗри 21-ре, тепри 29-та пулнӑ.
Пӗр монтажникӗ вырӑнтах вилсе кайнӑ. Шар курнисенчен теприне пульницӑна илсе кайма тӑнӑ, анчах вӑл васкавлӑ пулӑшу машиннче куҫ хупнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри каччӑ Тулӑри стройкӑра вахта меслечӗпе ӗҫленӗ. Тӑван тӑрӑхӗнче ӑна хӗрӗ кӗтнӗ
Стройкӑри инкек сӑлтавне Тула тӑрӑхӗнчи тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ.
Ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсен хушшинче ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑххисен йышӗнче Шупашкарти 44-мӗш лицей вӗренекенӗн Анастасия Стеньшинӑн проекчӗ те пур.
Вӑл хӑйӗн «Пластмасса савӑтсен хӑш-пӗр тӗсӗпе Ideonella sakaiensis бактерисен витӗмӗпе тепӗр хутчен ҫӗнӗлле усӑ курасси» проектне пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Ку проекта хатӗрлесе ҫитерме ӑна биологипе экологи вӗрентекенӗ Оксана Яковлева пулӑшнӑ. Вӗсем пластмасса савӑтсене Ideonella sakaiensi бактерисен витӗмӗпе ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелемелли аппаратӑн модельне шухӑшласа кӑларнӑ. Хайхи проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май вӗсем ҫак аппарата ӑсталасшӑн. Проект тӗллевӗ вара — чӗрӗ организмсен витӗмӗпе пластмассӑран хӑвӑртрах урӑх япаласем тума вӗренесси.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Тутарстан чӑваш пики – 2018» республика конкурсӗ кӑҫалхипе 9-мӗш хут иртнӗ. Вӑл Хусанти Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче пулнӑ.
Вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, тӗп титулшӑн 13 хӗр тупӑшнӑ. «Йӗркелӳҫӗсем маларах шантарнӑ пекех ҫӗнӗлӗхсем нумай пулчӗҫ. Ҫапах та конкурсӑн тӗп темине чӑваш хӗрарӑмне халалланӑ», — пӗлтернӗ хаҫатра.
Хӗрсене тӗрлӗ номинаципе хакланӑ: «Сапӑр пике» – Регина Сеслюкова (Ҫӗпрел, Хулаҫырми); «Йӑл кулӑ» – Милена Скобелева (Элмет районӗ, Чӑваш Сиреньел); «Сатур пике» – Диана Мердюкова (Ҫӗпрел, Кивӗ Чакӑ); «Илем пике» – Екатерина Тюплина (Пӑва районӗ, Мӑкӑр); «Ҫепӗҫ пике» – Эльвина Фаррахова (Павлӑ районӗ, Потап-Тӑмпӑрлӑ); «Илӗртӳллӗ пике» – Анастасия Илюхина (Хусан); «Хӳхӗм пике» – Карина Туктамышева (Элмет районӗ, Клемтел); «Ӑс-хакӑл пике» – Александра Краснова (Ҫарӑмсан районӗ, Акрель); «Тарават пике» – Кристина Кузнецова (Теччӗ районӗ, Ҫармӑс); «Кӗмӗл саслӑ пике» – Екатерина Осипова (Нурлат районӗ, Якуркел); «Чи килпетлӗ пике» – Анастасия Дмитриева (Павлӑ районӗ, Ваҫкино-Туйраллӑ); «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» – Юлия Еликова (Элкел районӗ, Чӑваш Пӑрнайӗ).
Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуса пенӗ. Хальхинче транспортӑн хыҫалти чӳречи сиенленнӗ. Аса илтерер: унашкал пӑтӑрмах пӗлтӗр Шупашкарта та пулнӑччӗ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусри ҫынсем темӗн кӗмсӗртетнине илтнӗ. Унтан вӗсем хыҫалти чӳрече ҫурӑлса кайнине асӑрханӑ.
Вырӑна полицейскисем ҫитнӗ, пассажирсемпе калаҫнӑ. Вӗсем чарӑнура аннӑ каччӑн аллинче пистолет пек япала пуррине асӑрханӑ. Ҫав ҫамрӑка шыраса тупнӑ. Вӑл — техникумра вӗренекен 16-ри каччӑ. Хайхискер троллейбуса пенине йышӑннӑ-ха, анчах ҫакна мӗншӗн тунине ӑнлантарайман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн пуҫарӑвӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта Рубик кубикне пуҫтаракансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
Хӑйне евӗрлӗ тупӑшура аслисемпе ачасем ахаль вылякансен тата профессионалсен йышӗнче тӑватӑ дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Кашни категорирех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. 2х2х2 мелпе пуҫтаракан профессионалсен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ку ӗҫе 5,17 ҫеккунтра пурнӑҫланӑ. Профессионалсен 3х3х3 категорийӗнче Рибик кубикне 20,3 ҫеккунтра пухнӑ. Кашни номинаци ҫӗнтерӳҫинех асӑнмалӑх паллӑпа тата сертификатпа чысланӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Рубик кубикне пуҫтаракансен тӗнче чемпионачӗ чи малтан Будапешт хулинче 1982 ҫулта иртнӗ. Ӑмӑртура ун чухне 16 ҫулти студент ҫӗнтернӗ, Рибик кубикне вӑл 23 ҫеккунтра пуҫтарнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртӗ.
Фестивале 3 тапхӑрпа йӗркелесси паллӑ. Пушӑн 10-31-мӗшӗсенче вырӑнти культура учрежденийӗсенче ирттерӗҫ, акан 1-мӗшӗ—ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче республикӑра пултарулӑх ушкӑнӗсемпе уйрӑм юрлакансене суйласа илӗҫ, авӑн 4-5-мӗшӗсенче вӑл гала-концертпа вӗҫленӗ.
Сусӑр ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ номинацире: тӗрлӗ стильпе (академи, халӑх, эстрадӑпа джаз, жест) юрласа, пӗр-пӗр илемлӗ хайлава хитре каласа, тӗрлӗ инструмент каласа, ташласа — кӑтартайӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивальне 2009 ҫулта ҫӗршывӑн тӗп хулинче ирттернӗ. Тепӗр икӗ ҫултан тӗнче шайӗпе йӗркелеме пуҫланӑ.
«Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Иртнинче, шучӗпе тӑваттӑмӗш хут пуҫтарӑннинче, Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне пӑхса тухнӑччӗ. «Варкӑш» клубӑн черетлӗ вулав каҫӗ каллех Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явӗҫ.
Ку тарана ҫитсе Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагедине, Николай Мартыновӑн «Кӑвак хуппи», Василий Эткелӗн «Лили» тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Арсений Тарасовӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫӗсене тишкернӗ. Юлашкинчен асӑннинче автор та пулнӑ. Литературӑри
лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ май вӑл: «Эпир пӗр-пӗрне кӳрентересрен хӑратпӑр тата, тӗрӗссипе каласан, ҫав тери кӳренетпӗр», — тенӗ.
«Акӑлчан каччи чӑвашла сывлӑх сунни пачах кӗтменлӗх пулмарӗ. Унпа тӗл пулма калаҫса татӑлас тесе темиҫе кун маларах интернетри соцсетьре ҫыхӑннӑ чухне вӑл чӑвашла хуравланине, сӑмахсене чӑваш шрифчӗпе ҫырнине курсан питӗ тӗлӗнтӗм», — тесе ҫырнӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче Ирина Кошкина корреспондент.
Мускаври Аслӑ экономика шкулӗнче преподавательте тӑрӑшакан Францис Таерз маларах Турцире, Норвегире, Исландире, Люксембургра пурӑннӑ иккен.
Акӑлчан, испан, каталон, вырӑс, француз, норвег, турккӑ, баск, чӑваш чӗлхисене вӗреннӗ лингвист тата программист ултӑ ҫул каялла Эктор Алос-и-Фонт социолингвистпа паллашнӑ. Мускавра пурӑнма пуҫласан каччӑ чӑваш чӗлхин курсне ҫырӑннӑ.
Акӑлчан каччи аслӑ шкулсенче программиста вӗренекенсем чӑвашлӑхпа интересленменинчен тӗлӗнет иккен. «Пур чӑваш та интернетра тӑван чӗлхепе «калаҫсан» епле аван!» — тет-мӗн Телеграма «чӑвашлатма» тытӑннӑ акӑлчан каччи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |