Пӑрачкав ял уявне паллӑ тунӑ чухне ҫамрӑк ҫынсене пӑшалтан пенӗ. Ҫакна ЧР ШӖМӗн пресс-служби те ҫирӗплетет.
Уяв ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Ку ҫӗрле пуҫланнӑ. Ҫурҫӗр тӗлнелле кафе умне машина пырса чарӑннӑ. Унччен те пулман — пӑшал сасси илтӗннӗ. Кафе умӗнче тӑнӑ икӗ каччӑн ури аманнӑ.
1990 тата 1997 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ йӗкӗт пульницӑна лекни пирки ирхи 3 сехет те 40 минутра ШӖМе пӗлтернӗ. Вӗсене УАЗ Патриот машинӑран пенӗ-мӗн. Ҫамрӑксен аялти ура пайӗ суранланнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑшалтан перекен ҫын ҫакна ятарласа туман. Анчах пӑшала машинӑра илсе ҫӳренӗ чухне йӗркене пӑснӑ вӑл.
Шупашкарта ҫамрӑксем селфи тӑвас тесе ҫӳллӗ ҫурт тӑррине хӑпараҫҫӗ. Ҫакна пӗр ҫын асӑрханӑ та «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Икӗ ҫамрӑк ҫурт тӑрри хӗрринче сӑн ӳкерӗннӗ. Ку ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 56\1 ҫурт тӑрринче пулнӑ. Вӗсем хӗррине пырса «Титаник» фильмри евӗр тӑнӑ. Ҫакна сӑн ӳкернӗ.
Прокурутура ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт тӑрринче пулма юрамасть. Управляющи компанийӗн унта тухмалли алӑка питӗрмелле. Ӑна ҫӗмӗрсе тухнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.
Сӑмах май, унччен Ҫӗмӗрлере инкек пулнӑ. Ҫамрӑксем хитре сӑнӳкерчӗк тӑвас тесе хими савучӗн тӑррине хӑпарнӑ. Вӗсенчен пӗри аяалалла ӳксе вилнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сирире чӑваш каччи паттӑрла пуҫ хунӑ. Самарти ҫар чаҫӗ янӑ телеграммӑра шӑпах ҫапла палӑртнӑ: «Вӑл ҫар тивӗҫне пурнаҫланӑ чухне паттӑрла вилнӗ».
Валерий Евдокимовӑн ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 30 ҫул тултармалла пулнӑ. Унӑн арӑмӗ, ачи тӑлӑха юлнӑ. Ӑна ҫурлан 8-мӗшӗнче Явӑшри Мухтав аллейинче пытарнӑ.
Тусӗсемпе тӑванӗсем ӑна чӑн-чӑн паттӑр пек аса илеҫҫӗ. Вӑл чи яваплӑ ӗҫсене хӑйӗн ҫине илнӗ, яланах пулӑшма хатӗр пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-15-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнче спортӑн тата вӑйӑсен наци енӗсемпе Никама Пӑхӑнман Ҫӗршывсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑри ҫамрӑксем те хутшӑннӑ.
Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансен пиҫиххипе кӗрешме, кире пуканӗ йӑтса, шашка выляса, самбо енпе, вӗрен туртса, ухӑран персе, чушкӑлла выляса тата мас-рестлинг енӗпе тупӑшма тивнӗ.
Ӑмӑртӑва Азербайджанран, Арменирен, Беларуҫран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Таджикистанран, Молдавинчен, Туркменистанран тата Раҫҫейрен пухӑннӑ 300 ытла ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Мас-рестлингпа Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне пирӗн республикӑран Роман Савинов, Екатерина Тришина, Надежда Осипова тата Алина Алексеева кӗнӗ. Вӗсем Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Алексей Атласкин патӗнче ӑсталӑха илеҫҫӗ. Ҫак маттурсем кӗнӗ команда ыттисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи суйлав кунӗнче чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмелле.
Ытларахӑшӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», РФКП, РЛДП, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» тата пенсионерсен ячӗпе суйлава хутшӑнать. Вӗсен нихӑшӗн те суйлавҫӑсене алӑ пустармалла мар. Пенсионерсен партийӗ ячӗпе кӗрешӗве ветерансем ҫеҫ мар, ҫамрӑк политиксем те тухнӑ.
«Парламента тата муниципалитет пухӑвӗсене эпир ултӑ кандидата тӑратрӑмӑр», — тенӗ пенсионерсен партийӗн регионти ертӳҫи Николай Степанов. Хӑш-пӗр кандидат ҫамрӑккишӗн вӑл пӑшӑрханма сӗнмест, мӗншӗн тесен вӑхӑт хӑвӑрт иртет, паянхи ҫамрӑксем сисмӗҫ те тивӗҫлӗ канӑва тухӗҫ. Тата ҫамрӑксем пенсионерсен правине хӳтӗлесшӗн иккен.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти стройкӑра 17-ри каччӑ вилнӗ. Ӗҫе вӑл вӑхӑтлӑх килӗшӳпе вырнаҫнӑ. Каччӑ балконти эвакуаци шӑтӑкне персе аннӑ. 9 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗскер ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
2000 ҫулта ҫуралнӑ яш Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ районӗнчи стройкӑра ӗҫленӗ. 16 хутлӑ пурӑнмалли ҫурта хӑпартнӑ ҫӗрте вӑл пулӑшакан рабочи пулса тӑрӑшнӑ.
Производствдӑри инкек сӑлтавне халӗ тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑк рабочин ҫӳллӗ хутра ӗҫлеме ирӗк пулнипе пулманнине, ӗҫ вырӑнӗ хӑрушсӑрлӑх нормине тивӗҫтернине шута илӗҫ. Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗн специалисчӗсем те стройкӑри тӑрӑма хак парӗҫ.
Строкӑри ӗҫ вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ тӗпчев малалла пырать.
Ҫӗрпӳри юрӑхсӑра тухнӑ фермӑра 17 ҫулти хӗр виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Екатерина Трофимова пӗлтернӗ.
Хӗр виллине ӗнер тупнӑ. Ҫав хӗр хӑйӗн ҫине алӑ хума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
17 ҫулти хӗр икӗ кун каялла ҫухалнӑ. Ӑна тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем таҫта та шыранӑ. Пӗр класра вӗренекен тусӗсем ӑна кивӗ фермӑра тупнӑ, анчах вӑл ун чухне сывламан ӗнтӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн, полицин генерал-майорӗн Сергей Неяскинӑн ячӗпе тав ҫырӑвӗ килнӗ. Шупашкарта пурӑнакан кӑҫал ҫулла полицине Гузовский урамӗнчи ача-пӑча лапамӗнче ҫамрӑк ҫынсен ушкӑнӗ спиртлӑ шӗвексем ӗҫнине икӗ хутчен полицие пӗлтернине каланӑ. Ӗҫекен хӗрсемпе каччӑсем усал сӑмахсемпе хытӑ калаҫнӑ.
«Ҫавӑншӑн эпӗ полицине пӗлтертӗм, 102 номерпе шӑнкравларӑм. Право енчен мера йышӑнма ыйтрӑм. Оперативлӑ дежурнӑй мана сӑпайлӑ итлерӗ, манӑн пӗлтерӗве йышӑнчӗ. Общество йӗркине пӑсакан вырӑна тепӗр 5-10 минутран полици экипажӗ килчӗ. Картишӗнче шӑплӑх пуҫланчӗ. Общество йӗрки йӗркеленчӗ», — тенӗ ҫырура.
Куншӑн ҫыру авторӗ васкавлӑ тата тухӑҫлӑ мера йышӑннӑ полици ӗҫченӗсене тав тунӑ. Хула ҫыннине унӑн телефон пӗлтерӗвне ӑнлантару хучӗсемсӗр йышӑнни савӑнтарнӑ.
Финпа угр ҫамрӑкӗсен тӗнчери пӗрлӗхӗн академийӗ ҫак уйӑхӑн 8-мӗшӗнче вебинар ирттерет. Ӑна йӗркелекенни — Питӗрти патшалӑх университечӗн преподавателӗ Мария Кошелева.
Ҫамрӑк ӑсчах — вепс хӗрӗ. Аслӑ шкул преподавателӗ вебинарта тӑван чӗлхине тишкерсе каласа кӑтартӗ. Вебинар каҫхи 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унта хутшӑнма регистрациленес тесен ҫак каҫӑпа иртмелле: https://mafun.clickmeeting.com/veps/register.
Вебинар пирки Дмитрий Степанов «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн Фейсбукри страницинче паян ирпе пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, вепс чӗлхипе паллашма йыхравлакан Мария ӑшӑ тинӗс тата кофе юратать.
Вепс чӗлхин корпусне ҫак каҫӑпа вырнаҫтарнӑ: http://vepsian.krc.karelia.ru/about/. Вепс вики каҫҫи —
https://vep.m.wikipedia.org/wiki/Pälehtpo’.
Шупашкарта 20 ҫулхи каччӑ усал шухӑшлӑ ҫынна тытса чарма пулӑшнине ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Пӗтӗмпех утӑ уйӑхӗн 30-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче палламан арҫын хаҫат киоскӗн чӳречине ватнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫын сахаллипе ҫырлахнӑ: пирус тата вак-тӗвек илнӗ. Ҫав вӑхӑтра 20 ҫулти Шупашкар каччи ҫывӑхра пулнӑ. Курнине вӑл карас телефонӗпе ӳкерме пуҫласан вӑрӑ-хурах ҫуртсен картишне кӗрсе тарнӑ, вӑрланӑ япалисене унта персе хӑварнӑ.
Курнине каччӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Часах вӑрӑна тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене персе хӑварнӑ ҫурт патне вӑл таврӑннӑ. Ӑна ШӖМӗн уйрӑмне илсе кайнӑ.
Каччӑна йӗрке хуралҫисем гражданла шухӑшне палӑртнӑшӑн чысласшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |