Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫул-йӗр

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Паян Вӑрнар муниципалӑ округӗнче Кивкассипе Пуканкасси ялӗсен хушшинче апат-ҫимӗҫ тиенӗ Газель аварие лекнӗ. Вӑл ҫулран пӑрӑнса кювета чӑмнӑ.

Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, грузовик водителӗ тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ. Машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель шар курман. Вырӑна Росгварди, ҪҪХПИ инспекторӗсем ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/95198
 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, акан 3-мӗшӗнче, «Энӗш» ҫул ҫинче, Тӑвай ҫывӑхӗнче, трасса патӗнчи тӑвайккинчен тӑпра ейӳ шывӗпе пӗрле юхса аннӑ. Ҫӑрӑлчӑк ҫул ҫинче сарӑлнӑ.

Тӳрех палӑртмалла: ҫав тӑвайккине виҫӗмҫул хытарнӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ун хыҫҫӑн тӑпра ишӗлсе анман. Кӑҫал вара юр тӑрук ирӗлме пуҫланипе хытарнӑ сие шыв икӗ вырӑнтан ҫисе кайнӑ.

Ку ӗҫе пурнӑҫланӑ подрядчик ҫитменлӗхе пӗтерме тытӑннӑ. Ӗҫсене ҫитес вӑхӑтра вӗҫлемелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Пӑтӑрмахсем
gas-kvas.com сӑнӳкерчӗкӗ
gas-kvas.com сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейски районӗнчи прокуратура васкавлӑ пулӑшу машини Вӑрманкасси ялӗнчи пӗр кил патне ҫитеймен тесе тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ хыпара тӗрӗслет.

Тӗнче тетелӗнче ҫырнине ӗненсен, васкавла пулӑшу тухтӑрӗсем чирлӗ ҫын патне ҫитеймен.

Надзор органӗ ҫак хыпара тӗрӗсленӗ май вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ ҫула епле тытса тӑнине хак парӗ. Кӑлтӑк пулсан явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер 17 сехет те 40 минутра Вӑрмар поселокӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта 30 ҫулти хӗрарӑмпа 7-ри ача шар курнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Черри» машина рулӗ умӗнче ларна 35 ҫулти хӗрарӑм Вӑрмар поселокне кайнӑ чухне тӗп ҫул ҫине тухнӑ, анчах унти машинӑна ирттерсе яман, тепӗр иномаркӑпа ҫапӑннӑ. Унта вара 4 ҫын пынӑ: 30 ҫулти хӗрарӑм тата 3 ача. Хӗрарӑма 7-ри ачана пульницӑна илсе кайнӑ.

Палӑртмалла: ача ятарлӑ кресло ҫинче пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
osnovam.ru сӑнӳкерчӗкӗ
osnovam.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи прокуратура ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче саккунсене пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ.

Хорнуй ялӗнчи Шкул урамӗнчи ҫул япӑхма пуҫланине тата унти кӗпер шӑтӑк-путӑкланса кайнине тупса палӑртнӑ. Кӗпер ҫинче ҫуран ҫӳрекенсем валли пӑхса хӑварнӑ пай та япӑхнӑ.

Асӑннӑ ҫулпа тата кӗпер урлӑ шкул автобусӗ те ҫӳрет. турттарать.

Район прокуратури тӗрӗслев тӑрӑх Муркаш муниципалитет округӗн администрацине асӑннӑ сооружение юсама, кӗпее хӑйӗн балансӗ ҫине илме ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Кӑлтӑка пӗтерме суд яваплисене 4 уйӑх вӑхӑт панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
myskillsconnect.com сӑнӳкерчӗкӗ
myskillsconnect.com сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫула юртан тасатма ӳсӗр тракторист тухнӑ. Пӑтӑрмаха пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ.

Таяпи Энтри ялӗнче пурӑнакан 53 ҫулти арҫынна суд ӳсӗр пуҫпа руль тепре ларнӑ.

Ӑна унччен административлӑ майпа пӗрре явап тыттарнӑ-ха. Ӳсӗрле ҫула тухнӑскерӗн правине те туртса илнӗ. Вӑл ун хыҫҫӑн права илме шутламан та курӑнать.

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче правасӑр арҫын «Комсомольски-Елчӗк-Пӑва» ҫула юртан тасатма тухнӑ. Ӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем курнӑ. Вӑл каллех ӳсӗр пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян кӑнтӑрла М-7 ҫул ҫинче тырӑ турттаракан машина икӗ автомобильпе ҫапӑннӑ. Тырӑ сапаланса пӗтнӗ.

Ку пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ хулинче, М-7 ҫулӑн 679-мӗш ҫухрӑмӗнче, пулнӑ. КамАЗ «Тойотӑпа» тата «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. КамАЗри тырӑ ҫул тӑрӑх сапаланса пӗтнӗ.

Телее, аварире никам та аманман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/4343
 

Ҫул-йӗр

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Муркаша каякансен е унтан хулана килекенсен укҫа ытларах тӳлеме тивӗ. Билет хакӗ 20 процент ӳсет.

Хальхи вӑхӑтра билет 150 тенкӗ тӑрать. Акан 1-мӗшӗнчен вара 180 тенкӗ пулӗ. Тарифсем пирки пӗлтернине пассажирсем маршруткӑсенче курнӑ. Хак мӗншӗн ӳснине ӑнлантарман.

Ҫынсем куншӑн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Ҫул ҫинче капла ҫур шалу пӗтет-мӗн. Халӑх автопарк ҫӗнеленшӗн те кӑмӑлсӑр. 12 ҫул каяллахи «Мерседесссемпех» ҫӳремелле, укҫине вара ытларах тӳлемелле теҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер 22 сехет ҫурӑра М-12 ҫул ҫинче, Ҫӗмӗрле районӗнче, «Тойота» машина водителӗ ҫул крлӑ каҫакан арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл 44 ҫулта пулнӑ, Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ.

Руль умӗнче Эренпур облаҫӗнчи 30 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине 18 сехет ҫурӑра Муркаш округӗнчи Нискассипе Юнкӑпуҫ ялӗсен хушшинче фура водителӗ 35 ҫулти хӗрарӑма ҫапса кайнӑ. Вӑл, шел те, суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

63 ҫулти водитель - Пушкӑртстанран. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫул ҫине ӑнсӑртран тухнӑ. Ҫав вырӑнта ҫул урлӑ каҫмалли «зебра» ҫук. Водитель урӑ пулни паллӑ.

Вилнӗ хӗрарӑм - Нискассипе юнашар Ярӑслав ялӗнчен. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Страницӑсем: 1 ... 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, [23], 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, ... 202
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 16

1913
113
Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.
1949
77
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1962
64
Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй