Пирӗн ҫӗршывӑн кӑнтӑр енчи хӑш-пӗр хулине самолётсем вӑхӑтлӑха вӗҫмӗҫ.
Росавиацин ҫӗнӗ йышӑнӑвӗпе чару ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ.
Самолетсем ҫав вӑхӑтра Анапӑна, Белгорода, Брянска, Воронежа, Геленджика, Краснодара, Курска, Липецка, Дон ҫинчи Ростова, Симферополе тата Элистана вӗҫмӗҫ.
Авиакомпанисене пассажирсемшӗн меллӗрех ытти маршрутпа Сочи, Волгоград, Минеральные Воды, Ставрополь тата Мускав хулисенчи аэропортсемпе усӑ курса турттарма сӗннӗ. Ҫӗршыври ытти аэропорт штат режимӗпе ӗҫлет.
Унччен Шупашкартан Краснодара «ИрАэро» авиакомпани вӗҫнӗччӗ. Ҫулла пирӗн тӑрӑхран «Nordwind» компани Симферополе ҫӳреме палӑртнӑччӗ. Ун вырӑнне самолетсем Сочие вӗҫӗҫ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 12 сехет те 50 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, Шупашкар районӗнчи Ишекрен 5 ҫухрӑмра, авари пулнӑ. Шел те, ҫын та вилнӗ. Машина ҫунса кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шевроле» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Нивӑпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» ҫунма пуҫланӑ, «Нива» вара кювета чӑмнӑ.
Иномаркӑри 40 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ, 43-ри водитель аманнӑ. «Нивӑри» 61 ҫулти водитель тата 2-ри ача суранланнӑ.
Регионти туянусен центрӗ "Канаш - Славаш" автоҫула юсамашкӑн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫак ҫулӑн Малти Ӑнтавӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗр пая, 4 ҫухрӑма, юсӗҫ. Ку ӗҫ валли 58 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӗҫсене 4 уйӑхра вӗҫлемелле, анчах ку ӗҫе 3 ҫулта пайӑн-пайӑн пурнӑҫлӗҫ. Хушма укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсен проекта хӑвӑрт та вӗҫлеме пултарӗҫ.
Сӑмах май, ҫак ҫул ҫинче аркансах пӗтне пай та пур. Вӑл - Малти Ӑнтавӑш ялӗ еннелле пӑрӑннӑ ҫӗрте. Анчах ӑна хальлӗхе тытмӗҫ.
Шупашкартан авиапассажирсене Крыма турттарма палӑртнӑ «Nordwind» авиакомпани самолётсене Симферополе вӗҫтермӗ. Ҫакӑ Росавиаци асӑннӑ хулана самолётсене ҫӳретме вӑхӑтлӑха чарнипе ҫыхӑнма пултарнӑ.
Авиакомпани Чӑваш Ен ҫыннисене Крым вырӑнне Краснодар тӑрӑхне, Сочи хулине, турттарма тытӑнӗ. Авиакомпани сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, билетсене ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗ валли туянма май пур.
Шупашкартан Сочине ҫитме пӗр ҫынна 4 пин тенке кайса ларӗ. Самолётсем кӑнтӑрти ҫав хулана пирӗ тӑрӑхран ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен турттарӗҫ.
Сӑмах май каласан, «Nordwind» авиакомпанин тӗп аэропорчӗсем Шереметьевӑра, Пулковӑра, Сочинче тата Калининградра вырнаҫнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкара килме тухнӑ микроавтобус Чулхула облаҫӗнчи Кстово ҫывӑхӗнче аварие лекнӗ. «Рено» Мускавран ҫула тухнӑ пулнӑ.
Облаҫри сывлӑх сыхлавӗн министрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл рейс автобусӗ пулнӑ. ТАСС каланӑ тӑрӑх, транспорт организаци ӗҫченӗсене турттарнӑ.
Аварире 8 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен улттӑшне Чулхула облаҫӗнчи пульницӑна илсе кайнӑ. Иккӗшне вырӑнтах медпулӑшу кӳнӗ.
Шупашкар хулинче паян, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ.
Пӑтӑрмах Ленин проспектӗнчи 31-мӗш ҫурт патӗнче, «Читай-город» лавккаран инҫех мар ҫӗрте, пулса иртнӗ. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли ятарлӑ вырӑнпа каҫакан хӗрарӑм ҫине ГАЗель пырса кӗнӗ.
Инкек самантне ӳкерсе илнӗ видеотӑрӑх хакласан, хӗрарӑм малалла мечӗк пек ывтӑнса кайнӑ.
Хӗрарӑма пульницӑна ӑсатнӑ.
Пӑтӑрмах пирки хыпар вырнаҫтарнӑ ҫӑлкуҫра ҫуран ҫӳрекенсен те питӗ тимлӗ пулмалла тесе калакансем сахал мар.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 19 сехет те 10 минутра Канаш районӗнче ҫӑмӑл машина инкеке лекнӗ. Автомобиль «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулпа пынӑ. 21 ҫулти хӗр тытса пыракан «Тойота Каролла» машина кювета чӑмнӑ. Унччен вӑл хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ, унтан ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонти пассажир аманнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫихиийӗпе ҫыхӑнман.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнӗ машинӑн малти урапи шӑтса кайнӑ, ҫавӑнпа вӑл пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
«Шупашкар – Сӑр» автоҫулӑн 6 ҫухрӑмне, Улатӑр районӗнчине, юсӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хак – 193,4 миллион тенкӗ. Пӗр ҫухрӑм 32,2 миллион тенке кайса ларӗ.
Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Улатӑр районӗнчи Чӗмпӗр облаҫӗ еннелле каякан 6 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ. Аукционра ҫӗнтернӗ организацин ӗҫе 6 уйӑхра вӗҫлемелле. Анчах ку тапхӑра виҫӗ ҫула тӑсӗҫ: кӑҫал утӑ уйӑхӗнче, ҫитес ҫул ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче, 2024 ҫулта ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче.
Хушма укҫа пулсан ҫула кӑҫалах сарса пӗтерӗҫ. Ҫук тӑк асфальта 2024 ҫулта сарӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче ҫул ҫине пӑши сиксе тухнӑ. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑран ун ҫине «Лада Веста» машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче ларса пынӑ хӗрарӑм аманнӑ, пӑши вилсе выртнӑ.
Тепӗр темиҫе сехетрен, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫавӑн пек инкек Шупашкар районӗнче пулса иртнӗ. «ГАЗ-27471» автомобиль водителӗ «Атӑл» автоҫул ҫинче пӑшие пырса ҫапнӑ. Водитель аманман, тискер чӗрчун вара вилнӗ.
Пӑши 500 килограма яхӑн таять. Вӑл машина кантӑкне те ватса пӑрахма пулать. Куҫ начар курнӑран чӗрчун машинӑна аякран асӑрхамасть.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртсен, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче хӗрарӑм машина айне пулса вилнӗ.
"Город грехов" проект пӗлтернӗ тӑрӑх, авари Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинче пулнӑ. Хӗрарӑм юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, ун ҫине "Мерседес" пырса кӗнӗ.
Шел те, хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.