Виҫӗмкун, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Андрей Растворцев писатель, поэт, куҫаруҫӑ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унпа паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 9 сехет те 30 минутра Республикӑн клиника пульницин ҫуртӗнче сывпуллашӗҫ.
Вӑл Амур облаҫӗнчи Гонжа ялӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ. Вӑл ачасем валли те ҫырнӑ, аслисем валли те.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, ҫыравҫӑ, Галина Матвеева, хакланӑ тӑрӑх, прозӑра ҫеҫ мар, поэзире те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ вӑл; унӑн сӑвви-калавӗ Раҫҫейри, ун тулашӗнчи хуласенче тухса тӑракан сумлӑ кӑларӑмсенче (электронлӑ журналсенче, пичет хатӗрӗсенче) ҫапӑнса тухнӑ, вулакансене калаҫтарнӑ, тавлаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне Андрей Растворцев чӑваш литературине вырӑсла куҫарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Культура мероприятине Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, поэтсемпе писательсем иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ, пичетленнӗ кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 2021 ҫул вӗҫӗнче кун ҫути курнӑ «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекине кӗме тивӗҫнӗ авторсем хӑйсен хайлавӗсене вуланӑ. Александр Шпаннагель, Светлана Гордеева, Наталья Селезнева, Валентина Белова, Раиса Воробьева хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзне ертсе пынӑ Лидия Филиппова пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ, пӗрлешӗвӗн хальхи ертӳҫи Ольга Куликова (Улькка Эльмен) кӑҫалхи плансем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш ҫыравҫи, поэт-прозаик, журналист-публицист Лидия Филиппова пӗтӗм Раҫҫейри общество наградине — «Василий Шукшин» ылтӑн медале — тивӗҫнӗ. Лидия Ивановна пултарулӑхне 2021 ҫулшӑн ҫавӑн пек хаклама Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗ йышӑннӑ.
Лидия Филиппова 2003 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ. Вӑл — 18 кӗнеке авторӗ. Лидия Ивановна 100 ытла публикаци ҫырнӑ, ҫав шутра — 4 вӗренӳпе методика тата 11 ӑслӑлӑх ӗҫӗ.
Лидия Михайлован литературӑри псевдонимӗсем — Лидия Филиппова, Амина Турхан, Алла Давыдова.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртӗ.
Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ёлкӑра Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури ҫинчен сӑвӑсем вулӗҫ. Вырӑсла ҫыракан авторсен пӗлтӗр пичетленсе Наци библиотекинчи «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекипе те паллаштарма палӑртнӑ унта.
Литература ёлки 16 сехетре 212-мӗш пӳлӗмре пуҫланӗ.
«Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» видеороликсен регионсем хушшинчи конкурсне хутшӑннӑ аякри чӑваш музея кӗнеке парнеленӗ. Ку хыпара Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Конкурса хутшӑннӑ ҫав ҫын – Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Илим Ту ялӗнчи Михаил Васильев. Вӑл Курак Йӑванӗн «Асатте», «Ҫуркунне», «Хӗллехи ир» сӑввисене вуланӑ.
Антонина Андреева хыпарланӑ тӑрӑх, «Пензӑран Мускава ӗҫлеме ҫӳрекенскер Курак Йӑванӗн чӑвашла кӗнекине репринт мелӗпе Наци библиотекинче ҫӗнӗрен кӑларнӑ. Пӗр экземплярне Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейне парнеленӗ».
Антонина Андреева калашле, кашниех чӑваш ҫыравҫисен эткерлӗхне хӑйне май упраса халӑх хушшинче сарма пултарать.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Александр Пӑртта кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» ят панӑскере Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартнӑ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Хыпар ятӗнче «Артистӑн кӗнеки пичетленсе тухнӑ» терӗмӗр те, анчах сцена ӑсти хайлавсем тата пьесӑсем ҫырнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Пӑрттан ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ӗҫӗсем «Уйӑх ачи», «Пирӗн урам», «Атьӑр туслашар!» кӗнекесенче пичетленсе тухнӑ.
Унӑн драма хайлавӗсене чӑваш театрӗсем хапӑл тусах лартаҫҫӗ. «Ҫиҫӗм тивнӗ чунсем», «Турӑ пӳрмен юрату», «Килех килчӗ тур ҫырни», «Укҫа чул кастарать», «Вӑрмана юлнӑ ҫамрӑклӑх», «Качча кайиччен», «Чӑн телей юратура», «Кирек ӑҫта та пӗр хӗвел» спектакльсене курнисем ҫав ӗҫсене кам пьесисемпе лартнине аван пӗлеҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви Хветӗр Уярӑн тӑватӑ томран тӑракан «Ҫырнисен пуххине» кӑларма пуҫланӑ. Ку хыпара кӗнеке издательство сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекен пӗрремӗш томӗнче «Таната» роман вырӑн тупнӑ. «Таната» романри ӗҫсем Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пысӑк пӑлхав умӗн Шупашкарпа тури чӑваш ялӗсенче пулса иртеҫҫӗ.
«Ҫырнисен пуххин» пӗрремӗш томӗнчи умсӑмаха филологи наукисен докторӗ, профессор, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Артемьев критик ҫырнӑ. Редакторӗ — Галина Антонова.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Пушкӑртстанри ҫыравҫӑн, Аркадий Русаковӑн, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Юрату каҫарма чӗнет» ятпа вулакан патне ҫитнӗ кӑларӑм тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан чӑвашӗн «тӗрлӗ ҫулсенче унӑн «Чикӗри тӗлпулу» тата «Эпир кунта хӗҫпе килмен» кӑларӑмӗсем пичетленнӗ».
Аркадий Русаков — Стерлитамакри ҫыравҫӑсен организацийӗн «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн тата Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ. Вӑл — икӗ чӗлхеллӗ автор. Чӑвашла та, вырӑсла та калӑплать.
«Унӑн произведенийӗсем тӗрлӗ хаҫат-журналта та, уйрӑм кӗнекен те тухаҫҫӗ. Ҫамрӑкрах чухне ҫыравҫа юрату, кӑмӑл-сипет, ҫутҫанталӑк темисем кӑсӑклантарнӑ пулсан халӗ истори ыйтӑвӗсемпе халӑх кун-ҫулӗ ытларах пӑшӑрхантараҫҫӗ, ҫӗнӗ калав-повесть ҫырма хистеҫҫӗ», — паллаштарнӑ ҫыравҫӑпа Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «С.М. Михайлов (1821—1861) — первый чувашский историк, этнограф и писатель» (чӑв. С.М. Михайлов (1821—1861) — чӑвашсен пӗрремӗш историкӗ, этнографӗ тата писателӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие чӑвашсен пӗрремӗш историкӗ, этнографӗ тата писателӗ ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Ҫавра сӗтел гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Ученӑй совечӗн залӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Унта темиҫе ӑсчах доклад тӑвӗ. Сӑмахран, Виталий Родионов профессор, сӑмахран, «С. Михайлов (Яндуш) еткерлӗхӗ тата паянхи чӑваш ӑслӑлӑхӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа отчет тӑвӗ. Институтра кӑҫал пичетлесе кӑларнӑ Виталий Родионовӑн (Ӑртивансен Сӑварӗн) «Янтушсен Михала ывӑлӗ Спиркка / Спиридон Михайлов (Яндуш): творческий портрет» кӗнекине те хӑтлама палӑртнӑ.
Чӑваш Ваттисен Канашӗн «Халӑх Хуралӗн» сӑмахӗ
1994 ҫулта ноябрӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ «Чӑваш орфографийӗпе пунктуацийӗн тӳрлетсе тунӑ правилисене вӑя кӗртесси ҫинчен» 88-мӗш номерлӗ Постановлени кӑларнӑ. Икӗ ҫул маларах 1992 ҫулхи мартӑн 11-мӗшӗнче Аслӑ Совечӗн Президиумӗ Чӑваш Республикин тӗпчев институчӗ 1990 ҫулта туса хатӗрленӗ ҫӗнӗ правилӑсене вӑя кӗртесси ҫинчен сӗнӳ йышӑннӑ. Ӑна заседани вӗҫленес умӗн вуннӑмӗш ыйтура кун-йӗркин «вак тӗвексен» («Разное») пунктӗнче тишкермесӗр, вуламасӑр васкавлӑн вырӑсла калаҫса йышӑннӑ.
Ҫук ыйту кун йӗркинче пулман, ӑна пӑхса тухма та хатӗрленмен. Стенографие тишкерсен сасӑласа йышӑнма сӗнекен А.П. Хусанкай ҫӗнӗ правилӑсемпе, унӑн тӗллевӗсемпе те пулин пухӑннисене паллаштарман, ӑна тума майӗ те пулман: темиҫе депутат чӑвашла калаҫма пӗлмен. Чӑвашла пӗлекен тутар Киям Мифтахутдинов ыйтӑвӗ ҫине «В чём причина изменений?» тенине Атнер Хусанкай ӑнлантарайман. Аслӑ Совечӗн Председателӗ Э. Кубарев та иккӗленсе ыйтнӑ: «Наше право это?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.