Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑстасем

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Людмила Васильева тивӗҫлӗ канура чун киленӗҫӗ тупнӑ. Хӗрарӑм полипропилен хӑюран карҫинкка ҫыхать. Вӗсене вӑл питӗ илемлӗ тӑвать. Тӗрлӗ тӗслӗ хӑюпа ҫыхса капӑрлатать. Пысӑкрах карҫинккасем те пур унӑн, пӗчӗкреххисем те.

Муркаш районӗнчи Шомикра ҫуралнӑ хӗрарӑм Вӑрнарти ял хуҫалӑх училищинче вӗреннӗ, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳрет, унти ал ӑстисемпе тӗрлӗ ӑсталӑха алла илет, хӑй те ыттисене пулӑшма пултарать.

Ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм ӗнер 70 ҫул тултарнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Маргарита Красотина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Маргарита Красотина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Шупашкарти трикотаж чӑваш сӗмӗллӗ футболкӑсем кӑларнӑ. Вӗсем сӑнавлӑ парти пулӗҫ-и (тен, Республика кунӗ тӗлне туса кӑларнӑ-ши) — ӑна калама пӗлместпӗр.

Вӗсене фабрика Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминче иллюстрацисемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Вӑтӑр ҫул та иртмерӗ, Праски Витти монументалистӑн, эмалёрӑн и графикӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне пӗчӗкшерӗн те пулин вырӑнти дизайнерсем халӑхра сарма тытӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ постра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall14232951_6275
 

Культура
vk.com/mintrud_21 страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
vk.com/mintrud_21 страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Национальное достояние – 2023» (чӑв. Наци пуянлӑхӗ — 2023) Пӗтӗм тӗнчери телевидени конкурс-фестивалӗнче лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ.

Конкурсӑн финалӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ. Конкурса хутшӑнакансене Мускаври профессиллӗ тӳресем хакланӑ.

Конкурса хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан тата ют ҫӗршывсенчен хутшӑннӑ.

Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Ӳнер тата декораципе прикладной пултарулӑх» номинацире хӑйсен тантӑшӗсен хушшинче I степеньлӗ лауреат ятне тата кубока ҫӗнсе илнӗ.

Ольга Крайкина тата Валентина Морышкина сусӑр ачасем Татьяна Афанасьевӑпа Татьяна Харитонова педагогсем ертсе пынипе чӑваш пуканисене ӑсталанӑ, конкурса ҫавӑнпа хутшӑннӑ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сайран илнӗ сӑнӳкерчӗк
cheb-centr.soc.cap.ru сайран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта «Ҫуркунне варкӑшӗ» курав уҫӑлнӑ. Унта хулари кинемейсем вӗт шӑрҫаран ӑсталанӑ шӑрҫасем, мӑй ҫыххисем, сулӑсемпе брошьсем вырӑн тупнӑ.

«Ытарйми илем!» – хавхаланса та тӗлӗнсе палӑртнӑ кураври илемпе паллашнӑ май 73 ҫулти Людмила Тимошкина.

Шӑрҫаран ҫавӑн пек илем ӑсталама ватӑсем социаллӑ центрта вӗренеҫҫӗ.

Маларах асӑнса хӑварнӑ Людмила Николаевна хӑй те ылтӑн алӑллӑ. Унччен вӑл ҫыхнӑ та, вӗт шӑрҫапа та аппаланнӑ. Юлашки вӑхӑтра, хӑй калашле, ҫын хатӗрленӗ илемпе киленме кӑмӑллать. Анчах ҫакӑ тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кахалланнӑран мар — Людмила Николаевна кӗнеке вулама юратать.

 

Чӑвашлӑх
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Евгения Егорова мамӑкран ёлка валли теттесем ӑсталать.

Телеграмри «Земляки|Ентешсем» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑй тӗллӗн ӗҫлет. «Манӑн бизнес» организацире ӑна тавар туянакансене илӗртме вӗрентнӗ. Ун пирки халӗ чылайӑшӗ пӗлет тесе хыпарланӑ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ каналта.

Евгения Егорова тренер пулса ӗҫлет. Вӑл — пауэрлифтинг енӗпе спорт мастерӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн алли те ылтӑн. Ҫӗрмамӑкран тӗрлӗ пукане ӑсталаканскер вӗсене чӑвашла та капӑрлатать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/enteshsem/3075
 

Чӑвашлӑх
Виктор Чугаров сӑнӳкерчӗкӗ
Виктор Чугаров сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта чӑвашла калаҫакансен «Чӑн Чӑваш» клубӗн черетлӗ 34-мӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ.

Хальхинче чӑваш хастарӗсемпе Чӑваш Республикин ал ӗҫ ӑстисен гильдийӗн пайташӗ, чӑваш халӑх академикӗ Любовь Вазюкова тӗл пулнӑ.

Любовь Степановна хӑй тӗрлекен чӑваш тӗррин уйрӑмлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Светлана Храмова кӑсӑклӑ вӑйӑ-конкурс ирттернӗ.

Тӗлпулу вӗҫӗнче хастарсем «12 УЙӐХ» премьерине курнӑ.

Клубӑн ҫитес тӗлпулӑвне ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче «Звуки музыки народной» (чӑв. Халӑх кӗввин сасси) ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.

Ал айӗнчи тӗрлӗ хатӗртен чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур, краевед, чылай кӗнеке авторӗ, Николай Фомиряков ачасене чӑваш музыка инструменчӗсем пуҫланса кайни, вӗсен кашнин янӑравлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Ӑстапа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш тата 49-мӗш вӑтам шкулсенче 6-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӑмӑшран сӑрнай, шӑпӑр валли чӗлӗх хатӗрлеме май пуррине пӗлсе тӗлӗннӗ.

 

Республикӑра
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот

Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Потапов изобретательсен пӗрлӗхне йӗркелес ӗмӗтпе пурӑнать иккен.

Арҫын велосипед насусӗнчен тунӑ музыка инструменчӗ, сывлӑха ҫирӗплетмелли массажер таран ӑсталать. «Чӑваш Ен» телерадиокомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Потапов 270-е яхӑн хатӗр шутласа кӑларнӑ. Хӑшӗсемпе патент илнӗ.

Тележурналистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, электрофильтрпа Африкӑри специалистсем кӑсӑкланнӑ, ятарлӑ завод уҫасшӑн пулнӑ. Николай Потаповпа канашланма Чӑваш Ене те ҫитнӗ, ӗҫ вырӑнӗ сӗннӗ, анчах вӑл тӑван тӑрӑхрах юлнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паллӑ ҫынсемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче библиотекӑна Николай Фомиряков фольклорист, краевед пырса ҫитнӗ. Вӑл чӑваш историйӗпе культурине аван пӗлет, чӑваш музыка инструменчӗсене ӑсталать.

Тӗлпулӑва ӑста «Чувашские народные музыкальные инструменты» (чӑв. Чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем) ят панӑ.

Ӑстан килӗнче хальхи вӑхӑтра 20 ытла тӗрлӗ инструмент упранать. Ҫав шутра — варган, сӑрнай, маракас, фуяр, курай, ҫатӑрка тата ытти те. Вӗсене вӑл пултӑрантан, бамбукран, ӗне мӑйракинчен, йывӑҫран, хур тӗкӗнчен хатӗрленӗ.

 

Чӑвашлӑх
 Венера Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Венера Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене тата капӑрлӑхӗсене ӑсталассипе нумаях пулмасть семинар-практикум иртнӗ. Унта студисен, куржоксен, декоративлӑ прикладной ӳнерӗн ытти коллективӗн ертӳҫисем, пурӗ 42 специалист, хутшӑннӑ. Вӗсем — Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Шупашкар районӗсенчи культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем.

Семинар-практикума пухӑннисене ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри культура ҫуртӗнчи «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ансамбльне ҫӳрекен Венера Николаева паллаштарнӑ. Вӑл тухьян тӗп пайне ҫекӗлпе ҫыхма вӗрентнӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакан Инна Сугутская вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш эрешӗсене ӑсталама хӑнӑхтарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.10.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 31

1927
98
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
54
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
49
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
23
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть