Пӑтӑрмахсем
![]() epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм пӗрле пурӑннӑ арҫынна вӗлернӗ. Харкашу ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пулса иртнӗ. Ҫемье Грасис урамӗнче пурӑннӑ. Ҫав кунхине ҫамрӑк хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Пӗрле пурӑнакан 38 ҫулти арҫын киле час таврӑнман. Ҫавӑншӑн тулашнӑ хӗрарӑм арҫынпа харкашма тытӑннӑ. Тарӑхнӑскер аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа арҫынна кӑкӑр тӗлӗнчен пӗр хутчен чикнӗ. Ҫӗҫӗпе чикнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна пӗрремӗш пулӑшу кӳме хӑтланнӑ, хӑйех тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Суд ҫавна шута илнӗ — хӗрарӑма 7 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурӑнвар ялӗнче пушар пулнӑ. Унта лавкка ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ҫулӑм 24 тӑваткал метр лаптӑка тӗп тунӑ. Ку кӑна мар – вӑл кӳршӗллӗ ҫурт ҫине те куҫнӑ. Ҫулӑм ҫенӗке сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» сарӑлма паман. Пӳрте, хуралтӑсене сыхласа хӑварма пултарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушарнӑйсемпе пӗр сехете яхӑн кӗрешнӗ. Халӗ «хӗрлӗ автан» мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнче ӳсӗр ҫамрӑк арҫын икӗ йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Токшик ялӗ тӗлӗнче 29 ҫулти водитель водитель тытса пыракан машинӑна чарнӑ. Ҫавӑн чухне ҫав этем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх службин инспекторне тата патрульпе пост службин инспекторне бензинпа сапнӑ, унтан зажигалка ҫутнӑ. Пакунлисенчен пӗрин ӳчӗ 50 процент ытла пиҫсе кайнӑ. Усал шухӑшлӑ водитель вырӑнтан тапса сикнӗ. Халӗ ҫав ҫамрӑка тӑван тӑрӑхӗнче — Мари Элта — тытса чарнӑ. Вӑл тусӗ патӗнче пулнӑ. Судпа темиҫе хутчен те явап тытнӑскер айӑпне тунман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре шӑпарлан саккӑрмӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлнӑ. Инкек Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫӳллӗ хутран персе аннӑ ачана ҫийӗнчех больницӑна илсе кайнӑ. Хӗрача 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 5-мӗш ҫурт чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пӗчӗкскер кипкепе ҫуралнӑ тейӗн – вӑл вилмен. Анчах хытах аманнӑ. Халӗ ача реанимацире выртать. Инкек сӑлтавне пӗлместпӗр те, анчах ҫулла пӗчӗк ачасем уҫӑ чӳречерен тухса ӳкнӗ тӗслӗхсем пулкалани вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та аслисен питӗ тимлӗ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ryazan-news.net сайтри сӑн Паян Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкни паллӑ. Шел те, вилмеллех. Ку ирхи 7 сехет те 20 минутра пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм Таллеров урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн 15-мӗш хутӗнчен ӳкнӗ. Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче хӗрарӑм 10-мӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ridus.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службин специалисчӗсен темле лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене те пулӑшма тивет. Тепӗр чухне килти чӗрчунсене те ҫӑлавҫӑсем пулӑшни кирлӗ пулса тухать. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем ванна пӳлӗмӗнче кушак джакузи айне кӗрсе кайнине пӑлханса пӗлтернӗ. Мӗнтарӑн чӗрчунӗ каялла тухасшӑн иккен, анчах пултараймасть. Ҫӑлавҫӑсем кушака пулӑшма тухса кайнӑ. Джакузи айӗнчен туртса кӑларнӑ кушак хӑй ҫӑлӑннишӗн питех те савӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян 10 сехет те 50 минутра Элӗк-Ишек ҫул ҫинче, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗ ҫывӑхӗнче, тракторпа микроавтобус ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Форд Транзит» микроавтобус рейсра пулман, вӑл яла кайма тухнӑ. Микроавтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МТЗ 82 тракторпа ҫапӑннӑ. Ҫав самантра трактор сулахай еннелле пӑрӑннӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире микроавтобус водителӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() punkt-a.info сайтри сӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче тин кӑна Канаш районӗнче пӗвере арҫын путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян республикӑра каллех инкек пулнӑ. Ҫӗмӗрлере пӗвере 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки талӑкра икӗ ҫын шыва путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫак кунсенче ҫаннталӑк шӑрӑх тӑрать. Ӑшӑ кунсенче ватти-вӗтти тенӗ пек шыва кӗме юратать. Анчах, шел те, ҫак киленӗҫ хш чухне инкекпе вӗҫленет. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. Вӑл ялти пӗвене путса вилнӗ. Республикӑн Шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек вырӑннӗ ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Путса вилнӗ ҫынна шыраса тупма вӗсем эхолотпа усӑ курнӑ. Вилене полицейскисене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Александр Полтинин. chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Полтинин Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Ҫавӑн чухне ун патне 4 ҫын пынӑ. Вӗсенчен пӗри ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унӑн мӑнукӗ, 1977 ҫулта ҫуралнӑскер, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Ҫавӑншӑн хӗрарӑм хӑйсен ҫемйине лӑпкӑ пурӑнма ирӗк паман пӗр этем айӑплӑ тесе шухӑшлать. Вӑл вӗсене кӑмӑл-сипет тата психологи тӗшӗнчен пусмӑрласа тӑрать имӗш. Вӑйпитти хӗрарӑм шӑпах ҫавна чӑтайман-мӗн. Александр Полтинин ҫынна хӑйӗн ҫине алӑ хурасси патне илсе ҫитернӗшӗн хӑйӗн ӗҫченӗсене вӑрах тӑхтамасӑр пуҫиле ӗҫ пуҫарма хушнӑ. Пуҫиле ӗҫе епле тӗпченине вӑл хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |