Спорт
![]() Ача-пӑчапа ҫамрӑксен самбо тата дзюдо енӗпе Олимп резервӗн республикӑри ятарлӑ спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптакан яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ Грецири Салоники хулинче самбо енӗпе иртекен тӗнче первенствине хутшӑннӑ. Европа первенствинче мала тухнӑ Максим Иванов унта 68 килограма ҫитичченхи виҫерисен хушшинче ылтӑн медале ҫӗнсе илейнӗ. Тӗнче первенствинче хӗрсем хушшинче пӗлтӗр мала тухнӑ Эдера Лаврентьева кӑҫал Украина хӗрне выляса янӑ. Ҫапах та вӑл «кӗмӗле» тивӗҫнӗ. Дебютантсем те ӑмӑртуран пушӑ алӑпа таврӑнман. Унтан та ытларах — Наталия Степанова та, Владимир Алексеев та хӑйсен виҫе категорийӗсенче «кӗмӗл» медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |