Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пуҫласа професси стандарчӗ йышӑннӑ. Хальлӗхе вӑл виҫӗ професси ҫыннисене пырса тивет: шкул ҫулне ҫитменнисемпе тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан педагогсене, патент парассипе тӑрӑшакансене тата социаллӑ ӗҫченсене. Стандарта йышӑниччен вӗсене ҫак ӗҫре тӑрӑшакансемпе пӗрле сӳтсе явнӑ-мӗн. 2013–2018-мӗш ҫулсенче пӗтӗмпе 800 професси стандарчӗ йышӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Анчах кун пирки ҫирӗплетсе калама хальлӗхе иртерех-ха. Ҫапах та тивӗҫлӗ саккун проектне РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ. Саккуна йышӑнсан вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене е асӑннӑ органра ӗҫлекен ҫынна икӗ ҫулта пӗр хутран ытла тӗрӗслеме чарӗҫ. Тӗрӗслевре мӗн тупса палӑртни пирки вара тӗрӗслев органӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтермелле. Шутран ытла «шуйхатмалла» мар терӗмӗр те, анчах планпа пӑхман тӗрӗслевсен переченьне те ҫирӗплетмелле иккен-ха. Апла тӑк мӗнех улшӑнӗ текенсене ҫакна пӗлтермелле: хальхи вӑхӑтра муниципалитетӑн кашни пӗрлешӗвне вӑтамран тӑватӑ кунта пӗр хутчен тӗрӗслеҫҫӗ иккен. Темиҫе тытӑм харӑсах пырса кӗни те пулать-мӗн. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсене инспекторсем ҫырса паракан штраф виҫи те сехӗрлентерет. Хӑш чухне вӗсене муниципалитет пӗрлешӗвӗн ҫулталӑкри хыснинчен пысӑкрах виҫелӗх те штрафлаҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Сергей Мироновпа Николай Левичев Ҫак шӑматкунпа вырсарникун Мускавра «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин ҫиччӗмӗш сьезчӗ иртнӗ. Унта партин ертӳҫисене суйланӑ. Ҫапла вара партие каллех Сергей Миронов ертсе пырӗ. Сьездчен ҫак тивӗҫе пурнӑҫланӑ Николай Левичев вара депутатсен палатин канашӗн председателӗ пулӗ. Сьездра парти уставне те ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Ҫапла вара канашӑн президиумӗ (унчченхи пек бюро мар) партие ертсе пыракан тӗп орган пулӗ. Президиум членӗсене икӗ ҫул ҫурӑлӑха суйлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Анчах уявлама мар-ха. Ӗҫлӗ калаҫу валли. Паян Раҫҫейӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ куна тӑсӑлӗ. Ҫав вӑхӑтра пирӗн республикӑпа тӑватӑ комитет ларӑвӗнче паллаштарӗҫ, пленарлӑ ларура «Субъект сехечӗ» иртмелле. Унта Чӑваш Енӗн социаллӑ прунӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартма палӑртнӑ, пирӗн патра саккун кӑларас ӗҫре мӗне мала хуни пирки те ӑнлантарса парӗҫ. Пирӗн патран Федераци Канашӗн ларӑвне тухса кайнисем — вӗсен хушшинче Министрсен Кабинечӗн членӗсем, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем пур — асӑннӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ, хушма пӗлӳ парас, промышленноҫпа ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явмалла. Сенаторсемпе тӗл пулнӑ май Шупашкара 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫитнине халалласа туса ирттермелли ӗҫсене те сӳтсе явма палӑртнӑ. Сӑмах май, маларах субьектсен кунне икӗ кун хушши ирттернӗ пулсан, хальхинче виҫӗ куна тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ольга Голодец Ҫывӑх вӑхӑтра Раҫҫей Правительстви ҫумӗнче Вырӑс чӗлхине сарас енӗпе ӗҫлекен канаш туса хумалла. Тивӗҫлӗ йышӑнӑвӑн проекчӗ хатӗр те-мӗн. Канашӑн концепцийӗнче вара ҫапларах ҫырса хунӑ иккен: «Канаш канашламалли орган шутланать, унӑн тӗллевӗ — вырӑс чӗлхине патшалӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшасси тата аталантарасси». Асӑннӑ орган йышне кам-кам кӗрессине РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов сӗнмелле. Канаша ертсе пыма Ольга Голодец вице-премьера шанма пултараҫҫӗ теҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Историри паллӑ ҫынсене асӑнса палӑк лартнине лайӑх йӑла темелле-ха ӗнтӗ. Халӗ, ав, Мускавра Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче вилнисене асӑнса Мускавра палӑк лартма шут тытнӑ. Ҫӗршывӑн культура министрӗ Владимир Мединский монумент проекчӗпе паллаштарнӑ май ку ӗҫе ҫынсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Колонна 13–15 метр ҫӳллӗш пулмалла, палӑкӑн иккӗмӗш пайӗ вара — 12 метр. Кӳлепене бронзӑран ӑсталамалла. «Кӗмӗле» Раҫҫейӗн ҫарпа истори обществи пухать иккен. Укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен Мускав хулин правительстви, коммерци организацийӗсем, уйрӑм ҫынсем уйӑрма пуҫланӑ та. Хальлӗхе 7,5 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Палӑка Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ вӑхӑт — ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне туса пӗтересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.