Пӑтӑрмахсем
![]() Яндекс.Дзен сайтри сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫамрӑк арҫын, 1994 ҫулта ҫуралнӑскер, балконран тухса ӳкнӗ. Вӑл 4-мӗш хутран персе аннӑ. 21 сехет те 20 минутра Гоголь урамӗнче арҫын выртнине асӑрханӑ. Васкавлӑ медпулӑшу вырӑна ҫитнӗ. Ӑна Васкавлӑ медпулӑшу пульницин реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Паян Шупашкарта каллех арҫын урамра выртнӑ. Вӑл 15-мӗш хутран ӳкни паллӑ. Вӑл вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() nk-online.ru сайтри сӑн Паян, вырсарникун, Ҫӗнӗ Шупашкарта урамра арҫын выртнине асӑрханӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Арҫын хускалмасӑр выртнӑ. Семенов урамӗнче иртен-ҫӳрен ӑна асӑрханӑ. Ку ир-ирех пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Арҫыннӑн чӗри тапнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи Энӗш ҫулӗ ҫинче авари пулнӑ. Унта ачасем шар курнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Спектрӑпа» пынӑ 31 ҫулти водитель «Шкода Октавиӑпа» ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗ ӳсӗр пулни палӑрнӑ. «Шкодӑра» 3 ача пулнӑ. 3-ри комӑра, 9 ҫулти ача суранланнӑ. 7-ри шӑпӑрлан вӑйлах аманман. ҪҪХПИ чан ҫапать. Утӑ уйӑхӗнче кашни кунх ачасемпе ҫыхӑннӑ аварисем пулнӑ. Чылайӑшӗнче аслисем айӑплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын рак тытнӑран ята кӗнӗ. Асӑннӑ ҫын рак тытмалли хатӗрсене Сӑр юханшывӗнче 5 штук таран лартса тухнӑ. Шучӗпе вара кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен раксене тытма юрамасть. Апла пулин те арҫын пурӗ 191 рак тытнӑ. Ҫапла вара вӑл юханшыва 40 пин тенкӗ ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Полицейскисем рак тытмалли хатӗрсене туртса илнӗ, раксене шыва янӑ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа браконьера икӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑра каллех ҫын путнӑ. Хальхинче – Канаш районӗнче. 45 ҫулти арҫын шыва кайса вилнӗ. Вӑрманкасси ялӗнчи пӗвере инкек пулнӑ. 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын шыва кӗнӗ те каялла тухайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине кӑларсан полицие панӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Аса илтерер: Сӑрта путнӑ 26 ҫулти арҫын виллине халӗ те тупайман. Ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Вӑл Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра шывра путса вилекенсем нумай. Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче те инкек пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 35 ҫулти арҫын 35 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ушкӑнра унӑн тусӗсем пулнӑ. Хайхискер 14 сехетре шыва кӗме шутланӑ. Вӑл урӑ пулманни паллӑ. Ҫак арҫын пӗверен инҫех мар пурӑннӑ. Аса илтерер: Сӑрта 26-ри каччӑ путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗмерлере пурӑннӑ. Унӑн виллине халӗ те тупайман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ тунӑ сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ Сӑр юхашывӗнче путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет. 1995 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ Сӑр юханшывӗнче пляжра путса вилни пирки ирхи 8 сехетре пӗлтернӗ. Водолазсем унӑн виллине шыранӑ, анчах хальлӗхе тупайман. Ӗҫ малалла пырать. Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 24 ҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колонире пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмахлӑ эпизод пӗтӗмпе 4 тупса палӑртнӑ. 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫав этем хӑйне пӑхӑнакан тӑватӑ ҫынран ҫулталӑкшӑн панӑ премин пӗр пайне тавӑрса пама ыйтнӑ. Мӗн тӑвас тетӗн – пуҫлӑхпа тавлашаймӑн, хайхисем хавхалантару укҫин пӗр пайне пама килӗшнӗ. Колони пуҫлӑхӗн ҫумне тӑватӑ ҫынран 13 пин тенкӗ лекнӗ. Юсанмалли колонире ӗҫлекен ҫыннӑн юсанмаллине РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тата Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Йӗпреҫ районӗнчи ҫемье пушар хыҫҫӑн ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пӳрчӗ юрӑхсӑра тухнӑ, йӑлтах ҫунса кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Паян ҫӗрле Йӗпреҫ поселокӗнче пушар алхаснӑ. Ҫур ҫӗр иртни 15 минутра Киров урамӗнчи ҫуртра ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вут-ҫулӑм хуралтӑ таврашне те тӗп тунӑ. Ку кӑна мар, пушар кӳршисем патне те куҫнӑ, вӗсен ҫурчӗн тӑррине сиенлетнӗ. Паян ҫӗрле Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче агроферма ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча уйлӑхӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: директор 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пӗр ҫынран 14 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Куншӑн вӑл уйлӑха икӗ ачана пӗр сменӑна путевкӑсӑрах йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ май халӗ тата тепӗр пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан учреждени кассинчен виҫӗ хут та укҫа илнӗ. Унпа вӑл уйлӑх валли тӗрлӗ тавар (электричество оборудованийӗ, скатерть т.ыт.те) туянма шантарнӑ. Илессе илнӗ, анчах самай йӳнӗрехпе. Кассӑна суя чексем тӑратнӑ. Ҫапла майпа пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан уйлӑха 185 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.