Хулара
![]() Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа хамӑр тӑрӑхри дизайнерсем Мускав ҫыранӗ ҫинче тӗп хула гербӗллӗ кимӗ тата башня туса лартма сӗнеҫҫӗ. Специалистсен шухӑшӗпе, ҫак арт-объектсем историе аса илме, Шупашкар епле пулса кайнине пӗлме пулӑшӗҫ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, 17-мӗш ӗмӗрти гравюра ҫинче ҫыран ҫинчи сӑрт сӑнланнӑ. Ҫав вырӑнта каярахпа крепоҫ ҫӗкленнӗ. Ҫак саманта шута хурса дизайнерсем герблӑ «Кимӗ» лартма сӗнеҫҫӗ. Ун ҫумӗнчех хула пулса кайнӑ ҫула касса кӑларнӑ йывӑҫ башня лартмалла. Вӑл вара Шупашкар Атӑл ҫыранӗ ҫинче вырнаҫнине сӑнарлӗ. Пӗтӗм композицие дизайнерсем шурӑ акӑшсемпе илемлетме сӗнеҫҫӗ. Паллах, ҫакӑ хӑнасене те кӑсӑклантарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейӗн трл хулинче нумай хваттерлӗ ҫуртсенче газ тухса тӑнине пула ҫынсем шар курчӗҫ. Инкексем ҫине-ҫинех тенӗ пек пулса пычӗҫ. Шупашкарта ҫак кунсенче нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи газ оборудованине тӗрӗсленӗ. Вӗсем газовиксемпе килӗшӳ туман хваттерсенче пулнӑ. Рейда газовиксем Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин тӗп управленийӗн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалахӑн управляющи компанийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле тухнӑ. Усӑ курма вӑхӑчӗ тухнӑ оборудование специалистсем уйрӑмах тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Сӑмах май каласан, газ тӗрӗслевҫисене киле кӗртмесен е вӗсемпе иклӗшӳ тумасан штраф пама та пултараҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсене малтанласа 1-2 пин тенкӗлӗх штарфлама юрать. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн та явап тыттарма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сар.ru сӑнӗ Шупашкар хулинчи урамсенче ятарласа палӑртман-уйӑрман вырӑнсенче сутӑ тунӑшӑн пӗлтӗр ҫынсене пӗтӗмпе 990 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарласа палӑртман вырӑнсенчех тӗрлӗ тавар, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, сӗт юр-варӗ сутакан вырӑнсене Шупашкар хулин тата Мускав, Ленин, Калинин районӗсен администрацийӗсен, Чӑваш Ен патшалӑх ветеринари службин, полици ӗҫченӗсенчен тата халӑх дружинникӗсенчен йӗркеленӗ комисси тӗрӗсленӗ. Рейдсем вӑхӑтӗнче тӗрӗслевҫӗсем административлӑ йӗркене пӑснӑ ҫынсем тӗлӗшпе пурӗ 815 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшне Ленин районӗнче ҫырма тивнӗ: пурӗ 522 протокол ҫырнӑ, Мускав районӗнче — 174, Калинин районӗнче — 119. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм федераци каналӗсенчен пӗринче экстрасенс пулӑшӑвӗ пирки пӗлтерӳ курнӑ. Хайхискер мӑнукӗсене питӗ качча парас килнӗ, ҫавӑнпа унпа ҫыхӑннӑ. Анчах 85 ҫулти хӗрарӑм суя экстрасенспа ҫыхӑнса 143 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Экстрасенс хайхи хӗрарӑма пулӑшма шантарнӑ: вӑл кирек мӗнле ыйтӑва та татса параять иккен. Анчах малтан укҫа тӳлемелле, кайран – пулӑшу. Кинемей чӑнах та ӗненнӗ, ултавҫӑн счечӗ ҫине 143 пин тенкӗ куҫарнӑ. Шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнлансан ватӑскер полицие кайса йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян 10 сехет те 40 минутра Шупашкарти темиҫе шкулта бомба хуни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитсе ачасене эвакуациленӗ, бомба пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Ачасене шкултан кӑларса ҫывӑхри ача-пӑча пахчисене вырнаҫтарнӑ. «Про Город» хаҫат сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем 1-мӗш гимназие, 1, 2, 38, 40, 55, 56, 61-мӗш шкулсене ҫавӑрса илнӗ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем те ҫитнӗ. Сӑмах май, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти шкулсенче бомба хуни пирки суя шӑнкӑрав пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан Авва Ильинична Ерженинӑна (Анисимова) тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. 80 ҫулти кинемей килтен кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Кинемей 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, шуралнӑ ҫӳҫӗ кӗске. Килтен кайнӑ чухне Авва Ильинична хура куртка, хура сӑран атӑ, калпак тӑхӑннӑ пулнӑ, хӗрарӑм сумки йӑтнӑ. Ҫак хӗрарӑма курнӑ пулсан «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав хастарӗсем шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: Светлана Сорокина инфорг - 89053435010. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара автономлӑ майпа ҫӳрекен пӗрремӗш троллейбуса илсе килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, ҫӗнӗ йышшискере республикӑн тп хулине кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче трейлерпа илсе ҫитернӗччӗ. Автономлӑ майпа ҫӳрекен троллейбуссем Шупашкарта пулӗ пиллӗкӗн пулӗҫ. Вӗсене «Садовӑй» микрорайона ҫӳремелле. 10-мӗш маршрут чарӑнӑвӗсем ҫапларах пулӗҫ: «Чукун ҫул» – «Николаев урамӗ» – Колхоз пасарӗ» — «Ю. Фучик урамӗ» — «Б. Хмельницкий урамӗ», кайран троллейбус автономилле майпа «9-мӗш шкул» — «Кошкино» — «Айхи проспекчӗ» — «Дементьев урамӗ» чарӑнуене ҫитсе каялла ҫаврӑнса килӗ. Троллейбуса 100 ҫын вырнаҫайӗ, ҫав шутран 29 вырӑнӗ — тӑрса пыракан пассажирсем валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан арҫын икӗ кӗленче хӗрлӗ эрех вӑрланӑшӑн колоние лекнӗ. Йӗплӗ пралук леш енче вӑл 1 ҫул та 7 уйӑх ирттерӗ. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хайхи арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ «Пятерочка» лавккана кӗнӗ те сентре ҫинчен икӗ кӗленче хӗрлӗ эрех йӑтса касса умӗнчен тухса кайнӑ. Сутуҫӑсем таваршӑн тӳлемелли пирки асӑрхаттарсан вӑл хӑнк та туман. Тӑкак 237 тенкӗпе танлашнӑ Каярахпа арҫын эрех тӑкакне саплаштарнӑ, хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд вӑл унччен те административлӑ майпа явап тытнине тата ӑна тепӗр преступленишӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланине шута илнӗ. Хальхинче арҫынна колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн экс-директорне суд тунӑ. Ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак директор техникумра вӗренмен выпускниксен даннӑйӗсене кӗртсе документ алӑ пуснӑ. Суя документра палӑртнӑ тӑрӑх, техникумран слесарь квалификацине илнӗ 22 ҫын вӗренсе тухнӑ-мӗн. Анчах вӗсем ҫак вӗренӳ заведенийӗнче пӗр кун та ӑс пухман. Следстви пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, директор преступлени тунине ҫирӗплетнӗ. Ҫак ӗҫпе 50 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Нумаях пулмасть судья приговор вуланӑ: техникумӑн экс-директорӗ унччен судпа айӑпланманнине шута илсе ӑна 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сар.ru сӑнӗ Шупашкарти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӗҫсӗр ҫынсене «Промтрактор-Промлит» савутри пушӑ вакансисене сӗнет. Паянхи кун тӗлне центр специалисчӗсем ӗҫ шыракан 1150 ҫынна ҫак предприятире вӑй хума май пуррине пӗлтернӗ. Паллах, вӗсем унта ӗҫлеме пултарнине шута илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫлев министерстви хыпарлать. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр специалисчӗсем хула ҫыннисене тулли мар яваплӑ «Промтрактор-Промлит» пӗрлӗхӗн кадрсемпе ӗҫлекен служби панӑ хыпар-хӑнарпа паллаштарать, консультацие йыхравлать. Паянхи кун тӗлне вӗсем тӗп хулара пурӑнакан 254 ҫынна предприятие калаҫу тухма янӑ. Хальхи вӑхӑтра савутра огнеупорщиксем, обрубщиксем, машинӑпа форма тӑвакан стерженщиксем, машинӑпа форма тӑвакан формовщиксем, земледелсем, форма пухакансем тата термистсем ытларах кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |