Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех икӗ ача амӑшӗн (шел те, шӑпӑрлансем сарӑмсӑр вилнӗ) суд умӗнче явап тытма тивӗ. Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Унта 4-ри хӗрача тата 1 ҫул та 7 уйӑхри арҫын ача сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра килте пӗчченех пулнӑ. 38 ҫулти амӑшӗ вара алӑка тултан питӗрсе пӗлӗшӗсемпе саунӑна кайнӑ. Вӗсем унта 2,5 сехет ларнӑ, эрех ӗҫнӗ. Ачасем ҫав вӑхӑтра килте зажигалкӑпа вылянӑ, ҫавӑнпа пушар тухнӑ. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкар хула сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Чӑвашлӑха аталантаракан ҫынсем кӗтмен ҫӗртен, ӑнсӑртран палӑраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри @red_a_red», — тесе пӗлтернӗ Инстаграмра Сантӑр Элтиярӗ. Вӑл унта хыпарланӑ тӑрӑх, Кокель хушаматлӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗ тӑрӑшнипе Шупашкар хулинче «Хулари ӳнер» проект пурнӑҫа кӗрсе пырать. Республикӑн тӗп хулинчи «Каскад» канупа суту-илӳ центрӗ ҫумӗнчи лапам — Ксения Кокелӗн тата унӑн ушкӑнӗн Шупашкарти пӗрремӗш пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫӗ иккен. Ксения малашне те тӗп хуламӑр урамӗсене чӑвашла граффитипе илемлетесшӗн-мӗн. Хальлӗхе хастарсем Петр Сизов ӳкернӗ «Нарспие» пысӑк хӳме ҫине куҫарнӑ. Сантӑр Элтиярӗ Ксения Кокеле тата унӑн ушкӑнне ӑнӑҫу суннӑ. Эпир те ун пек маттурсене пултарулӑхра ҫавна пӗтӗм чунтан сунатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Ҫӗнӗ хула» микрорайона Республика кунӗнче 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ярӗҫ. Кун пирки маларах хыпарланӑччӗ. Ҫавна май микрорайонта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсем тата пулӗҫ. Вӗсем валли вара ятсем кирлӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ чарӑнусене ятсем парасси пирки комиссие ходатайство янӑ. Иван Прокопьев урамӗнче вырнаҫнӑ чарӑнусене ҫакнашкал ятсем парӗҫ: «Иван Прокопьев урамӗ», «65-мӗш шкул», «Бульвар», «Скейт-парк». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫейре «Неделя сбора батареек Duracell» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗршыври хуласем тӑрӑх «Duracell Россия» тесе ҫырнӑ ятарлӑ контейнерсем ҫӳренӗ, кашнинчех пӗр эрнелӗхе чарӑнса тӑнӑ. Шупашкарта кунашкал контейнера экологи управленийӗн ҫурчӗпе юнашар (Мир проспекчӗ) вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 3-9-мӗшӗсенче тӑнӑ. Ҫынсем усӑ курнӑ батарейкӑсене хутаҫпа та, пӗршерӗн те йӑтса пынӑ. Пӗр эрне хушшинче самаях пухӑннӑ – 2,2 тонна. Халӗ тулли контейнера хуларан илсе кайнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн Шупашкарти «Хулари таксомоторлӑ парка» штрафланӑ. Перевозчикӑн административлӑ штраф тӳлеме тивӗ. Сахалах мар – 50 пин тенкӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: перевозчик 35-мӗш маршруткӑпа ытлашши нумай ҫын илсе ҫӳренӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, салона ҫынсем нумаййӑн чышӑннӑ. Ҫакӑншӑн перевозчик тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья куншӑн штраф тӳлеттермелле тесе постановлени кӑларнӑ. Хальлӗхе суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗнче, Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерте, пушар тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра унта экзамен пынӑ. Аудиторире пралук ҫунма тытӑннӑ-мӗн. Студентсенчен пӗри хӑйӗн телефонне заряд илме лартнӑ. Кун хыҫҫӑн пралук ҫунма тытӑннӑ. Телефон выртнӑ партӑна та ҫулӑм ярса илнӗ. Ҫӗнӗ корпусри ҫынсене пурне те эвакуациленӗ. Вырӑна 6 пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу ҫитсе ларнӑ. Юрать, никам та шар курман. Экзаменсене вара тепӗр куна куҫарнӑ. «Пирӗн экзамен пыратчӗ, пушар тревоги янӑрарӗ. Билет туртса кӑларма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ. Университечӗпех тӗтӗм шӑрши тӑчӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ пӗр студентка «Про Город» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ композиторсемпе поэтсен хушшинче автор конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна Шупашкар 550 ҫул тултарнине халаллӗҫ. Юрӑсене кирек мӗнле жанрпа та ҫырма юрать. Конкурса хӑть мӗнле автор, ушкӑн хутшӑнма пултарать. Анчах композицин вырӑсла пулмалла, 4 минутран ытларах тӑсӑлмалла мар. Текстра Шупашкара юратни курӑнмалла. Заявкӑсене ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унтан жюри чи лайӑх гимна суйласа илӗ. Килӗшнӗ юрӑшӑн «Уҫӑ хула» порталта ҫурла уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче сасӑлама май пулӗ. Ҫӗнтерӳҫе ҫурлан 12-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ гонорар парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче иртекен планеркӑсенче кашнинчех пляжсенчи лару-тӑру пирки калаҫасҫӗ. Тӳре-шара ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтать. Кун пирки асӑрхаттарма сӑлтавӗ те пур. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп пляжра кӗске вӑхӑтра чутах тӑватӑ ача путса вилмен. Ҫак кун 13 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен ҫӑлавҫӑсем 9-ти, 10-ри, 11-ти тата 16 ҫулти ачасене путасран ҫӑлнӑ. Вӗсем шӑпӑрлансене ҫыран хӗррине кӑларсан васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӑсене панӑ. Ачасене медицина пулӑшӑвӗ парсан киле янӑ. Аса илтерер: кунашкалли иртнӗ эрнере те пулнӑ. Ун чухне 12-ри тата 13 ҫулти хӗрачасем чутах путса вилмен. Вӗсем те пляжра аслисемсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта полицейскисем ҫухалнӑ икӗ ачана шыранӑ. Юрать, ку пӑтӑрмах лайӑххипе вӗҫленнӗ – вӗсене тупнӑ, чӗрӗ-сывах. Кӑнтӑрла ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче хӗрача ҫухалнӑ. Вӑл килтен телефонне илмесӗрех тухса кайнӑ. Хӗрачана опекун воспитани парать. Вӑл полицейскисен куҫӗ тӗлне унччен те леккеленӗ-ха. Хӗрачана ӗнере общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче тупнӑ. Ҫак кунах кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче 8 ҫулти арҫын ачана шыранӑ. 16 сехетре Матэ Залка урамӗнче ача ҫухални пирки халӑх тетелӗсенче хыпар сарӑлнӑ. Ӑна та ӗнерех тупнӑ. Вӑл тусӗ патӗнче хӑнара ларнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Сӗт-ҫу бази» общество чарӑнӑвӗн ятне «Волга Айс» организаци улӑштарма сӗнни пирки хыпарланӑччӗ. Вӑл ӑна «Волга Айс» ят пама сӗннӗ. Ку ыйтупа «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ. Хулари ҫак чарӑну ятне улӑштарӗ-и? Пӗлес килет пулсан сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарар. Ыйтӑма 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ, 65,55 проценчӗ, ҫак чарӑну ятне ӗлӗкхиллех хӑвармалла тесе сасӑланӑ. 27,28 проценчӗ вара чарӑнӑва «Волга Айс» ят панине хирӗҫ мар. Ыйтӑма хутшӑннисен 7,16 проценчӗ ҫакна специалистсен уҫӑмлатмалла тесе палӑртнӑ. Пӗтӗмлетӗве ятарлӑ комиссие пӑхса тухма панӑ. Вӑл та чарӑну ятне улӑштарассине ырламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |