Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.1 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Спорт

Спорт
https://max.ru/c/-70916724643129/AZ1CrV6kDss сӑнӳкерчӗкӗ
https://max.ru/c/-70916724643129/AZ1CrV6kDss сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри фристайлистсем Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» пабликра хыпарланӑ.

Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, фристайл енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑрту пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 2-мӗшӗччен иртӗ. Ӑна Пермь крайӗнчи Чусовой хулинче йӗркеленӗ.

Спортсменсем «ски-кросс» дисциплинӑра икӗ ӳсӗм ушкӑнӗнче (16-20 ҫулсенчисем тата 13-15 ҫулсенчисем) тупӑшӗҫ.

Ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртӑва пирӗн республикӑран пилӗк спорстмен тухса кайнӑ. Вӗсем ҫаксем: Иван Алексеев, Степан Анисимов, Семен Макаричев, Егор Алексеев тата Всеволод Ларин.

Чӑваш Енри спортсменсене ӑмӑртура ҫитӗнӳсем тума, тӗрлӗ медаль ҫӗнсе илсе тӑван тӑрӑха чунтан хавхаланса таврӑнма ырӑ сунатпӑр.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Пуш уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Краснодар крайӗнчи Архипо-Осиповка хулинче маунтинбайк енӗпе «кӗске ҫаврӑм» дисциплинӑра Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем те, Олимп резервӗсен В. Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортсменсем, хутшӑннӑ. Пухмача вӗсем виҫӗ медальпе пуянлатнӑ.

Алина Карлова хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче тупӑшса Раҫҫей Кубокӗн пӑхӑр медальне ҫӗнсе илнӗ. Полина Иванова 15-16 ҫулсенчисен ушкӑнӗнче вӑй виҫнӗ, Иван Семенов 13-14 ҫулсенчисемпе тупӑшнӑ. Иккӗшӗ те кӗмӗл медаль хуҫисем пулса тӑнӑ.

 

Спорт
Ҫӑлкуҫ: cap.ru
Ҫӑлкуҫ: cap.ru

2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Энтриелти культура ҫуртӗнче сӗтелҫи теннисӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Турнирӑн тӗп тӗллевӗ вӑй-хал культурине тата халӑх хушшинче активлӑ пурнӑҫ йӗркине сарасси пулнӑ.

Ӑмӑртӑва Энтриелти территори пайӗнче пурӑнакан тӑхӑр спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем ку тӑрӑхӑн чи лайӑх теннисист ячӗшӗн кӗрешнӗ. Хутшӑнакансен йышӗ пысӑк пулман пулин те, вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ. Спортсменсем ракеткӑпа ӑста усӑ курнине кӑтартнӑ, кашниех ҫӗнтерме тӑрӑшнӑ.

Судьясем пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн чи вӑйлӑ виҫӗ вылякана палӑртнӑ. Сӗтелҫи теннисӗнче Антон Шумерина ҫитекенни пулман — вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ тата чемпион титулне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Александр Семёнов тухнӑ, виҫҫӗмӗшне вара Кирилл Гаврилов йышӑннӑ.

Турнир ҫӗнтерӳҫисемпе призёрӗсене медальсемпе тата хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Италире иртнӗ Паралимп вӑййисенче Раҫҫейӗн пӗрештернӗ команди медальсен зачетӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан пирӗн 6 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем 12 медаль ҫӗнсе илнӗ: 8 ылтӑн, 1 кӗмӗл тата 3 пӑхӑр медаль. Палӑртса хӑвармалла: Паралимп вӑййисен историйӗнче ҫавӑн пек сахал атлетпа ҫавӑн чухлӗ медаль ҫӗнсе илни пулман.

Анастасия Багиян йӗлтӗрпе чупса 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, Иван Голубков вара — 2 ылтӑн медаль. Ту йӗлтӗрӗпе янӑракан Варвара Ворончихина тӳрех 4 медаль илнӗ: 2 ылтӑн, пӗр кӗмел тата пӗр пӑхӑр. Алексей Бугаев пухмача пӗр ылтӑнпа тата икӗ пӑхӑрпа пуянлатнӑ.

 

Спорт
Ҫӑлкуҫ: chuvashia-chess.ru
Ҫӑлкуҫ: chuvashia-chess.ru

Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра «Сӑр тӑрӑхӗ — шахмат тӑрӑхӗ» фестиваль иртрӗ. Кӑҫал ку ӑмӑрту ҫирӗммӗш хут йӗркеленнипе уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Шахмат ӑстисем Совет Союзӗн Паттӑрӗсен И.В. Индряковпа А.Р. Логиновӑн кубокӗшӗн кӗрешрӗҫ.

Юбилейлӑ хут иртекен спорт мероприятине республикӑри 17 хулапа округран пурӗ 118 ҫын пухӑнчӗ. Хутшӑнакансен ӳсӗмӗ те тӗрлӗрен: чи пӗчӗк выляканӗ халь тин 7 ҫул тултарнӑ пулсан (2019 ҫулта ҫуралнӑ), чи аслӑ хутшӑнаканӗ — 96 ҫулхи ватӑ (1930 ҫулта ҫуралнӑ).

Тӗрлӗ ӳсӗмри абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗсене — пуҫламӑш класс ачисенчен пуҫласа ӗҫ ветеранӗсем таран — кубоксемпе, медальсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Ку ӑмӑртура уйрӑм ҫемьесем те, сывлӑхӗпе хавшакрах ачасем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарчӗҫ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӗрешӳ Пӗтӗм Раҫҫейри XVIII ҫамрӑксен ҫар искусствин вӑййисен программине кӗнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

«Ку паллӑ пулӑм: кӗрешӳ кун пек пысӑк ӑмӑртусенче пӗрремӗш хут пулӗ», — тесе ҫырнӑ Элтепер. Ӑмӑртура республика чысне кам хӳтӗлесси ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ун чухне республика III чемпионачӗпе тата первенствипе килӗшӳллӗн суйлав тупӑшӑвӗсем иртӗҫ.

Пӗтӗм Раҫҫейри XVIII ҫамрӑксен ҫар искусствин вӑййисем авӑн уйӑхӗн 7-23-мӗшӗсенче Анапӑра тата кӳршӗ Витязево поселокӗнче иртӗҫ. Ӑмӑрту 4 категорипе пулӗ: 10-11 ҫулсенчисем, 12-13 ҫулсенчисем, 14-15 ҫулсенчисем, 16-21 ҫулсенчисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/10795
 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри велочупуҫӑ Евгений Евграфов нейтраллӑ статус илнӗ. Ку ӑна тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнма май парать.

Нейтраллӑ статуса вӑл Пӗтӗм тӗнчери велочупуҫӑсен пӗрлӗхӗнчен илнӗ. Ҫапла вӑл халӗ UCI календаре кӗртнӗ тупӑшусене хутшӑнма пултарать.

Палӑртса хӑварар: Евгений Евграфов 27 ҫулта, вӑл – Раҫҫей спорт мастерӗ тата Раҫҫейӗн велоспорт (маунтинбайк) енӗпе пӗрлештернӗ командин пайташӗ. Евгений Шупашкарти Олимп резервӗсен В.Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minsport_21
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри спортсменка, пӑр ҫинче эрешлесе ярӑнакан Камилла Нелюбова Раҫҫей Гран-при финалӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Камилла Шупашкарти Олимп резервӗсен 4-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл ӑмӑртура тӳресене кӑткӑс программӑпа тӗлӗнтернӗ: тӳрех икӗ хутчен виҫҫӗллӗ аксель тунӑ. Ку пӑр ҫинче пӗччен ярӑнакан хӗрарӑмсемшӗн йывӑр хусканусенчен пӗри шутланать.

Ҫапла пирӗн ентеш 210,67 балл пухса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Экспертсем акӑ мӗн палӑртаҫҫӗ: «Олимп таблици» ҫине куҫарас пулсан ку 8-мӗш вырӑнпа тан.

Камиллӑна пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ятпа ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_269551
 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкар округӗнче сунар биатлонӗ енӗпе турнир пулнӑ. Кӑҫалхипе ӑна 12-мӗш хут йӗркеленӗ.

Ӑмӑртӑва Чӑваш Республикинчи тата Мари Элти 10 команда вӑй виҫнӗ. Турнира хутшӑнакансем сунар йӗлтерӗпе патаксемпе усӑ курмасӑр 1,5 ҫухрӑм чупнӑ. Дистанци варринче вӗсем сунар пӑшалӗнчен 30 метр аякран мишене пенӗ.

Ӑмӑртура Канаш округӗнчи «Чакас-чикмас» командӑна ҫитекенни пулман. Иккӗмӗш вырӑна Мари Республикинчи «Акпатыр» команда йышӑннӑ. Финиша виҫҫӗмӗш ҫитекеннисем пирӗн ентешсем пулнӑ: ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан тата ООПТ дирекцийӗн команди пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_17709
 

Спорт

Раҫҫейри ски-альпинист тата тепӗр медаль ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах Никита Филиппов ски-альпинизм енӗпе Европа чемпионатӗнче финала тухнӑ ҫеҫ мар, ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Спринт финалӗнче Раҫҫей спортсменӗ 2 минут та 58,6 ҫеккунтра финиша ҫитнӗ. Иккӗмӗш вырӑна тухнӑ Швейцари спортсменӗ Тома Бюссар тепӗр 1,2 ҫеккунтран ҫитнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Испани спортсменӗ Феррер Мартинес – тата тепӗр 1,6 ҫеккунтран.

Турнир Азербайджанри ту ҫинче йӗлтӗрпе ярӑнмалли Шахдаг курортра иртет.

23 ҫулти Никита Филиппов Камчаткӑран. Италире кӑҫал иртнӗ Олимпиадӑна нейтраллӑ пулса хутшӑннӑ пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсенчен вӑл ҫеҫ медальпе таврӑнчӗ. Никита кӗмӗл медале тивӗҫрӗ. Ӑна ҫавӑншӑн тӑван тӑрӑхӗнче хваттер пама йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...120
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 05

1921
105
Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын