Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫурт-йӗр

Ҫурт-йӗр
«ПРО Город» хаҫат МАХри хӑйӗн каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«ПРО Город» хаҫат МАХри хӑйӗн каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Пионерсен ҫурчӗ ишӗлсе ларни пирки хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ ҫине-ҫинех пӗлтеркелерӗ-ха. Халӗ вара ку объекта юсама пуҫлас шанчӑк пур тесе калама май пур.

«ПРО Город» хаҫат МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пионерсен ҫурчӗ пулнӑ ҫурта хаклас тата унта мӗн-мӗн туса ирттермеллине палӑртас ӗсе пуҫӑннӑ-мӗн.

2025 ҫулта суд ҫав ҫуртӑн хуҫине объекта реставраци проектне туса хатӗрлеме хушнӑ.

Революциччен ҫуртра Прокопий Ефремов купсан ҫӑкӑр пекарни тата склачӗ вырнаҫнӑ. Ҫурта хӑйне 1890 ҫулта хӑпартса лартнӑ.

Халӗ вара авалхи ҫуртӑн ҫӗнӗ хуҫисем ҫине тӑрсах ӑна юсаса ҫӗнетес, унчченхи сӑн кӗртес шанчӑк пур. Анчах документсене хатӗрлесе, ытти ӗҫ-пуҫа туса ирттерсе мӗн чухлӗ вӑхӑт иртесси хальлӗхе паллӑ мар-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaAeNwTPEPI
 

Ҫурт-йӗр
Яндекс.картӑрн илнӗ сӑнӳкерчӗк
Яндекс.картӑрн илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри туберкулеза сиплекен дсипансерӑн ҫивиттине Мускав облаҫӗнче регистрациленнӗ организаци юсамалла пулнӑ. Вӑл кивӗ ҫивиттие сӳтсе хунӑ, ун вырӑнне пленка сарса хунӑ, вӑл ҫилпе вӗҫсе каясран ун ҫине кирпӗч тата кӗреҫе хурса тухнӑ. Анчах кун пек технологи ҫумӑртан сыхласа хӑварайман, шыв пӗрех кайнӑ.

Ҫивиттие юсама «СП «Гранит» общество килӗшнӗ. Унӑн диспансерӑн столовӑйӗн ҫивиттине ҫӗнетмелле, ӗҫе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах вӑл вӑхӑта илсен палӑртнин 10 процентне ҫеҫ пурнӑҫланӑ. Унсӑр пуҫне диспансер пурлӑхне утӑ уйӑхӗн 6, 7, 14-мӗшӗсенче ҫунӑ вӑйлӑ ҫумӑр сиен кӳнӗ.

Яваплӑ органсем объекта ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тепре тӗрӗсленӗ те унта никам та нимӗн те ӗҫлеменнине хӑйсен куҫӗпе курса ӗненнӗ. Ҫавна май подрядчикпа контракта пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.

 

Ҫурт-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

20 градус ӑшӑра хваттере ӑшӑ парӗҫ-и тесе тӗлӗнме ан васкӑр-ха. Ваттисем хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ.

Чӑваш Енре коммуналлӑ инфраструктурӑна хӗле хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Кун пирки республикӑн Правительствинче тунтикунсерен иртекен ӗнер ирхи планёркӑра сӳтсе явнӑ.

Япӑхнӑ 22 ӑшӑ сечӗсене кӑҫал 22 километр тӑршшӗ ҫӗнетме палӑртнӑ. Шыв пӑрӑхне те улӑштарасшӑн. Пурӗ 8,3 километр. Япӑхса кайнӑ кӑмакасене те ҫӗнетмелле. Пурӗ 77 кӑмакана ҫӗннипе ылмштарма е юсаса ҫӗнетме палӑртса хунӑ. Паянхи куна илсен коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсенчен 34 процентне юсаса хатӗрленӗ.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене те хӗле хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсенчи ӑшӑ тытӑмне тӗрӗслесе йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫурт-йӗр фондӗнчен ҫуррине хӗле хатӗрлесе ҫитернӗ.

 

Ҫурт-йӗр
Чӑваш Енӗн Стройминӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Стройминӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хысна сферинче ӗҫлекен 10 ҫын хваттерлӗ пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫнисен хушшинче — 4 педагог, 5 врач тата полицире ӗҫлекен ҫын.

Вӗсене хваттерлӗ пулма Чӑваш Енре 2025 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе пурнӑҫланса пыракан ятарлӑ программа пулӑшнӑ. Вӑл специалистсене служба хваттерӗпе тивӗҫтерме май май парать.

Хӗрлӗ Чутайӗнче 10 специалист валли хваттер туянма хыснаран 35.3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнисенчен пӗри — Анастасия Волкова. Вӑл мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе пурӑнать. Хӗрлӗ Чутайне куҫса кайиччен тӑватӑ ҫул Шупашкарта ӗҫленӗ.

Программа пурнӑҫа кӗме пуҫланӑранпа республикӑри 13 специалиста ӗҫри хваттерпе тивӗҫтернӗ. Ун валли республика тата вырӑнти хыснаран 41,7 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.

 

Ҫурт-йӗр
Стансилав Трфоимовӑн МАХри каналӗнчен илнӗ скриншот
Стансилав Трфоимовӑн МАХри каналӗнчен илнӗ скриншот

Шупашкара ракета вӗҫсе килсен ВНИИР завод ҫеҫ мар, ҫурт-йӗр тата тӗрлӗ инфраструктура сиенленнӗ. Аса илтерер:

Шар курнӑ пурлӑх пирки пӗлтерме хулара хӗрӳ лини ӗҫлеме тытӑнни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унӑн номерӗ 23-50-76.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ пурлӑха хак паракан комисси кӗҫех ӗҫе пуҫӑнӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Ҫынсене ишӗлекен ҫуртра усранӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Полтинин Сӗнтӗрвӑрринчи ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсене урӑх ҫӗре вӑрах вӑхӑт куҫарманран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ хулара ун пек икӗ ҫурт иккен.

Хулари К. Иванов тата Бондарев урамӗнчи ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансем эпир маларах асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Бондарев урамӗнчине 2018 ҫултах ишӗлекеннисен шутне кӗртнӗ, К. Иванов урамӗнчине — 2020 ҫулта. Анчах унта пурӑнакансене ҫавӑнтан куҫарма васкаман.

Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Ҫурт-йӗр
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта 400 миллион тенкӗпе пӳрт сутаҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра ун пеккисене коттедж теме юратаҫҫӗ-ха. Акӑлчан чӗлхинчен кӗнӗ ҫав сӑмах пӗр ҫемье пурӑнмалли пӳрте пӗлтерет. Анчах пирӗн ҫӗршывра ку сӑмахпа усӑ курса калани пӳрт чаплине, сумлине пӗлтерет.

400 миллион тенкӗпе сутма палӑртнӑ ҫурт, чӑн та, чаплӑ темелле пуль. Тепӗр тесен, кама епле пӳртре пурӑнма хӑтлӑ ӗнтӗ: тепӗр ҫынна пӗр хутли те килӗшет. Юрӗ, Шупашкарти патнех таврӑнар-ха. Ку ҫурт 4 хутлӑ иккен. Вӑл 1200 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать, унӑн ҫӗр лаптӑкӗ — 40 сотка.

Хаклӑ ҫурт «Волжский-2» микрорайонти Пукрав урамӗнче вырнаҫнӑ. Пӳрте 2010 ҫулта кирпӗчрен туса лартнӑ. Шалта мунча е сауна, бассейн пур иккен. Гараж та пур.

Ку ҫуртӑн пӗр тӑваткал метрӗ вӑтамран 333 пин тенке кайса ларать.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем паян ир енне ҫутӑсӑр тата шывсӑр тӑрса юлнӑ. Шыв, ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, асӑннӑ поселокӑн Совет урамӗн вӗҫӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенче ҫук.

«Пирӗн ҫуртра ялан ҫапла», — тесе ҫынсем ҫуртсене чатӗсенче кӑмӑрланма пуҫланӑ ҫеҫ, вырӑнти яваплӑ тӳре-шара пысӑк вольтлӑ лини ҫинче инкек пулнине пӗлтернӗ.

Инкек Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр, Алькеш тата Кӑнтӑр микрорайонӗсене пырса тивнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра светофорсем те ӗҫлемеҫҫӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗр ишӗлсе пырать. Вырӑнта пурӑнакаенсем ҫав пулӑм хӑйсен ҫурчӗсем патне ҫитесрен хӑраҫҫӗ.

Ҫӗр унти Ольдеево ялӗнчи Зелинский урамӗнче ишӗлсе пырать иккен. Ҫырма хӗрринчи тӑпра ишӗлсе пырать. Ҫул леш енче вара ҫынсен уйрӑм ҫурчӗсем вырнаҫнӑ.

Ҫӗр ишӗлекен вырӑна специалистсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫутҫанталӑкӑн ҫак пулӑмне сӑнама ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Вырӑнти администрацире ҫӗр ишӗлнине хирӗҫ ятарлӑ мера йышӑнма палӑртаҫҫӗ, ун валли вӗсем план туса хатӗрлесшӗн. Ҫӗр ишӗлнине хирӗҫ туса ирттерекен ӗҫсене кансӗрлесрен ҫынсене унта машинӑсем лартма чарнӑ.

Сӑмах май каласан, кӑҫал ҫуркунне ҫынсем Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫеҫ мар, Шупашкарта та, Шупашкар районӗнче те ҫӗр ишӗлсе пынине асӑрханӑ.

 

Ҫурт-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Алькешра чикансем хӑйсем тӗллӗн ҫурт-йӗр хӑпартса лартнӑран ҫавсене хула ертӳҫисем сӳтме йышӑннӑ. Кун пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: асӑннӑ микрорайонта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин, Шалти ӗҫсен министерствин, Росгвардин, военкоматӑн ӗҫченӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ.

Алькешри ҫӑв вырӑнта ҫынсем хӑйсем тӗллӗн хӑпартса лартнӑ 23 хуралтӑна сӳтнӗ. Асӑннӑ ҫурт-йӗр хула строительствин нормисемпе килӗшсе тӑмасть иккен, ҫавӑнпа муниципалитетӑн ҫӗрне саккуна пӑсса хӑпартса лартнӑ объектсенчен тасатма йышӑннӑ.

Анчах хула ертӳҫисем ҫынсене хӗрхеннӗ, вӗсене 70 миллион тенкӗ субсиди уйӑрса панӑ, хӑшӗсене вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑна куҫса кайма сӗннӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...42
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 24

1978
48
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем