Культура
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхн 27-мӗшӗнче Питӗр хулинче Раҫсей наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче «Были мы, и есть, и будем!» (чӑв. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!) курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул тата чӑвашсен Ленинградри ентешлӗхне пуҫарнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курава Чӑваш Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗпе (ертӳҫи — Валериан Гаврилов) пӗр шухӑшлӑн йӗркеленӗ. Курав авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Курава уҫма Чӑваш Енри тӳре-шара та: культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн директорӗ Светлана Старикова — кайнӑ. Унсӑр пуҫне чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Зорин ҫула тухнӑ. Питӗрти чӑваш культурин обществин ертӳҫи Владимир Живов та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи полпредствинче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе, культурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан кӗнекесен, чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен илемлӗ литературин хӑтлавӗ иртӗ. Мероприяти авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Кӗнеке хӑтлавне Галина Белгалис ҫыравҫа хутшӑнӗ. Вӑл «Право на улыбку» калавсен пуххипе паллаштарӗ. Вӑл кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть ҫеҫ кун ҫути курнӑ. Чӑваш халӑхӗпе кӑсӑкланакан Мускаври ентешсене хӑтлава чӗнеҫҫӗ. Унта хутшӑнас тесен Мускаври Б. Ордынка урамӗнчи 46/1 ҫурта ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумай ҫул хушши чӑваш чӗлхипе литературине, культурипе наукине аталантарас енӗпе сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май Писательсен пӗрлӗхӗн пайташне, поэт-чӗлхеҫӗне, ӑсчаха, филологи наукисен кандидатне Петр Яковлевич Яковлева (Петӗр Яккусене) Нестер Янкас ячӗллӗ культура, искусство тата литература пӗрлӗхӗн наградӑсем парас енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ (председателӗ — Чӑваш этнокультурин тава тивӗҫлӗ деятелӗ В.М. Михайлов) «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медальпе чыслама йышӑннӑ. Саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӗмпӗрте чӑвашсен уявӗ иртнӗ. «Акатуйран Чӳклеме таран» ят панӑскере онлайн мелпе йӗркеленӗ. Ӑна пуҫаракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, наци уявӗ чӑвашсем мӗн авалтан ҫӗре юратса ӗҫленине, тӑван киле сума сунине, йӑла-йӗркене пӑхӑннине аса илтерет. Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче иртнӗ уява вӑлтӑрӑхри тата Чӑваш Енри чӑвашсем ҫеҫ мар, ытти тӑрӑхрисем те хутшӑннӑ. «Акатуйран Чӳклеме таран» мероприяти 11 сехетре, чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем 12 сехетре, уяв концерчӗ 14 сехетре пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ патӗнчи чукун ҫул кӗперне юсаса ҫӗнетӗҫ. Район шайӗнче культурӑпа истори палӑкӗ шутланаканскере республикӑри туризм объекчӗсен йышне кӗртесшӗн. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫак эрнере Канаш районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май Мӑкӑр ялӗнчи кӗпер патне ҫитсе курнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иккӗмӗш хутчен пулнӑ. Кӗпер кашнинчех хӑйӗн хӑвачӗпе тыткӑнланине палӑртнӑ. 16 бетон юпа ҫинче тытӑнса тӑракан арка евӗр сооружение 20-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче тунӑ. Халӗ пуйӑссем урӑх ҫулпа ҫӳреҫҫӗ, анчах хитре кӗпере курма ҫынсем йышлӑн пухӑнаҫҫӗ. Олег Николаев кӗпере юсаса ҫӗнетмелине, ун тавралли террриторие хӑтлӑлатмаллине, ун патне пыма ҫул тумаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Хула кунне халалласа Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем юрӑ парни хатӗрленӗ. «Сеспель» ансамбль тата «Nota G» ташӑ компанийӗ «Пӗрле» клип ӳкернӗ. Юрӑ авторӗсем – Николай Казаков тата Борис Чиндыков. Вӗсем ку тӗлӗшпе ҫулталӑк каяллах ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑталла хатӗрлесе ҫитерни шӑпах вырӑнлӑ пулнӑ. «Эпир пӗрле ҫеҫ кирек мӗнле йывӑрлӑха та парӑнтараятпӑр. Эпир пӗрле ҫеҫ йӑлтах пултараятпӑр! Клипа хутшӑннӑ ҫынсене тав. Эпир пӗрле!» - тенӗ клип авторӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cdi24.ru сӑнӳкерчӗкӗ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗччен туристсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатӗ. Ун валли ведомство «хӗрӳ лини» номерӗсене уҫнӑ. Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче телефон номерӗсем ҫапларах: 58-51-66, 58-25-95; Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00. Ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен, 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен шӑнкӑравламалла. Унсӑр пуҫне территорири уйрӑмсен номерӗсемпе ҫыхӑнма май пур: Патӑрьел районӗнчин номерӗ — (83532) 5-03-45; Канашрин — (83533) 2-24-49; Ҫӗрпӳрин — (83545) 2-13-30; Ҫӗмӗрлерин — (83536) 2-29-15; Ҫӗнӗ Шупашкартин — (8352) 78-44-19. Пӗрлехи консультаци центрне 8-800-555-49-43 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама юрать. Унти вырӑсла, акӑлчанла тата китайла хуравлама хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитернӗ. Премьерӑпа ӗҫлеме театрта унчченех тытӑннӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн, культура учрежденийӗн ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелеме тивнӗ. Ҫапла вара Николай Сидоровӑн «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ камите куракан патне ҫитересси вӑраха тӑсӑлнӑ. Ҫӗнӗ спекталкьпе артистсем пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ-ха. Анчах шухӑшланӑ пек пулайман. Ҫӗнӗ ӗҫе Дмитрий Петров режиссер лартнӑ. Спектакльте театрти мӗнпур артист вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн атте – ҫулҫӑ» кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн авторӗ – Владислав Николаев. Кӗнекен ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен 2019 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли пичетленӗ. Кӑларӑма пьесӑсем-инсценировкӑсем, сценкӑсем, шӳтсем тата юмахсем-пьесӑсем кӗнӗ. Ҫӗнӗ кӗнеке тӑватӑ пайран тӑрать. «Вӑрманти театр» ярӑмра тӗп сӑнарсем – вӑрманти чӗрчунсем. Инсценировкӑсем туслӑ пулма, тавралӑха тата тӑван ҫӗршывӑ юратма вӗрентеҫҫӗ. «Шкулти пурнӑҫ» ярӑм хальхи вӑхӑтри шкул ачисен пурнӑҫӗпе паллаштарать. Виҫҫӗмӗш пайри тӗп сӑнарсем – Этнер, Элпи, Эрнеслу – пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пирки шухӑшлаҫҫӗ. «Пуканесен тӗнчинче» пайри юмахсем те кӑсӑклӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер Муркаш районӗнче пулнӑ, унта Мӑн Сӗнтӗр ялӗнчи вулавӑша кӗрсе тухнӑ. Вулавӑшпа паллашнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан ҫӳлӗксем ҫинче чӑвашла кӗнекесем ытларах пулмалли пирки палӑртнӑ. Ял вулавӑшӗ нумаях пулмасть «Культура» наци проектне пула улшӑннӑ. Ӑна ҫӗнетме 5 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Вӑл укҫа культура учрежденине юсама, кӗнеке фондне ӳстерме, ҫӗнӗ оборудовани туянма кайнӑ. Вулавӑш ялта вырнаҫнӑ пулин те ӑна тӗнче тетелӗпе пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ, кунта ӑс-хакӑл вӑййи валли ача-пӑча пӳлӗмӗ те пур. Палӑртса хӑварар, шӑп Мӑн Сӗнтӗрте чӑваш этнопаркӗ вырнаҫнӑ, нумаях пулмасть унта кӳршӗ тӑрӑхри министр килсе кайнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |