Культура
![]() «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑрӗсем). Ҫакӑн пек конкурс РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алёна Аршинова пуҫарнипе иртет. Ӑмӑртӑва Чӑваш Ен культурин хайне майлӑ пурлӑх тата ӑс-хакӑл культурине упраса хӑварас тата сарас тӗллевпе ирттернине пӗлтернӗ. Конкурса ирттерме Мускаври, Питӗрти, Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗсем, Мускав хулин Хӗвеланӑҫ округӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ пулӑшӗҫ. Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: художество пултарулӑхӗ, вокалпа инструмент пултарулӑхӗ, ташӑ пултарулӑхӗ, сӑнӳкерчӗксем, методика шутласа кӑларни. Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Финалистсене Чӑваш Республикин кунӗ умӗн палӑртӗҫ. Конкурс сайтӗнче https://kraski-chuvashii.ru мӗнпур условипе тӗплӗнрех паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Раҫҫейри 11 регионта культура ҫурчӗ тумашкӑн 282,9 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку укҫапа 16 культура ҫурчӗ ҫӗклӗҫ. Ҫӗнӗ клубсем Адыгея, Алтай, Кабарда-Балкар, Карачай-Черкесск, Чӑваш республикисенче, Хабаровск крайӗнче, Архангельск, Астрахань, Воронеж, Курган, Чулхула облаҫӗсенче пулӗҫ. Пирӗн республикӑра ку укҫапа Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартӗҫ. Вӑл 300 вырӑнлӑ пулӗ. Ку тӗллевпе 40 миллион та 170 пин тенкӗ килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫейре кӑҫал Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗпе тата республикӑри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗпе «Юридический театр: роли и представления» (чӑв. Юридици театрӗ: сӑнарсем тата кӑтартнисем) фестиваль йӗркелет. Пуҫаруҫӑсем мероприяти тӗллевӗ халӑха право енчен ҫутта кӑларасси тесе калаҫҫӗ. Юридици театрӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртмелле. Унта 14-ран аслӑраххисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Уйрӑммӑн та, ушкӑнпа та. Вӗсен 10 минутран ытла мар сценка евӗр япала хатӗрлемелле. Унта саккунлӑха пӑхӑнма хистени тӗпре пулмалла. Чи маттуррисене йӗркелӳҫӗсем хавхалантарма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашская станковая живопись XX века» ятлӑ монографи-альбом кун ҫути курнӑ. Кӗнеке авторӗ — Юрий Викторов педагог тата искусствовед. Альбома Валерий Алексеев редакциленӗ. Кӗнекене 1000 экземплярпа пичетленӗ. Кӗнекене хатӗрленӗ Юрий Викторов XX ӗмӗрти станок живопиҫне нумай тӗпченӗ. Шӑпах ҫав тапхӑрта чӑвашсен станок живопиҫӗ амаланса аталаннӑ. Кӗнеке авторӗ XX ӗмӗрти ӑстасен ӗҫӗсене тишкернӗ. Ҫавна май Юрий Викторов станок живопиҫӗн тӗп жанрӗсем – истори, йӑла, портрет, пейзаж тата натюрморт — епле аталаннине кӑтартса панӑ. Кӗнеке ӳнерҫӗсемшӗн, художниксемшӗн, чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл культурипе кӑсӑкланакансемпе тӗпчекенсемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче Шупашкарти хӑш-пӗр музея хӗрарӑмсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Ҫакӑн пек парнене Чӑваш наци музейӗ, Музейпа курав центрӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ хатӗрленӗ. Ытти кун та музейсем куракансене тӗрлӗ курава йыхравлаҫҫӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче, акӑ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, А. Талвир ҫыравҫӑ тата прозаик ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа «Иксӗлми пултарулӑх» курав уҫӑлӗ. Тепӗр икӗ кунтан Чӑваш наци музейӗнче «В.К. Магницкий – исследователь Чувашского края» куҫса ҫӳрекен курав ӗҫлесе кайӗ. Ӑна В. Магницкий историк тата этнограф ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Чӑваш тӗррин музейӗ пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Разноцветье узоров кӗскӗ» курав йӗркелӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
(Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнекине вуланӑ май асӑрханисенчен) «Чӗресӗр ҫуралман никам та...»Чӗрене упрама чӗнсе каланипе пуҫланать Валери Туркайӑн «Чӗрене юратма чараймӑн» хулӑн кӗнеки» (2013-2018 ҫҫ. ҫырнӑ сӑвӑсенчен, Ш., 2019. — 428 с.): «Чӗрене юратма ан чарсамӑр! Хӗмленме ан чарсамӑр ӑна!». Ку чӗнӳ Туркай сӑввисен тӗп шӑнӑрӗ, вӑл унӑн хӑйӗн тата лирикӑлла геройӗн сӑнарӗпе, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе, тыткаларӑшӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тӳрӗ килет. Чӗрепе чун ҫинчен тӗнче литературинче — чӑваш сӑмахлӑхӗнче те — усӑ курман танлаштару кутемӗн хӑварман темелле. Татах каламалли пур иккен. «Чӗресӗр ҫуралман никам та» тесе, ҫынсен чӗрисем питех те тӗрлӗ пулнине, вӗсем пӑрланнӑ та чулланнӑ, хӗмленнӗ те кӑмрӑкланнӑ, юратнӑ та вӗчӗхнӗ чухне мӗнле тапнине кардиолог пекех тимлӗ сӑнать поэт. Поэзи диагнозӗсем тухтӑрсем палӑртнӑ пекех мар — «Пурнӑҫӗ ансат мартан Кӑткӑс — ҫын чӗри» («Пӗр ҫыннах пӗри мухтать»). Ҫав аслӑ чӗрен пур енне те асӑрхасшӑн, унта тухтӑрсем тупайманни те пур: «Чӗре вӑл — питӗ кӑткӑс пулӑм: Унта пур пӗтӗмпе йӑлтах. |
Культура
![]() «Куракансене ҫурхи ӑшӑ кӑмӑл парнелес тесе» Муркаш районӗнчи Москакасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шуҫӑм» халӑх юрӑпа ташӗ ушкӑнӗ Йӳҫкассинчи культура ҫуртне «пысӑк концертпа» ҫитсе килнине Москакасси ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ. Капмар та илемлӗ те хӑтлӑ культура ҫуртӗнче артистсене ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем вӗри чейпе тутлӑ ҫимӗҫсем хатӗрлесе хунӑ. Часах ял халӑхӗ культура ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Вӗсем чылаях мар пулин те, артистсене ҫав тери ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Уйрӑм, ушкӑнпа юрлакан юрӑҫсене, ташлакансене, шӳт ӑстисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ, — хыпарлаҫҫӗ москакассисем. Культура ҫурчӗн ертӳҫи Д.Ю. Смирнов артистсене пӗтӗм ял-йыш ячӗпе ӑшшӑн тав сӑмахӗ каланӑ. «Кун пек илемлӗ те интереслӗ концертпа кирек ӑҫта пулсан та намӑс курмӑр», — тесе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Преми лауреачӗсене чыслани Трак енӗн тӗп Культура ҫуртӗнче 2018 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине илме тӑратнӑ лауреатсен чыславӗ пулчӗ. Чыслав каҫне Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн ертӳҫи Иван Прокопьев-Чураль, журналист, ҫыравҫӑ, таврапӗлӳҫӗ, композитор-музыкант, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ уҫрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак пӗрлӗх 1989 ҫултанпа ӗҫлет, кун евӗр чыслав 29 хут иртет, ҫав вӑхӑтра кӑҫалхипе пурӗ 90 уйрӑм ҫын тата пултарулӑх ушкӑнӗ лауреат ятне илме тивӗҫ пулнӑ. Лауреатсене преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ Виталий Михайлов, Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн председателӗн ҫумӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ Преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси протоколӗпе тата Преми пама тӑратнӑ лауреатсемпе паллаштарчӗ. 2018 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине ҫак пултаруллӑ уйрӑм ҫынсене парас тенӗ: 1. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Конференцине хутшӑннисем Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Красноармейски районӗн тӗп Культура ҫуртӗнче Нестер Янкас ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине тата 2019 ҫулхи ентеш-юбилярсене халалласа «Янкас вулавӗсем» ятлӑ виҫҫӗмӗш ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Ӑна иртнӗ ҫулсенчи пекех район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пайӗ, Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗ, Чӑваш наци конгресӗн районти уйрӑмӗ пӗр пулса йӗркелерӗҫ. Кӗмӗл пек янракан юрра Татах та уҫҫӑн янратам-и — Телейлӗ, тулӑх ҫӗр-шывра Асран кайми юрӑҫ пулам-и! — тенӗ Н. Янкас хӑйӗн пӗр хайлавӗнче. Асрах тытаҫҫӗ Трак енрен тухнӑ поэтсемпе писательсем, композиторсемпе журналистсем хӑйсен паллӑ ентешӗн сӑмахӗсене. Районти тӗп вулавӑшӑн ӗҫченӗсем ҫак мероприятине халалласа фойере пирӗн сӑмах ӑстисен кӗнекисен выставка-куравне йӗркеленӗ. Унпа конференцие хутшӑннисем, уява килнисем питех те туллин паллашрӗҫ. Конференцие уҫса ЧНКан районти уйрӑмӗн ертӳҫи З. Михайлова ҫакна палӑртрӗ: — Иртнӗ ҫул «Янкас вулавӗсем» ятлӑ пӗрремӗш ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцийӗ япӑх мар шайра иртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Шупашкара «Счастливы вместе» (чӑв. Пӗрле телейлӗ) телесериалта Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ артист килӗ. Хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн кино актерӗ тата телеертӳҫӗ Виктор Логинов Ӳнер академийӗн журналистикӑпа телевидени уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе 15 сехетре тӗл пулӗ. Артистпа курнӑҫӑва академи йӗркеленӗ. Виктор Логинов Екатеринбургри патшалӑхӑн театр институтӗнче театрпа кино актёрӗн ӑсталӑхне алла илнӗ. Екатеринбургри академи драма театрӗнче тата Урал ҫыравҫисен Камера театрӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫулта Мускава «Счастливы вместе» телесериалта ӳкерӗнме тухса кайнӑ. Унта вӑл Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ. Екатеринбургра ҫав сӑнара хисеп туса палӑк та лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |