Культура
![]() Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑран та паллӑ сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Чӑвашсен хастар ушкӑнӗ, Владимир Степанов ҫыравҫӑ пуҫарнипе, ку куна паллӑ туса яланах Петӗр Хусанкай вил тӑпри ҫине ҫитсе пуҫ таять. Кӑҫал та ку йӑлана пӑсмарӗҫ — пысӑк ушкӑнпа пухӑнчӗҫ. Яланхи пекех паллӑ поэта сума суса ҫывӑхри 14-мӗш номерлӗ Всеволод Архипов ячӗллӗ кадет шкулӗн ачисем ҫитрӗҫ (ертӳҫи Светлана Петрушкина), Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ. Паллӑ поэта сума суса килнисен йышӗнче кӑҫал Атнер Хусанкай тӗпчевҫӗ, Владимир Степанов ҫыравҫӑ, Василий Кервен ҫыравҫӑ, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ, Виталий Родионов профессор, Владимир Милютин хореограф, Алексей Сӗрмек усламҫӑ, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Марина Карягина сӑвӑҫ, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, Вера Никифорова литература тӗпчевҫи тата ыттисем пулчӗҫ. Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанти Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче, Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче, Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ. Унӑн пурӗ 50 кӗнеке ытла тухнӑ, вӗсенчен 35-ӗшӗ — чӑвашла. |
Культура
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнекене хӑтлӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хаклассине вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Анчах эпир кӗнеке авторӗн ятне темшӗн асӑрхаймарӑмӑр. Кӗнекере Чаваш Республикин халӑх артисткин Полина Чамжаеван пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унтах — артисткӑн аса илӗвӗсемпе ҫырӑвӗсем. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенскер ҫак вӑхӑтра вуншар сӑнара калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ. Полина Чамжаева «Шупашкарти савни» спектакльте «Пиҫет палан, пиҫет пилеш, кӗр хӗрелет хӗрле...» тесе ҫепӗҫ сассипе юрланине театра ҫӳрекенсем паян та астӑваҫҫӗ. Кӗнеке хӑтлавӗ кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Шупашкарта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене Элли Юрьев художник ячӗллӗ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Конкурс учредителӗ — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулӗ, Чӑваш патшалӑх художество музейӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ. Ҫулсерен йӗркелекен конкурса ытти ҫул хамӑр республикӑри ҫеҫ мар, Раҫҫейри тата унӑн тулашӗнчи ачасем те хутшӑннӑ. Вӗсем 500 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн культура управленийӗ ӗнентерет. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулта (вӑл Шупашкар хулинчи Мир проспектӗнчи 98-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Провинци театрӗсен йывӑрлӑхӗ пӗр пекрехех тесе шухӑшлать Раҫҫейри режиссерсен гильдийӗн пайташӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ Станислав Васильев режиссер. Унпа Чӑваш Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче кӑсӑклӑ интервью пичетленнӗ. Ҫак йӗркесен авторне Станислав Васильев ҫӗршывӑн тӗрлӗ театрӗсемпе ҫыхӑну тытса ӗҫлени пирки те вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулчӗ. Анчах, тӳрех палӑртар, ҫакӑ тӗлӗнтермерӗ. Пултаруллӑ специалист яланах хай вырӑнне тупать. 2018 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче Станислав Васильев, сӑмахран, Мурманскра, Абаканра спектакльсем лартнӑ. Владислав Николаев журналист режиссера Раҫҫейре кӑҫалхи ҫула Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине те хаклама ыйтнӑ. Провинцири театрсем Мускавран тем кӗтнинчен тӗлӗнет Станислав Васильев. Ҫав вӑхӑтрах ыттисене, ҫав шутра Мускаврисене те, аталанма хистекен театрсем регионсенче те пуррине палӑртнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Ҫук, чӑваш халӑх ташшисене тӗпчемен вӑл, халӑх ташшисене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелемен. Ҫитмӗл ҫул каялла вӑл хӑйӗн аслӑ ывӑлне ҫуратнӑ – чӑваш халӑх ташӑ ӳнерне Ӑстаҫӑ парнеленӗ. Менелниксенче эпир пурне те ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнма сывлӑх сунатпӑр. Куславкка районӗнчи Мушар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Александровна Милютина тус-тӑванӗн шанӑҫне ку тӗлӗшпе те тӳрре кӑларма тӑрӑшатчӗ (ара, каланине мӗн пӗчӗкрен итлеме хӑнӑхнӑ-ҫке-ха!). Шел, ҫӗр ҫула 5 уйӑх пурӑнса ҫитереймерӗ вӑл… 2014 ҫулта Елена Александровна хӑйӗн 95 ҫулне тӑван ялта ывӑлӗ-кинӗпе, мӑнукӗсемпе, мӑнукӗн ачисемпе, пӗтӗм ял-йышпа паллӑ тунӑччӗ. Аслӑ урам хаваслӑ юрӑ-ҫемӗпе кӗрлесе тӑчӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе техӗмленчӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ капмар чечек ҫыххи тыттарчӗ, Путин саламне вуласа пачӗ… Ҫавра ҫулне паллӑ тӑвакан Амӑшӗ ячӗпе чӑваш ӳнерӗн ӑстисем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраттарчӗҫ, ташӑ хыҫҫӑн ташӑ ҫаптарчӗҫ. Пӗри тепринчен маттуртарах: Александр Васильев, Людмила Семенова, Виталий Адюков, Хурамалти фольклор коллективӗ, Елчӗкри «Волжаночка» ансамбль… Елена Александровна хӑй вӑхӑтӗнче ял Совечӗн секретарӗнче тата культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, икӗ ывӑл ҫуратса ҫунат панӑ. |
Культура
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культур керменӗнче «Новочебоксарск – город единства народов и культур» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкар — халӑхсен тата культурӑсен пӗрлӗхӗн хули) наци культурисен фестивалӗ иртӗ. Фестивале хулара пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн культурине тӗпчес пӗр-пӗрин хушшинчи туслӑха аталантарас тӗллевпе ирттересшӗн. Мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗпленнӗ чӑвашсен, вырӑссен, тутарсен, ҫармӑссен, мӑкшӑсен, эрменсен тата ыттисен хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан куравсем ӗҫлӗҫ. Унта наци тумӗсене хаклама, апат-ҫимӗҫне пахалама май туса парҫ. Вырӑс халӑх тумтирне вара дефиле ирттерсех сцена ҫинче кӑтартӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене, полиграфи предприятийӗсемпе издательствӑсенче ӗҫлекенсене, пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ветеранӗсене професси уявӗсемпе – Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсемпе — «чун-чӗререн» саламланӑ. Вӗсене Элтепер «чи хӑватлӑ вӑйсенчен пӗринпе – сӑмах вӑйӗпе» хуҫаланнине палӑртнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай: «Эп сӑмах хӑватне ӗненетӗп», – тесе каланине аса илнӗ. Сӑмахпа вара амантма та, сиплеме те, ытти ҫын туйӑмӗпе шухӑшлавне витӗм кӳме те пулнине каланӑ. Халӑх-шухӑш кӑмӑлӗ журналистсем ӗҫе «мӗнлерех ӑсталӑхпа тата яваплӑхпа пурнӑҫланинчен» килнине палӑртнӑ. Республика ертӳҫи Чӑваш Енри журналистсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлессе шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӗҫех Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ кӑҫал республика пирки фильмсем ӳкерме палӑртнӑ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, фильмсене республикӑри паллӑ ҫынсем пирки ӳкерӗҫ: СССР летчик-космонавчӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗ Андриян Николаев, Никита Бичурин востоковед, чӑваш поэзийӗн классикӗ Ҫеҫпӗл Мишши, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ Василий Чапаев ҫинчен. Кунсӑр пуҫне списока Шупашкар йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалланӑ фильмсене, чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури ҫинчен ӳкернӗ картинӑна кӗртнӗ. Списокра пӗтӗмпе — 17 документлӑ фильм. Анчах республика ҫыннисен вӗсенчен 10-шне кӑна суйламалла. Сасӑлав киностудин сайтӗнче пырать. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эс кам ачи?» пабликра «Ҫӗнӗ юрӑ кӑларнӑ чух юрӑҫсем мӗн пирки шухӑшлаҫҫӗ-ши?» ыйтӑва хускатнӑ. «Апла та каять!» — шухӑшпа ҫӗнӗ юрӑ ҫуратаҫҫӗ пек туйӑнать мана», — тесе ҫырнӑ пост авторӗ. «Пӗтӗм тӗнче (Раҫҫей музыканчӗсем те) ҫӗнӗ кӗвӗ, ҫӗнӗ стиль, ҫӗнӗ сас, ҫӗнӗ формат шыранӑ чухне пирӗн юрӑҫсем ҫӗнӗ юрра чӑнласах ҫӗнӗ тума пач тӑрӑшмаҫҫӗ», — шухӑшлать вӑл. Унта хӑш-пӗр юрра тишкернӗ. Александр Редӑн «Урине» ҫӗнӗ юрри «пӗр хӑлхаран кӗрет те тепринчен сиксе тухать». Полина Борисован «Эсир эп мар» юррине «паянхи самана юрри мар ку» тесе хакланӑ. шел. «Ҫӗнӗ юрӑ вӑл чӑнласах ҫӗнӗ пулмалла. Черетлӗ ниме тӑман юрӑ ҫыртарас умӗн пирӗн «ҫӑлтӑрсене» ларса тӗплӗн шухӑшлама сӗнетӗп: эсир хатӗрлес тенӗ ҫӗнӗ юрӑра мӗн те пулин ҫӗнни пур-и (ҫӗнӗ шухӑшлӑ текст, ҫӗнӗ кӗвӗ)? Пур пулсан — сиккипе! Ҫук пулсан, тен, пушӑ юрӑ ҫырса вӑхӑта та сая ямалла мар, чӑнласах ҫӗннине шырмалла?» — пӗтӗмлетнӗ автор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алёшкин-Саплӑк ялӗнче иртнӗ Сергей Лекеров тата Адюковпа Павлов концерчӗ иртнӗ-мӗн. Кун пирки «Сувар» хаҫат «Киремет» пӗлтерни тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ. «Каҫарӑр та, «концерт мар ку, укҫа сӗпӗрсе ҫӳрени кӑна», 100%!!! Ташлас текен ҫамрӑксене нумай кирлӗ мар, паллах, хӑть те мӗнле тринкки-тринкки пулсан та каять», — хурланӑ унта. Концертра шӑрантарнӑ юрӑсенчен ҫурри ытла хӑйсен юррисем мар иккен. Фонограмма янӑратни те килӗшмен. Нимӗнле программа та пулман-мӗн. Кашни 2 юрӑ юрлать те: «Сирӗн умӑрта...» тесе сцена хыҫне кӗрсе кайнӑ. Павлов юрлани те килӗшмен. «Ун пек кӑна хам та юрлаятӑп», — тесе ҫырнӑ концертра пулни. Автор палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсене ҫав тери ухмах вырӑнне хуни тӗлӗнтернӗ те, ҫиллентернӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |