Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑннӑ 28 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унӑн пӗлӗшӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, преступлени юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Хайхи 29 ҫулти арҫын хӑнара пулнӑ, 28-ти арҫынпа эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл пӗлӗшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ, ун ҫине сиксе ӳкнӗ. Аслӑраххи кӗҫӗннине чӑмӑрӗпе, патакпа ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми, сӑмси, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ. Кил хуҫи хӑна вилнине юпан 17-мӗшӗнче каҫхине ҫеҫ асӑрханӑ. Вара тин васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем арҫын вилнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМӗн Улатӑр районӗнчи пайӗн сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑр районӗнчи пайне хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Усал хыпара илсе ҫитерекенни — 62-ри хӗрарӑмӑн хӗрӗ. Хӗрарӑм Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче пурӑнаканскер иккен. Амӑшӗ килте ҫуккине хӗрӗ асӑрханӑ. Кӳршӗ ялта пурӑнаканскер шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 13-18-мӗшӗсенче ҫухалма пултарнӑ. Ял ҫыннисем ӑна юпан 14-мӗшӗнче курнӑ. Хӗрарӑма Улатӑр районӗнчи мӗнпур йӗрке хуралҫисем, сунарҫӑсем, ҫынсем шырама пикеннӗ. Шывсӑр тата апатсӑр халтан кайнӑ хӗрарӑма вӑрманта, Первомайски поселокӗнчен 1,5 километрта, ӗнер асӑрханӑ. Вадим Элюков участковӑй, пуҫиле шырав пайӗн оперуполномоченнӑйӗ Александр Тюгашкин тата полицин лейтенанчӗ Ильдар Маннанов аякран хӗрлӗ тутӑр курнӑ. Хӗрарӑм сивӗ ҫӗр ҫинче выртнӑ. Вӑл хускалайман та. Хӗрарӑма пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарта инкек пулса иртнӗ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочи тӑхӑр хутлӑ ҫурт ҫивиттинчен персе аннӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи прокуратурӑра тӗрӗслев пуҫарнӑ. Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Рабочисем Эльмен урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫивиттине юсанӑ. Арҫынсенчен пӗри ҫурт тӑрринчен йӑтӑнса аннӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Инкек вырӑнне прокуратурӑра ӗҫлекенсем, РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата полицейскисем пырса ҫитнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Озон» тулли мар яваплӑ общество (вӑл — управляющи компани) уйрӑм усламҫӑпа килӗшӳ тунӑ. Уйрӑм усламҫӑн ҫурт ҫивиттине юсамалла пулнӑ. Ҫав ӗҫре тӑватӑ рабочи тимленӗ, вӗсенчен пӗри шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта троллейбус водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 12.24 статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ку статья ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене е транспорта тытса пынӑ чух ҫынсен сывлӑхне вӑтам сиен кӳрекенсене пырса тивет. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар вырӑнта 1-мӗш маршрут троллейбусӗ ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑччӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑччӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнине пӗлтерчӗ ӗнер. Шар курнисенчен 10-шӗ – ачасем. Инкек сӑлтавне прокуратура та тӗрӗслеме тытӑннӑ. Вӑл та тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫамрӑксен юн вӗри те, вӗсенчен хӑшӗсем нимрен те хӑрама пӗлмеҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ-кирлӗ мар чухне шухӑ тытма юратаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ хӑйӗн водитель прави ҫуккине пӑхмасӑрах «Жигули» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ. Пӗччен пуҫтахлансан юрӗччӗ, пӗрле тусӗ те пулнӑ. Ҫул пӑрӑнчӑкӗсенчен пӗринче машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарма тӑнӑ. Ҫавна сиссен руль умӗнчи каччӑ малалла «шӑлтарнӑ». Тепӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче вӑл «Приора» машинӑна пырса ҫапӑннӑ. Инкекре 21-ри каччӑ кӑшт кӑна суранланнӑ. «Приорӑн» 23-ри водителӗ аванах аманнӑ, «Жигулинчи» 18 ҫулти пассажир вара вилмеллех шар курнӑ. Ҫапла вара пуҫтахлӑх ҫын вилӗмӗпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑ. Троллейбусра ун чухне 40-50 ҫын пынӑ. Ӗнер ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 26 ҫын аманни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ – ачасем. «Пилӗк аслӑ ӳсӗмри ҫынна тата ҫул ҫитмен 1 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ 16 ҫынна тата 9 ачана амбулатори мелӗпе сиплеҫҫӗ», - ҫапла пӗлтернӗ ведомство пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехет те 38 минутра Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче троллейбус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ еннелле пынӑ, «Больница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар ҫутӑ юпи ҫине пырса кӗнӗ. Авари вӑхӑтӗнче троллейбусра 50-50 ҫын пулнӑ. 15 сехет те 36 минут тӗлне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 ҫын аманнӑ, ҫав шутра – 7 ача. Тепӗртакран, 16 сехет те 12 минут тӗлне, аманнисен йышӗ 25-е ҫитнӗ, вӗсенчен 7-шӗ – ачасем. Вӗсене пурне те пульницӑна тӗрӗслеме илсе ҫитернӗ. Тепӗр ҫур сехетрен аманнисен йышӗ хушӑннӑ: 26 ҫын. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 1997 ҫулта ҫуралнӑ водитель пулнӑ. Халӗ авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йытта тӑватӑ ураллӑ тус тесе усракансенчен хӑшӗсем ҫак чӗрчуна ҫынран та ытларах юратаҫҫӗ-ши? Ҫӗркаҫ, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫре пурӑнакан Андрей Максимов ятлӑ ҫамрӑка йытӑ тапӑннӑ. Каччӑ Первомайски урампа пынӑ. «Гавань» лавкка тӗлне ҫитсен вӑл йытӑпа утакан арҫынна тӗл пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра каччӑ ҫине овчарка сикме пуҫланӑ. Кӗҫех ҫыртса та илнӗ. Йытӑ хуҫи ним те тӑвайман. Сӑмсалӑх тӑхӑнтартмалла тенине вӑл хӑлхана чикмен. Шар курнӑ каччӑ ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын Советски урамӗнчи 65-мӗш ҫуртра пурӑнать. Вӑл унӑн ятне те пӗлет. Поста сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри йытӑ хуҫин хушаматнех асӑннӑ. Каччӑна тухтӑр патне кайса урнӑ чиртен укол тутарма тата йӗрке хуралҫисене заявлени ҫырса пама сӗнекенсем те тупӑннӑ. Хӑшӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫавӑн йышши унчченхи пӑтӑрмах пирки полицейскисене пӗлтернӗ, анчах усси пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пӗри йытта уҫӑлтарса ҫӳремелли хӑйне май меслет тупнӑ. Ҫавна курни видео ӳкерсе илнӗ, ӑна МИХсенчен пӗрне ярса панӑ. Йытӑ уҫӑлтарма илсе тухнӑ хӗрарӑм тӑватӑ ураллӑ тусӗпе юнашар утман. Хӑй вӑл машина рулӗ умӗнче пулнӑ. Йытта машина ҫумне кӑкарнӑ те лешӗн автомобильтен юлмасӑр чупма тивнӗ. Машина маларах хуллен кайнӑ, унтан вӑл хӑвӑртлӑха ӳстернӗ. Йытта шеллекен ҫын хӗрарӑм-водителе: «Эсир ӑслах-и?» — тесе ыйтнӑ тӳсеймесӗр. Лешӗ хӑнк та туман темелле. «Гринпис-и?» — касса татнӑ вӑл ним пулман пек. Унтан хӗрарӑм-водитель хӑйне видео ӳкерме юрамасть тесе кӑмӑлсӑрланма пуҫланӑ. «Гринпис», сӑмах май, — экологие хӳтӗлессипе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери организаци. Вӑл ҫутҫанталӑкшӑн тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://www.m24.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Мускав облаҫӗнчи Химки хулинче икӗ ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Ҫапла пӗлтернӗ Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Мускав облаҫӗнчи управленийӗ. «РЕН ТВ» телеканал арҫынсем «Россия» (чӑв. Раҫҫей) авиакомпанире бортпроводникра ӗҫленӗ. Инкек юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Стюардсем Химки хулинчи Герман Титов урамӗнчи тара илнӗ хваттерте пурӑннӑ. Ҫиелтен пӑхсан вӗсенп такам вӗлернӗ тесе калама сӑлтав тупӑнман. Арҫынсем 27-ре тата 29-та пулнӑ. Вӗсен виллине тупнӑ ҫӗре стюардсем 12 сехет каяллах куҫ хупни палӑрнӑ. Хваттерте ҫӑнӑх евӗр шурӑ япала тупнӑ. Тӗпчевҫӗсем ӑна тӗрӗслеме янӑ. Ҫамрӑк стюардсем вилнин сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем пуҫарнипе специалистсем судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |