|
Республикӑра
![]() m.minval.az сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей ҫыннисене Узбекистанран Раҫҫее илсе килнӗ. Хусанта анса ларнӑ самолетра пирӗн республикӑри ҫын та пулнӑ. Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑри 265 ҫын чикӗ леш енне тӑрса юлнӑ. Ҫав шутра — ҫул ҫитмен 35 ача. Виҫӗ ҫӗршывра уйрӑмах йышлӑ: 35 ҫын — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, 34-ӑн — Таиландра, 14-ӑн — Италире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн федераци тата регион ертӳҫисем пулӑшнипе 131 ҫын тӑван тӑрӑха таврӑннӑ: 26-ӑн — Индирен, 24-ӑн — АПШран, 15-ӗн — Таиландран, 6-шер ҫын — Испанирен, Индонезирен, Узбекистанран,5-шер ҫын — Турцирен, Вьетнамран, Германирен тата Китайран, 4-ӑн – Италирен, 3-ӗн – Францирен, 2-шер ҫын – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Великобританирен, Аргентинӑран, 1-ер ҫын – Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран, Иорданирен, Израильтен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шалти ӗҫсен министерствин кинологи служби 111 ҫулхине уявланӑ. Пирӗн республикӑра та пакунлисене йытӑсем ӗҫре нумай пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем йӗркене пӑсакансене тытса чараҫҫӗ, сирпӗтмелли хатӗрсене, хӗҫпӑшалпа наркотик пытарнине шыраса тупаҫҫӗ. Ҫухалнӑ ҫынсене те тӑватӑ ураллӑ ӑслӑ туссем тупма пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 9 ҫулхи ача ҫӗтнине, ӑна шурлӑхлӑ вырӑнта Персей ятлӑ йытӑ тупнӑччӗ. Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин Кинологи службин центрне чылай ҫул Алексей Попович ертсе пырать. Кӑҫалхи кӗркунне ведомство Полицейски-кинологсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне хутшӑнма ӗмӗтленет. Ун пек тупӑшӑва 2014 ҫулта пирӗн тӑрӑхра йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Арина» проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри икӗ учреждение пулӑшнӑ. Депутат хыпарланӑ тӑрӑх, ку проекта уҫма тахҫанах ӗмӗтленнӗ ҫеҫ те мар, ун пирки калаҫнӑ та. Халӗ вара тинех ӗҫлеттерсе янӑ. «Арина» проект инвестицие пула тупӑш курнин пӗр пайне чирлӗ ачасене пулӑшма уйӑрассипе ҫыхӑннӑ. Нумай пулмасть йӗркеленӗ финанс марафонӗнче пуҫтарнӑ укҫана Чӑваш Енри ача учрежденине: Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртне тата Шупашкарта «Малютка» (чӑв. Пепке) ятарлӑ ача ҫуртне — уйӑрнӑ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫне малашне анлӑлатасшӑн, пулӑшу виҫи те ӳссе парӗ. Проект авторӗсем ача ҫурчӗсем укҫапа епле усӑ курнине те тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. |
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енре пӗр водитель ҪҪХПи ӗҫченӗсем чарсан тарма хӑтланнӑ. Инспекторсем сисчӗвленнӗ - ун хыҫҫӑн вӗҫтернӗ. Инспекторсем арҫын «Лада» машинӑна вӑрланӑ тесе шутланӑ. Анчах водитель инҫе тарайман – ҪҪХПИ ӗҫченӗсем хӑваланӑ чухне кювета чӑмнӑ. Инспекторсем ӑна тытса чарнӑ та административлӑ протокол ҫырнӑ. Водитель ҫумӗнче документсем пулман, ҫавӑнпа инспекторсен иккӗленӳ ҫуралнӑ: тен, машинӑна вӑрласа тарнӑ? Халӗ ҫакна тӗрӗслеҫҫӗ, машинӑна гаражран вӑрласа тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа ыран Шупашкарти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче сывпулашасси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сывпуллашу 9-12 сехетсенче иртет. Кун хыҫҫӑн хулари хӑш-пӗр ҫула хупӗҫ. 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен транспорт ҫӳрессине чикӗлӗҫ. Богдан Хмельницкий урамӗнче Суворов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа Юлиус Фучик урамӗ хӗресленнӗ таран ҫула хупӗҫ. Ҫак вӑхӑтра Граждан урамӗпе тата Президент бульварӗпе кайма май пулӗ. Аса илтерер: Михаил Игнатьев ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян Республика тӳремӗнче ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева халалласа баннер ҫакнӑ. Ҫакна Денис ятлӑ арҫын тунӑ. Вӑл унта паян 10 сехетренпе пулнӑ. Денис ҫак баннера Михаил Васильевича дожноҫран кӑларнӑ хыҫҫӑнах тунӑ-мӗн, анчах унпа халӑх ҫине тухма хӑюлӑх ҫитереймен. Халӗ вӑл экс-Элтепер вилнӗшӗн хурланса баннера Ленин палӑкӗ умне вырнаҫтарнӑ. Унта «Михаил Васильевич! Эсир пирӗн, эпир сирӗнпе!!! Михаил Васильевич! Народ Чувашии Вас благодарит, уважает и ценит за выполненный труд!» тесе ҫырнӑ. Денисӑн шухӑшӗпе, Михаил Васильевича должноҫран кӑларни – тӗрӗсмарлӑх. Вӑл Аслӑ суда Владимир Путин тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратса ҫынсен хӑйсен правишӗн кӗрешмеллине кӑтартнӑ тесе шутлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа наци гербне ӳкернӗ марка туса кӑларнӑ. Юбилейлӑ маркӑсем кӗҫех Чӑваш Ене килмелле. Марка ҫине герб, чӑваш орнаментне, регионти паллӑ вырӑнсене тата символсене ӳкернӗ. Вӗсене 100 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 1 пин экземпляр кӑларнӑ. Юбилейлӑ экземплярсене Наци музейне парӗҫ. Кӑмӑл пур тӑк маркӑсене республика уявӗн кунне палӑртса штемпель лартма пулать – Шупашкарти Тӗп почтӑна ҫеҫ ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() news.yandex.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Республикин Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева юлашки ҫула ӑсатма Правительство комиссийӗ йӗркеленӗ. Ҫак йышӑнӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе тунӑ. Аса илтерер: Михаил Васильевич, ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл Питӗрти пульницӑра сипленни паллӑ. Михаил Игнатьев вилнине Олег Николаев хурлӑхлӑ хыпар тесе каланӑ. Вӑл тӑванӗсемпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе чунтан хурланнине пӗлтернӗ. «Ҫывӑх ҫын вилни чуна яланах ыраттарать тата кӗтменлӗх», — тенӗ вӑл. Чӑн та, ҫывӑх ҫын кирек миҫере пурнӑҫран уйрӑлсан та калама ҫук хуйхӑ. Вӑйпитти вилнине йышӑнма пушшех те йывӑр. Михаил Игнатьев 58 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнче дамбӑра трактор ҫаврӑнса ӳкнӗ те пӗвене чӑмнӑ. Ҫакна ҫынсем курнӑ, пулӑшма пынӑ. Анчах кабинӑра тракторист пулман. Вӑл ӑҫта? Ӑна шыравпа ҫӑлав службин специалисчӗсем шырама пуҫланӑ. Водолазсем пӗве тӗпне йӑлтах тӗрӗслесе тухнӑ. Анчах арҫынна тупайман. Вӑл вара инкек вырӑнӗнчен тарнӑ иккен. Трактор ҫаврӑнса ӳксен арҫын кабинӑран хӑй тӗллӗн тухнӑ та вырӑнтан ҫухалнӑ. Трактора ял ҫыннисем тепӗр трактор пулӑшнипе туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Тискер чӗр чунсенчен урнӑ чире сараканнисем чи малтанах – тилӗсем. Пӗлтӗр 2275 тилле шута илнӗ. Чӑваш Енре вӑрмансенче урнӑ чиртен пулӑшакан вакцинӑсем хурса тухнӑ. Пӗтӗмпе – 26 пин доза. Тискер чӗрчунсене ҫулталӑкра икӗ хутчен вакцинацилеҫҫӗ: ҫуркунне тата кӗркунне. Ҫуркунне валли 26 пин доза килнӗ. Вакцинӑсене чӗрчунсен шӑтӑкӗ тӗлне хурса хӑвараҫҫӗ. Брикет шӑрши чӗрчунсене илӗртет. 1 тӑваткал километр ҫине 20-25 брикет хураҫҫӗ. Чӗрчун вакцинӑна ҫисен 21 кунран ҫулталӑклӑха иммунитет пулать. Чӑваш Енре вакцинӑсене ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хурса пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
