Республикӑра
![]() «Халӑх участковӑйӗ» конкурс пуҫланнӑ. Вӑл яланхи пекех виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Кашнинчех онлайн-сасӑлав пулӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта чи лайӑх участковӑйсене шалти ӗҫсен органӗсен территори сайтӗнче палӑртӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑрта, юпан 7-26-мӗшӗсенче, регион шайӗнчи ҫӗнтерӳҫе суйлӗҫ. Виҫҫӗмӗш тапхӑр чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей шайӗнчи тапхӑра кашни регионтан пӗрер участковӑй хутшӑнӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр республика чысне Шупашкарти 1-мӗш полици пайӗн майорӗ Леонид Сазонов хӳтӗленӗ. Тӗп хулари 4-мӗш полици уйрӑмӗн участковӑй Эдуард Мышов темиҫе балл ҫеҫ пухса ҫитереймен. Вӑл кӑҫал та конкурса хутшӑнӗ. Сӑмах май, вӑл 2017 ҫулта 15 кушака выҫӑ вилесрен ҫӑлнӑ. Лешсем темле майпа мусоропроводӑн ҫӑрапа питӗрнӗ шахтине лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Сурӑмхӗрринче пурӑнакан Акулина Николаевна Кириллова килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. 82 ҫулти кинемее тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Ватӑскере тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Вӑл ӑҫта тухса кайнине тӑванӗсем пӗлмеҫҫӗ. Ҫав кун кинемей ҫутӑ кӑвак кӗпе, хура юбка тӑхӑннӑ, сарӑ тутӑр ҫыхнӑ. Урине калуш тӑхӑннӑ. Акулина Николаевна 150 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак-симӗс тӗслӗ. Кинемее курнӑ тӑк 112 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() wikipedia.org сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта 51 ҫулти арҫын ентешӗн ҫулталӑкри шурӑ сурӑхне вӑрланӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ сарай алӑкне питӗрмен, арҫын кунпа усӑ курнӑ – унта кӗнӗ те выльӑха йӑтса тухнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗсем сурӑх тирне ҫак ҫыннӑн картишӗнче тупнӑ, какайӗ холодильникре выртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пуснӑ сурӑха 5 пин тенкӗпе танлаштарнӑ. Ют ҫын сарайне кӗрсе выльӑх вӑрланӑшӑн арҫынна 1 ҫуллӑха тӗрмене хупма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер Елчӗк районӗнчи Тип Тимеш ялӗ ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта икӗ ача тата водитель шар курнӑччӗ. Водитель аллине хуҫнӑ, ачасене Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Пульницӑна лекнӗ 12-ри тата 15 ҫулти ачасене паян киле сипленме янӑ. Вӗсен сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Водитель вара Патӑрьелти тӗп пульницӑра выртать, унӑн сывлӑхӗ йывӑрах мар. Аса илтерер: авари 15 сехетре пулнӑ. «Тойота» машина автобусран иртсе кайма тӑнӑ, лешӗ вара шӑпах сулахаялла пӑрӑннӑ. Иномарка ун ҫине пырса тӑрӑннӑ, автобус кювета чӑмнӑ. Транспортра 20 ача пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mchs-info.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енре оперативлӑ службӑсене васкавлӑ чӗнмелли тытӑм ӗҫлесе кайнӑ. Унта «112» номерпе шӑнкӑравламалла. Унччен ку тытӑм тест режимӗнче кӑна ӗҫленӗ. Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен республикӑра васкавлӑ службӑсене 112 номерпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Шӑнкӑрав кирек мӗнле телефонран та каять: стационарлинчен те, мобильникрен те. Счет ҫинче укҫа ҫук пулсан та, СИМ-карта лартмасан та шӑнкӑрав каять. Ку – тӳлевсӗр. 112 номерпе шӑнкӑравласа ҫитсен операторсем хӑйсемех задачӑна профильлӗ службӑсене ярӗҫ. Шӑнкӑравлакан ҫыннӑн телефон номерне, унӑн даннӑйӗсене, абонент ӑҫтине палӑртаҫҫӗ. Ҫапла майпа ҫынна пулӑшу парас ӗҫ хӑвӑтланать. Чӑваш Енре шӑнкӑравсене йышӑнма ятарлӑ центр йӗркеленӗ. Специалистсем кунсерен 15-17 пин шӑнкӑрав йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Филипповсен архивӗнчи сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Эльвира Филиппова ҫухалнӑ. Вӑл нумаях пулмасть, ҫурлан 30-мӗшӗнче, килтен тухса кайнӑ. Упӑшки пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм «Альцгеймер чирӗпе», ӑс-тӑн арпашӑннипе, аптӑрать. Эльвира Филиппова Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Новинское» сад юлташлӑхӗнчен ҫав кун 11 сехетре тухса кайнӑ. Ку таранччен унран хыпар ҫук. Упӑшки арӑмӗ ҫухалнӑшӑн питӗ кулянать. Ним тума аптӑранӑ енне арҫын чикансенчен пулӑшу ыйтма кайнӑ-мӗн. Лешсем карт пӑхнӑ: хӗрарӑм чӗрех-мӗн. Чикансем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл темӗнле пӳлӗмрен тухаймасть имӗш. Ҫак хӗрарама курнисене 8-917-672-37-05 е 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mosregtoday.ru сайтран илнӗ сӑн Елчӗк районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ суд сакки ҫине ларӗ. Астӑватӑр пулӗ: Елчӗк тӑрӑхӗнче 15-ри хӗр ҫухални пирки, унӑн виллине пӗвере тупни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Кун тӗлӗшпе шӑпах ҫак 18-ти йӗкӗте тытса чарнӑччӗ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерне, суда ярса панӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, преступлени кӑҫал ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. 15-ри хӗр 18 ҫулти ҫак каччӑпа пушӑ ларакан пӳртре тӗл пулнӑ. Вӗсем унта хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре хӗненӗ, унтан пуртӑпа пуҫӗнчен вилмеллех темиҫе хутчен ҫапнӑ. Йӗкӗт преступлени йӗрне пӗтерес тесе ашшӗн машинипе вилене хурса кайнӑ та пӗвене пенӗ, хӑй вара ҫав вырӑнтан тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Комсомольски районӗнчи Урмаелти ҫӗнӗ ача пахчине 110 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Ҫапла, нумаях пулмасть ҫак ялта ача пахчи алӑкӗсене уҫнӑ. Ӑна тума пуҫланӑранпа ҫулталӑк кӑна ҫитнӗ – строительство ӗҫӗсем вӗҫленнӗ те. Савӑнӑҫлӑ мероприятие тӳре-шара хутшӑннӑ, ҫав шутра – ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та. Ача пахчинче ултӑ ушкӑн йӗркелӗҫ. Хальлӗхе тӑваттӑшне йӗркелесе янӑ. Ача пахчинче вӑй-хал культурин тата спорт залӗсем, медицина пӳлӗмӗ, апат ҫимелли блок, канмалли, логопед, психолог пӳлӗмӗсем пур. Палӑртма кӑмӑллӑ: ачасене унта хӑйсен тӑван чӗлхипе – тутарла – вӗрентӗҫ. Ҫак ача пахчине ҫывӑхри тӑватӑ ялтан та ачасене илсе ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.ntv.ru сайтран илнӗ сӑн Пӗррехинче телевизор пӑхнӗ чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑм экстрасенс пулӑшу пани пирки пӗлтерӳ курнӑ. Хайхискер савни тупма шантарать-мӗн. Хӗрарӑм унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Хайхи экстрасенс телефонпа калаҫнӑ чухнех сеанссем ирттернӗ. Анчах ку укҫаллӑ пулнӑ иккен. Хӗрарӑм ӑна укҫа куҫарса панӑ. Сахал мар: 60 пин тенкӗ. Анчах 69 ҫулти кинемейӗн савни тупӑнман. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултав серепине ӑнланнӑ, полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫӑсен аллине лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене ҫӳп-ҫап пухмалли ҫӗнӗ контейнерсем илсе килме тытӑннӑ. Хальлӗхе республикӑна 2964 контейнер илсе ҫитернӗ. Ку пӗтӗмпе 37 процент кӑна-ха. Кун пирки ЧР Строительство министерстви пӗлтерет. Кунашкал евроконтейнерсем икӗ тӗслӗ. Малашне вӗсене ҫӳп-ҫапа уйӑрас тӗллевпе усӑ курма тытӑнасшӑн. Вӗсене хальлӗхе республикӑри 14 района илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: пӗтӗмпе 7 пин ытла контейнер туяннӑ. Унпа «РГ-ЭКОТЕК» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫтерет. Тепӗр 4258 контейнера авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен илсе килмелле. Сӑмах май, ҫӳп-ҫапа уйӑрса пуҫтармалли контейнерсем Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула», «Университет» микрорайонсенче, Николаев паркӗнче пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |