Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Аммиак турттаракан Чӑваш Енри урапа ӗнер инкеке лекнӗ. Ҫул ҫинчи пӑтӑрмахӗ Сарту облаҫӗнчи Вольск хулин айккинче кӑнтӑрла сиксе тухнӑ.

Инкеке лекнӗ MAN автомобиль тулли пулман.

Сарту облаҫӗпе, унтан иртекен «Сызрань — Сарӑту — Волгоград» федераци трассипе пыракан, 3 урапаран тӑракан колонна киле пушӑлла таврӑннӑ. Вӗсенчен пӗри хирӗҫ килекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Кунта ҫанталӑкӗ те витӗм кӳнӗ-тӑр: юрлӑ ҫанталӑк пулнӑ.

Хирӗҫ ҫул ҫине пӑрӑнса кӗрсе кайнӑ йывӑр тиевлӗ урапа кӗпер ҫинчен пӑрӑнса каясран хӳтӗленме тунӑ тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑ. Кайран фура калла хӑй ҫулӗ ҫине пӑрӑнса илнӗ-ха, анчах унта кабина ҫаврӑнса кайнӑ.

Ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ водительсенчен пӗри суранланнӑ, урапасенчен пӗри сиенленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://wolsk.ru/news.php?ID=1881
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрине ертсе пынӑ тата тепӗр пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Маларах суд тенкелӗ ҫине лекнӗ Сарапакасси ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ (ҫывӑх вӑхӑтра ун тӗлӗшпе тата тепӗр лару иртмелле) евӗрех, Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтупа тӗпчевҫӗсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл та хӑйӗн паллаканне ҫӗр уйӑрса пама вӑхӑтӗнче йышӑну тунӑҫи пулса суя хут хатӗрленӗ. Лешӗ ҫавӑн тӑрӑх лаптӑка харпӑрлӑхне куҫарнӑ.

Лапсар ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ-мӗн. Саккунлӑ мар майпа харпӑрлӑха куҫарнӑ ҫӗр лаптӑкне Шупашкар район администрацийӗн муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассипе те тӗпчевҫӗсем мерӑсем йышӑнасшӑн.

 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑна кисретнӗ хӑрушӑ ӗҫ тӗлӗшпе пӑнчӑ лартнӑ. Ку 2015 ҫулта Канашра пулнӑ.

Ҫурла уйӑхӗнче ниҫта та ӗҫлемен 21 ҫулти каччӑ 21-ри хӗрарӑм патне хӑнана килнӗ. Ирхине 5 сехетре вӑл, ӳсӗрскер, кил хуҫи хӗрарӑмне тӑм савӑтпа пуҫӗнчен ҫапма пуҫланӑ. Унтан ҫӗҫӗ тытнӑ.

11 уйӑхри хӗрне те пуҫӗнчен савӑтпа ҫапнӑ вӑл. Пӗчӗкскере диван ҫинчен урайне тӑсса антарнӑ та пӗтӗм вӑйран пуснӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ ҫавӑнтах вилнӗ.

Хӑна вара пӳлӗмрен 14 пин тенкӗлӗх япала йӑтса кайнӑ. Вилесене икӗ кунран тупнӑ. Каччӑ унччен судпа 5 хут айӑпланнӑ. Халӗ ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 24 ҫуллӑха ӑсатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем "Про Город" хаҫат тунӑ сӑн
"Про Город" хаҫат тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Кун пирки ЧР Прокуратурин пресс-служби хыпарлать.

Шупашкарта кун кунлакан 24-ри хӗр пӗр сайтра урапа сутнине курнӑ. Сутуҫа шӑнкӑравланӑ та унӑн банк картти ҫине 71 пин тенкӗ куҫарнӑ. Унтан сутуҫӑ телефона тытма пӑрахнӑ, пӗлтерӳ сайтран ҫухалнӑ. Номере Тула облаҫӗнче регистрацилени паллӑ.

30 ҫулти арҫынна вара радиостанци ертӳҫи шӑнкӑравланӑ имӗш. Хайхискер ӑна акцире выляса илнине, ӑна тивӗҫмешкӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтермеллине каланӑ. Кӑштахран счет ҫинчен 3 пин тенкӗ ытла ҫухалнӑ.

Халӗ полици ку ӗҫсене тишкерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66635
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ районӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра 4 ҫулти хӗрача та пур.

Икӗ ҫӑмӑл урапа ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар район арҫынни, иномарка рулӗ умӗнчи, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Шуҫлак ҫул ҫинче вӑл ВАЗ-2115 урапапа ҫапӑннӑ.

ВАЗра ҫемье пынӑ: 38-ти арҫын, 43 ҫулти хӗрарӑм тата 4-ри хӗрача. Пурте вилнӗ.

Иномарка водителӗ тата ача кӗтекен унӑн арӑмӗ те суранланнӑ. Вӗсем пульницӑра. Ҫак водителе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 4 хут явап тыттарнӑ. Унӑн права та пулман.

 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ 8-мӗш колони пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ 43 ҫулти арҫын тӗрмере ларакансене пӳрт тутарнӑ. Хӑйне валли. Ҫапла пулнине суд хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха, мӗншӗн тесен экс-пуҫлӑх пуҫарнӑ ӗҫе Ҫӗмӗрлери тӗпчевҫӗсем тӗпчесе кӑна пӗтернӗ. Колони пуҫлӑхӗ пулнӑскере РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.

Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, колонире ларакансенчен иккӗшне пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ арҫын 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗччен хӑйӗн пӳртне тунӑ купаланӑ ҫӗрте ӗҫлеттерсе пурӑнтарнӑ. Пӳрте вӑл Улатӑр хулинче туса лартнӑ.

Колони пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсемпе Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ-мӗн.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна ҫывӑх вӑхӑтра судпа айӑплӗҫ. 56 ҫулти арҫынна Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ял тӑрӑхне ертсе пынӑ чухне ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем хушнипе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗнчен суя выпискӑсем хатӗрлесе сакӑр ҫӗр участокне уйрӑм хушма хуҫалӑх валли хӑйӗн паллаканӗсене уйӑрса панӑҫи кӑтартнӑ. Ун тӑрӑх лешсем ҫӗр лаптӑкне регслужбӑра регистрациленӗ.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне маларах судпа айӑплама ӗлкӗрнӗ. Ун чухне ӑна автоҫулсене тытса тӑрассипе контракт хатӗрленӗ чух улталанӑ тесе 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ — экс-пуҫлӑх ҫав укҫана тӳлесе татнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта, Алькеш поселокӗнче, ҫынна вӗлернӗ. Ку ӗҫе 80 ҫулти старик тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 80-ри арҫын килте 47-ри пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Тивӗҫлӗ канурискер ҫамрӑкраххине пуртӑпа тата турчӑкапа пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен ҫапнӑ.

Лешӗ ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Халӗ ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ, экспертизӑсем ирттереҫҫӗ. Арҫын айӑплине ӗнентерсен вӑл тӗрмене 6–15 ҫуллӑха ларма пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81625
 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑр хулинче арҫын пушарта вилнӗ. Паттӑрла. Ҫулӑм пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле тухнӑ.

44 ҫулти ҫемье пуҫӗ ҫӗрле шифер ҫурӑлнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Вӑл килтисене вӑратнӑ. Лешсем чӳречерен тухса ӗлкӗрнӗ. Анчах арҫын гаража урапине ҫӑлма чупнӑ. Вӑл унта сӗрӗмпе чыхӑнса кайнӑ, тухайман…

Унӑн виллине пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мунчаран тухнӑ. Пушар мунчана, гаража, верандӑна, пӳрт тӑррине кӗле ҫавӑрнӑ.

Халӗ ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ, экспертиза ирттереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем Елена Загорская тунӑ сӑн
Елена Загорская тунӑ сӑн

«Про Город» хаҫат редакцийӗнчен Шупашкарта пурӑнакан Марина пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн ывӑлне паян кӑнтӑр варринче троллейбусра хӗненӗ.

18-ти ҫамрӑк 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра пынӑ. Пӗр чарӑнура пӗр арҫын ача йӑтса кӗнӗ. Марина каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем кондуктор вырӑнне ларнӑ. Анчах кондуктор 18-ти ҫамрӑка вырӑн пама ыйтнӑ. Яш хирӗҫлемен — тӑнӑ. Анчах арҫын ун ҫине сиксе ӳкнӗ, ҫапма тытӑннӑ.

«Наци вулавӑшӗ» чарӑнура ансан каччӑ юлташӗсене хӑйне хӗнени пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Арҫын татах сиксе ӳкнӗ, телефонне туртса илнӗ, каҫхине шӑнкӑравласан тавӑрма шантарнӑ.

Яш кун хыҫҫӑн хӑйне япӑх туйнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайсан диагноз лартнӑ: пуҫ мими чӗтреннӗ. Куҫӗ кӑвак. Телефона вара арҫын сӳнтернӗ. Тухтӑрсем ку тӗслӗх пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1910
 

Страницӑсем: 1 ... 354, 355, 356, 357, 358, 359, 360, 361, 362, 363, [364], 365, 366, 367, 368, 369, 370, 371, 372, 373, 374, ...413
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
125
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ