Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ кӗслепе паллаштаракан кӗнеке хатӗрлесе кӑларнӑ.

«Кӗсле – музыкальный инструмент чувашского народа в истории и современной культуре» кӑларӑм авторӗ — искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев.

Ҫӗнӗ кӑларӑма 500 экземплярпа кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литературӑна пичетлеме федераци хыснинчен паракан субсиди укҫипе Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6278.html
 

Культура

Андрей Кончаловский режиссерӑн сериалӗнче Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ актерсем вылянӑ. Вӑл «Хроники русской революции» ятлӑ. Сериала юпа уйӑхӗнче «Россия 1» телеканалпа кӑтартма пуҫлӗҫ.

Унта Раҫҫейре 1905-1924 ҫулсенче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа сӑнласа кӑтартнӑ. Сериалта пирӗн ентешсем, Дмитрий Матвеевпа Даниил Иванов актерсем, ӳкерӗннӗ. Палартмалла: Дмитрий хальччен «Чернобыль», «Империя: Александр I» тата ытти кинокартинӑра вылянӑ. Даниила вара «Слово пацана. Кровь на асфальте», «СашаТаня» тата ытти фильмра курма май пур.

Сӑмах май, сериалта II Николай патшана Никита Ефремов вылять. Вӑл — Иван Яковлевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
филармони сӑнӳкерчӗкӗ
филармони сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармони ӗҫченӗсем парашютпа сикнӗ.

Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче филармони директорӗ Максим Матросов тата Анна Голицынӑпа Владимир Ашмарин артистсем парашютпа сикнӗ. Вӗсемпе Наталья Петрова пулнӑ. Вӑл — шыравпа ҫӑлав тата парашютпа десант службин специалисчӗ пӗрремӗш разрячӗн специалисчӗ. Хӗрарӑм унччен парашютпа 1350 хутчен сикнӗ.

Филармони ӗҫченӗсем вара учрежденин ялавӗпех кайнӑ, ӑна тытса сӑн ӳкерӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-50708301_11519
 

Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Сцена ӳнерне юратакансен клубӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Кун пирки культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.

«Хамӑрӑн тӗпеле пурне те хапӑлласа йышӑнатпӑр. Унта репертуарти спектакльсене хӗрӳн сӳтсе явма, театр ӗҫченӗсене сӗну-канаш пама, хӑвӑрӑн пултарулӑхӑрпа паллаштарма май пулӗ!

Эпир сирӗншӗн ӗҫлетпӗр, юратнӑ куракансем! Клуб пире пӗр-пӗринпе татах та ҫывӑхланма, тӑванлашма пулӑшӗ. Театр ӗҫченӗсемпе куракансем пӗр сывлӑшпа сывласан пурнӑҫ тем тесен те илемлӗрех, туллирех, интереслӗрех», — тесе чунтан, кашни сӑмахне виҫсе-хакласа ҫырнӑ хыпарта.

Театра юратакансен клубне халӑх юратакан поэт, сценарист, драматург Марина Карягина ертсе пырӗ. Апла пулсан, ҫак йӗркесен авторӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, клуб ячӗшӗн пуҫтарӑнакан ушкӑн пулмалла марах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_9485
 

Культура

Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Современная литература народов России. Поэзия и проза тюркских и монгольских народов» антологие презентацилеме пуҫтарӑнӗҫ. Кӗнекене 2024 ҫулта Мускавра пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна хальхи вӑхӑтри Раҫҫейӗн халӑхӗсен литературин антологине пичетленӗ май кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене наци литературине пулӑшас программӑпа килӗшӳллӗн пичетлесе кӑларнӑ.

Унччен асӑннӑ ярӑмпа «Поэзи», «Проза», «Драматурги» томсене кун ҫути кӑтартнӑ.

Хальхи кӑларӑма 10 чӑваш авторӗн хайлавӗ кӗнӗ. Вӗсем ҫаксем: Николай Теветкел (Петровский), Юрий Сементер (Семенов), Галина Матвеева (Антонова), Станислав Сатур (Никоноров), Олег Прокопьев – поэзи; Людмила Сачкова, Валентин Константинов, Улькка Эльмен (Ольга Куликова), Владимир Степанов, Елен Нарпи (Елена Перепелкина) – проза.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_2790
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 108-мӗш пултарулӑх сезонӗ уҫӑлнӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, театр черетлӗ сезона уҫнӑ май сцена ҫинче «Ялта» драма кӑтартнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов хальхинче постановкӑна улшӑнусем кӗртнӗ.

Тӗп рольсене Антонина Казеева тата Евгений Урдюков артистсем выляҫҫӗ.

Аса илтерер: театр кӗҫех сцена ҫине «Нарспи» спектакль кӑларӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14762
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сцена ҫине тухма ӗмӗтленекен ачасене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсене ача-пӑча театр студине чӗнеҫҫӗ.

Икӗ ушкӑн пулӗ. Пӗринче 9-12 ҫулсенчисем вӗренӗҫ, тепринче — 13-16 ҫулсенчисем.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ артистсем тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ, ачасене сцена ҫинче хускалма, илемлӗ калаҫма, янӑравлӑ юрлама, хӑйсене ирӗклӗрех тытма вӗрентӗҫ.

 

Культура

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӗмпӗрти ӑстасен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ.

Курав ячӗ — «Симбирские узоры: традиционная и современная вышивка» (чӑв. Чӗмпӗрти эрешсем: йӑлана кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри тӗрӗ).

Ку проект авторӗсем — Наталья Новоселец тата Сергей Кольцов. Аксессуарсене вӗсем этностиль мелӗпе ӑсталаҫҫӗ, алӑпа тӗрлесе тата Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен эрешӗсемпе капӑрлатаҫҫӗ.

Курав чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хупӑнӗ.

 

Культура
Шупашкар районӗн администрацийӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Шупашкар районӗн администрацийӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнчи Томакасси ялӗнче чӑваш халӑх юрри-кӗввин фестивалӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Федорова халалланӑ.

Округри фольклор фестивальне вӑйӑ картине тӑнинчен пуҫланӑ. Унта уява пынӑ мӗнпур коллектив хутшӑннӑ.

Унтан вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, чылайӑшӗ Гаврилов Фёдоров репертуарӗнчи хайлавсене янӑратнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-184342541_8913
 

Культура
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ ҫӗнӗ сезон уҫма хатӗрленет. Ун умӗн культура учрежденийӗ спектакльсене синхрон мелӗпе куҫарма 660 ҫӗнӗ наушник туяннӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ.

Чӑвашла лартакан спектакльсене вырӑсла куҫарни наци чӗлхине пӗлмен ҫынсем валли меллӗ. Унсӑр пуҫне гастрольпе тӗрлӗ наци республикинчен килекен спектакльсене вырӑсла итлеме кирлӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, [41], 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, ...473
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 14

1893
133
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
125
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
102
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
40
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
30
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть