Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи кӗпер М-7 федераци трасси ҫинче Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер патне илсе пыракан ҫула хатӗрлӗҫ. Росавтодор тытӑмӗнчи «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна предприятийӗ эстакадӑна кӑҫал тума пуҫлассине пӗлтернӗ. Сӑр юханшывӗ урлӑ кӗпер тунипе пӗрлех вӑл Мӑн Ҫавал урлӑ кӗпере юсаса ҫӗнетӗ. Ҫак хыпара Росавтодор сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хыпарланӑ. Подряд организацинче палӑртнӑ хыҫҫӑн М-7 «Атӑл» автоҫул ҫинчи ӗҫсем 582+300 километрӗ тӗлӗнче пулӗҫ. Кунти ҫӗр час-часах ишӗлнине шута илсе ҫула 33 метр тӑршӗллӗ тимӗр-ботон балкӑсемпе ҫирӗплетӗҫ. Ӗҫе 2020 ҫулта вӗҫлесшӗн. Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере (сӑмах Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи пирки пырать) вара кӑҫал туса пӗтермелле. Кӗпер патне пыракан ҫула хунарсемпе ҫутатӗҫ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Салинче пурӑнакансем валли чарӑну туса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Тӑван Ен» сӑнӗ. Шупашкар районӗн «Тӑван Ен» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Явӑш ялӗн ҫыннисем Ҫул-йӗр федераци агентствин Атӑл-Вятка регионӗнчи автомобиль ҫулӗсен федераци управленине ҫырупа тухнӑ. Вӗсем хӑйсен ялӗпе Вознесенское поселокӗ патӗнчи хӗресленнӗ ҫул тӗлӗнче светофор лартса пама ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне ҫыру авторӗсем ҫак вырӑнти ҫула ҫутатмалла тутарасшӑн. Анчах нумаях пулмасть килнӗ хурав явӑшсене пачах савӑнтарман. Ҫырура каланӑ тӑрӑх, ял ҫыннисен ыйтӑвне 2019 ҫулччен татса пама ҫук иккен. Ку кӑна та мар, хурав панӑ ҫырура ҫулӑн асӑннӑ тӗлӗнчен ҫын палӑртнинчен самай сахалрах каҫнине, ку шут светофор вырнаҫтарма, ҫула ҫутатмалла тума ҫителӗксӗррине асӑннӑ. Апла пулин те ял-йыша лӑплантарнӑ: ҫын мӗн чухлӗ каҫса ҫӳренине тепӗр хут тӗрӗслӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, ку ҫулпа транспорт нумай ҫӳрет. Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне ачасем кӑна мар, аслисем те шикленеҫҫӗ, мӗншӗн тесен йывӑр тиев турттаракан машинӑсем ҫил хӑвӑртлӑхӗпе вӗҫсе иртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян ирхи 6 сехет те 47 минутра Шупашкарти «Элара» савут ҫывӑхӗнчи ҫул ҫаври патӗнче троллейбус линийӗн пӑралукӗ татӑлса кайнӑ. Инкек, «За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, 21-мӗш номерлӗ троллейбус иртсе кайнӑ хыҫҫӑн пулнӑ. Пӑралук «ГАЗель» ҫине ӳксе унӑн тӗкӗрне сиенлетнӗ-мӗн. Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви яваплӑ службӑсем инкеке 20 минутрах пӗтернине ӗнентерме пӑхнӑ, унтан юсав ӗҫӗ икӗ хут ытларах тӑсӑлнине йышӑннӑ. Кун пирки ведомствӑна Шупашкарти троллейбус управленийӗ хыпарланӑ. Троллейбуссем вӑхӑтлӑх чарӑннине пула пассажирсенчен хӑшӗсем транспортран анса ҫуран та утнӑ-мӗн. Анчах, тепӗр хутчен палӑртар, юсав ӗҫӗпе вӑрах аппаланман, инкеке ҫийӗнчех сирсе троллейбуссене ӗҫлеттерсе янӑ. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви халӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫленине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кӳкеҫри Карл Маркс урамӗ Шупашкар район центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансенчен пӗри тротуар ҫуккине «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) ушкӑнра евитленӗ. Унта сӑмах район центрӗнчи Карл Маркс урамӗ пирки пырать. «Машина пулсан ҫынсем тротуарсӑр епле утаҫҫӗ-ши ыйту ҫуралмасть пулӗ», — тенӗ Аня Чемашкина ятлӑ ҫын. Ҫил-тӑманта трасса айккине юр хӳсе лартнипе унӑн ик енӗ те кӗрте ҫаврӑнать-ҫке. Автомобиль ҫук чухне ҫулпа саркаланса пырайӑн-ха, анчах «тимӗр ут» хутланӑ самантра ӑҫта пӑрӑнмалла? Машинӑсемпе тупӑшса ватти-яшшин те утма тивет. Ирӗксӗртен. Пост авторӗ хӑрушӑ урампа ҫынсен киле таса-сывӑ епле ҫитмелли пирки тата хӑҫан та пулсан тротуар туса парӗҫ-ши тесе пуҫ ватать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӗп хулана 5 тоннӑран йывӑртарах машинӑсене кӗме чармашкӑн йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ документа мэрин официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫапла майпа ҫитес тунтикунран пуҫласа Шупашкара кӗмелли ҫулсем ҫинче – тӗпрен илсен, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне тата Улатӑр шоссисенче — виҫев тӗрӗслевӗн стационарлӑ пункчӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ мобильлӗ комплекса хута ярӗҫ. Вӗсем пурте талӑкӗпех ӗҫлӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар хулине ирӗк илмесӗр кӗнӗ водительсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, ку статьяпа килӗшӳллӗн йӗркене пӑснисене 5 пин тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче пуйӑспа «ГАЗель» машина ҫапӑннӑ. Чукун ҫул ҫинчи пӑтӑрмах 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Чукун ҫул каҫҫинче «ГАЗель» ҫине тавар турттаракан пуйӑс пырса кӗнӗ, ӑна вӑл лапчӑтсах лартнӑ. Инкек «Тутаркасси – Кӳкеҫ – Ҫӗнӗ Шупашкар» трасса ҫинче сиксе тухнӑ. Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах пирки хыпарлакан МИХсенчен пӗри 10 вакунлӑ пуйӑс Шупашкар еннелле кайнине пӗлтерет, «ГАЗель» машина вара — Илпеше. Инкекшӗн хӑшӗ айӑпли хальлӗхе уҫӑмлӑ мар, ӑна палӑртӗҫ. «ГАЗель» автомобиль рулӗ умӗнче пулнӑ 48 ҫулти водитель ал лаппине касса янӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫул каҫҫи ҫинче фурӑпа ҫапӑннӑччӗ. Светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ водителе явап тыттарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайона троллейбус ҫӳреттерме тытӑнасшӑн. Ҫавна май унта ҫул ҫаври тӑвасшӑн. Ку проекта пурнӑҫа кӗртме 227 миллион тенкӗ кирлӗ. Ӗҫе 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Аукцион кӗҫех, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртӗ. Ӗҫ виҫӗ тапхӑрпа иртмелле. Пӗрремӗшӗнче Шупашкар проспектӗнчи ҫула тӑватӑ полоса таран сарлакалатасшӑн. Хальлӗхе вӑл 2 полосаллӑ кӑна. Иккӗмӗш тапхӑрта ҫул ҫаври тӑвасшӑн. Виҫҫӗмӗш тапхӑрта микрорайонта троллейбус линине карасшӑн. Диспетчер пункчӗ халӗ маршруткӑсен юлашки чарӑнӑвӗнче пулӗ. Троллейбуса микрорайон тавра ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» холдинг Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене ҫу уйӑхӗнче тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗ. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма мӗнпур класлӑ пуйӑсра, ҫав шутра — пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ «Сапсансенче» те, усӑ курма май килӗ. Кӑҫалхи акци ҫу уйӑхӗпех тӑсӑлӗ. Ҫав вӑхӑтра Раҫҫей тӑрӑх унталла та кунталла пӗр ҫынах тем чухлӗ хутлама ирӗк парӗҫ. Тӳлевсӗр билет туянас тесен вӑрҫӑ ветеранӗсен паспорт, вӑрҫӑ ветеранӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин сусӑрӗ пулнине е «Ленинграда хӳтӗленишӗн» медальпе чысланине ҫирӗплетекен удостоверени кӑтартмалла. Ватӑпа пӗрле ҫула тухнӑ ҫынна та ҫӑмӑллӑх парӗҫ: унран вырӑн таврашӗшӗн, апатшӑн укҫа илмӗҫ. Пӗлтӗр те вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫӑмӑллӑх пулнӑччӗ. Анчах ун чухне вӗсене ҫу уйӑхӗн 3-12-мӗшӗсенче ҫеҫ тӳлевсӗр ҫӳретнӗччӗ. |
Ҫул-йӗр
![]() «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдинг хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑспа инҫе ҫула тухакан пассажирсене какай ҫитерме пӑрахнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсене пулӑпа ҫӑмарта та лекмӗ. Анчах ҫакӑ — вӑхӑтлӑха кӑна. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдингӑн Чулхулари чукун ҫулӗн корпоратив ҫыхӑнӑвӗсен пайӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Алена Чернышева пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗр апат типӗ тытакансене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсене те ирӗксӗрлесе ҫитермӗҫ. Хӑйсене килӗшекен менюна пассажирсем билет туяннӑ чухнех суйлаҫҫӗ. Типӗ тытакансен рационӗпе хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» пуйӑсри пӗрремӗш класлӑ тата услам-класлӑ вырӑнсене билет туяннисене ҫеҫ тивӗҫтереҫҫӗ. Ун пек пуйӑссем Шупашкара ҫӳремеҫҫӗ-ха. Вӗсем, сӑмахран, Мускавран Питӗре тата Чулхулана хутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Фото alev.biz Чӑваш Енӗн Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн патшалӑх инспекцийӗ пуш уйӑхӗнче темиҫе рейд ирттерме палӑртнӑ. Хайхи тӗрӗслевсен графикне хӑйсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫав графикпа килӗшӳллӗн республика шайӗнче профилактикӑпа ҫыхӑннӑ пилӗк тӗрӗслев йӗркелӗҫ. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Ҫуран ҫӳрекен. Ҫул каҫҫи» рейд иртӗ. Уйӑх варринче, 16-мӗшӗнче, инспекторсем «Автобус» ятпа пулакан тӗрӗслеве тухӗҫ. Пуш уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче ҫул ҫине руль умне ӳсӗрле ларса тухнисене тытса чарас тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ, акци ячӗ — «Ӳсӗр водитель». Тепӗр пилӗк кунран, 29-мӗшӗнче, пакунлисем ҫынсем ачисене машинӑра епле илсе ҫӳренине тимлӗрех сӑнӗҫ, ун чухне вӗсем «Ачасем. Упранмалли хатӗрсем» рейда тухӗҫ. Тепӗр кунхине вара инспекторсем «Чукун ҫул каҫмӑшӗ» тӗрӗслев ирттерме планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |