Вӗренӳ
![]() Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче кадр йышӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ку документа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Унта вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма Наталия Скворцовӑна лариасси пирки каланӑ. Наталия Скворцова Сергей Яковлев министрӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Тата маларах вӑл министерствӑра ресурс тивӗҫтерӗвӗн пайӗн консультатӗнче тӑрӑшнӑ. Министрӑн унчченхи ҫумне Надежда Дмитриевӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫав уйӑхрах, унччен темиҫе кун маларах, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн администрациме хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен проректорне Сергей Яковлева шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам – пысӑк ял. Унта шкулсем пур пулсан та ачасем валли вырӑнсем ҫитмеҫҫӗ. Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне пристрой тӑвасшӑн. Ку тӗллевпе 110,5 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Аукцион йӗркелӗҫ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчик 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен шкул ҫумне виҫӗ хутлӑ пристрой тӑвӗ. Унта пуҫламӑш класри ачасем вӗренӗҫ. 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш классем икӗ класс пулӗҫ. Сӑмах май, Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫуртне 1976 ҫулта хута янӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑшӑлвируса пула санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхса кайнӑ вӑхӑтра массӑллӑ мероприятисене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттереҫҫӗ. Шупашкарти шкулсенче юлашки шӑнкӑрава ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче онлайн ирттерӗҫ. Вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсем шкулпа сывпуллашакан ачасене видеотрансляци мелӗпе ырӑ сунӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлнӑ «Шкул эфирӗсен марафонӗ» ҫак уйӑхӑн 29-мӗшӗччен пырӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче шкул ачисем валли онлайн-уйлӑхсем уҫма палӑртнӑ. Вӗсене Шупашкарти шкулсенче 12-шер кунлӑ сменӑпа йӗркелӗҫ. Ҫавсенче ачасем тӗрлӗ ӑсталӑха дистанци мелӗпе кружоксенче тата ӑсталӑх класӗсенче алла илӗҫ, ҫав мелпех онлайн экскурсисенче пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() yandex.by сайтри сӑн Ытти чухне шкул ачисем ҫуллахи канӑва кайсан уйлӑхсем ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вара кӑшӑлвируса пула лару-тӑру урӑхларах пулса тухать. Ҫапах ача-пӑча уйлӑхӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫасшӑн. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, сменӑсене кӗскетесшӗн: 3 эрне мар, 2 эрне тӑвасшӑн. Хальлӗхе ҫуллахи уйлӑхсем ӗҫленине официаллӑ майпа ҫирӗплетмен-ха. Уйлӑха каймалли билетсене ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе сутмалла пулнӑ. Анчах пандемие пула ку ӗҫе каярах хӑварнӑ. Сӑмах май, кӑҫал ҫуллахи уйлӑхсенче 102 пин ытла ача канма пултарӗ. Уйлӑхсем вӗсене йышӑнма хатӗр ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() septem7.ru сайтри сӑн Прокуратура Шупашкарти шкулсене тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр шкулта судпа айӑпланнӑ ҫын ачасене вӗрентнӗ. Сӑмах – 37-мӗш шкул пирки. Ҫитменнине, вӑл 18 ҫул тултарман ачан сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни пирки калакан статьяпа айӑпланнӑ. Саккунра палӑртна тӑрӑх, пурнӑҫа, сывлӑха, ирӗклӗхе, чыса пырса тивекен преступленисемшӗн явап тытнӑ ҫынсен ӗҫлемелле мар. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Директора дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() zen.yandex.ru сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсен тухакансен сывпуллашу каҫӗ пулмасан та пултарӗ. Ку, паллах, кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май халӗ те массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть-ха. Ку ыйтӑва паян ЧР Вӗренӳ министерствинче сӳтсе явнӑ. Ӗнер ҫакӑ та паллӑ пулчӗ: 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем экзамен тытмӗҫ. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене те аслӑ шкула вӗренме кӗрекенсем ҫеҫ тытӗҫ. Паян министерствӑра малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, шкултан вӗренсен тухакансен уяв пулмӗ. Анчах, паллах, вӗсем аттестат илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() sm-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗршывра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кӑткӑсси шкул ачисене экзамен тыттарассине те пырса тивнӗ. Чӑваш Ен вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей Вӗренӳ министерстви 9-мӗш класс пӗтерекенсене вырӑс чӗлхипе математикӑпа экзамен тыттарас мар, отметкӑна ача ҫулталӑк хушшинче епле ӗлкӗрсе пынине тӗпе хурса лартас тесе йышӑннӑ. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тыттармалли вӑхӑта ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен куҫарӗҫ. Хӑҫан экзамен тытассине каярах пӗлтерме шантараҫҫӗ. ППЭ ирттермелли йӗркене те ылмаштарма палӑртнӑ. Вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзаменсене аслӑ шкула вӗренме кӗрес ӗмӗтлӗ ачасем ҫеҫ тыттарӗҫ. 1-8-мӗш классенче вӗренекенсене ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуллахи каникула ярӗҫ, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шкулти анлӑ мероприятисенчен пӗрин саманчӗсем Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта календарьти кунсене сӑнасах тӑраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литература эрнине, сӑмахран, кӑшӑлвируса пула ачасем килте ларнине пӑхмасӑрах анлӑн ирттерме май пултарнӑ вӗсем. Унта кашни класс хӑйӗн ӑсталӑхне май килнӗ таран туллин те тӗрлӗ енлӗн кӑтартнӑ. Чӑваш Республикин элемесӗн кунӗ пирки те манман. «Пирӗн герб, ялав, гимн— халӑх мӑнаҫлӑхӗ», — теҫҫӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче. Ҫавна май викторина ирттернӗ. Ытти тӗрлӗ акцие, конкурса, ӑмӑртӑва, курава та ачасем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Маттурсене тата вӗсене пулӑшса пыракан ашшӗ-амӑшне Хисеп хучӗсемпе Тав хучӗсемпе хавхалантарма палӑртнӑ. Мероприятисене ирттерме шкулти хастар вӗрентекенсем пысӑк тӳпе хывни каламасӑрах паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ulture.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри шкул ачисене ҫуллахи каникула маларах яма пултарӗҫ. Ҫак ыйтӑва халӗ сӳтсе яваҫҫӗ. Ку ыйтӑва оперативлӑ штаб канашлӑвӗнче ҫӗкленӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кун тӗлӗшпе йышӑну хатӗрлеме сӗннӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, эрнере 5 кун вӗренекенсене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каникула ярӗҫ. Эрнере 6 кун ӑс пухакансене ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче юлашки кун вӗрентӗҫ. Ҫапла майпа 1-8-мӗш классен ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуллахи каникул пуҫланӗ. 9-11-мӗш классем ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти «Университет» микрорайонта кӑҫалах шкул тума пуҫласшӑн. Ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа иртнӗ палнеркӑра сӳтсе явнӑ. Олег Николаевич палӑртнӑ тӑрӑх, ку ыйту татӑлнӑпа пӗрех. Халӗ республика правительстви РФ Ҫутӗҫ министерствипе объект строительствине кӑҫалах укҫапа тивӗҫтересси пирки калаҫать. Йӑлтах йӗркеллӗ кайсан ҫитес ҫул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче асӑннӑ микрорайонта ҫӗнӗ шкул уҫӑлмалла. Олег Николаев Шупашкар хула администрацине ку ӗҫе хатӗрленме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |