Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 10 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку хисеп кӑштах чакнӑ. Чирлекенсем те сахалланнӑ. Анчах хальлӗхе ку лӑпланмалли сӑлтав мар. Тӳре-шара пирӗн ҫӗршывра ҫӗнӗ штамм, омикрон, сарӑлнине пӗлтереҫҫӗ, ӑна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ.

Ку таранччен пирӗн республикӑра 4125 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пӗтӗмпе 47214 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 41076-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 55 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 33 ҫын сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑта стационарта тата килте 2013 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх
galashovasv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
galashovasv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пурӑнакан 65 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку вӑл — кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗш тӗлне. Анчах ҫак цифра тӗрӗссипе пысӑкрах та пулма пултарать.

Вилӗмӗн тӗп сӑлтавне патологоанатоми пӗтӗмлетӗвӗ хыҫҫӑн ҫеҫ татса калайраҫҫӗ. Ку тӗпчев валли 30 кун кирлӗ. Ҫапла уҫӑмлатнӑ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви.

Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне илсен, пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑри 4101 пациент кӑшӑлвируса пула вилнӗ.

 

Сывлӑх
Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти 16-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен харӑсах темиҫе ача паян чирлесе ӳкнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче 9 сехет те 52 минутра ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 7 сехет тӗлне илсен шкула 167 ача пыман, вӗсенчен 47-шӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 35 ачан варӗ пӑсӑлнӑ, хырӑм ыратнипе 8-ӑн аптӑранӑ, 3-ӗн — ҫивӗч респиратор чирӗпе. 1 ачана больницӑна вырттарнӑ. 45 ача амбулатори мелӗпе (килте) сипленет.

Чир сӑлтавне палӑртассипе Роспотребнадзор управленийӗ ӗҫченӗсем тата тухтӑрсем ӗнертенпе ҫине тӑраҫҫӗ.

 

Сывлӑх

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗ, медицина факультетӗнче реаниматолога вӗренекенскер, пандеми пуҫлансан медбратра ӗҫлеме пуҫланӑ. Дежурствӑран пушӑ вӑхӑтра Висраил Хаманаев Чӑваш Енре пурӑнакансене лезгинка ташлама вӗрентет.

Студент «Дети гор» ансамбль йӗркелесе янӑ, ӑна хӑйех ертсе пырать. Ун патӗнче чӑвашсем те, эрменсем те, аварсем те, чеченсем те, азербайджансем те ташлаҫҫӗ.

Занятисем хыҫҫӑн Висраил пульницӑна 12 сехетлӗхе дежурствӑна васкать. Кӑҫал кӗркунне вӑл экзаменсем тытать, ун хыҫҫӑн ординатурӑна куҫӗ. Ӑна вӑл ӑҫта ирттерессине хальлӗхе палӑртман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76677
 

Сывлӑх
Марина Карягинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Чӑваш Ен» телерадиокомпанин операторӗ Владимир Синдеев куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Ӗҫтешӗсем ун пирки пултаруллӑ та асра юлакан, хавас кӑмӑллӑ та ҫынна пулӑшма хатӗр ҫын пулнӑ тесе палӑртаҫҫӗ. Тата вӑл пысӑк профессионал пулнине калаҫҫӗ. Кирек мӗнле ҫӗрте те ӑста ӳкерме пултарнӑ: строительство лапамӗнче-и е Патшалӑх Думинче-и... Тата вӑл ӗҫре ялан ҫӗннине ӑша хывма ӑнтӑлнӑ, ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнӑ.

«Чӑваш Ен» телерадиокомпанийӗнче Владимир Синдеев 10 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл 46 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пырать пулин те вилекенсен хисепӗ пысӑк-ха. Иртнӗ талӑкра ав 18 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирус республикӑри 4067 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Паянхи кун тӗлне 47012 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 40928-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 44 ҫын чирленине палӑртнӑ, 29 ҫын сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 2017 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх
Инстаграмри @minzdrav21 сӑнӳкерчӗкӗ
Инстаграмри @minzdrav21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чир-чӗр никама та тиркемест те, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫавна аван пӗлет. Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнчи канмалли кунсемпе усӑ курса вӑл кӑшӑлвирусран ревакцинаци тутарнӑ. Кун пирки Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Республика ертӳҫи хыпарланӑ тӑрӑх, ревакцинацие вӑл «Спутник Лайт» препаратпа тутарнӑ.

«Хама лайӑх туятӑп. Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви кӑшӑлвирусран иммунизацие ҫур ҫулта пӗрре тутарма сӗнет. Ку вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлатӑп, вакцинаци тутарнӑранпа 6 уйӑх иртнисене ревакцинаци витӗр тухса хӑвӑра тата хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсене чиртен хӳтӗлеме сӗнетӗп», – тенӗ Элтепер.

 

Сывлӑх

Тепӗр ҫул хыҫа юлчӗ. Пирӗн ҫӗршыв кӑшӑлвируспа кӗрешме пуҫланӑранпа кӗҫех 2 ҫул ҫитет. Иртнӗ уйӑхра, раштавра, Чӑваш Енре 567 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Чӳк уйӑхӗпе танлаштарсан, 23 ҫын ытларах. Кӑрлач уйӑхӗнче вара 19 пациентӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Иртнӗ талӑкра 58 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Сывалакансен йышӗ 56 ҫын пулнӑ.

Ку таранччен 46577 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 40605 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 19 ҫын чире парӑнтарайман. Паянхи куна республикӑри 3892 пациент кӑшӑлвируса пула вилнӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсенче те кӑшӑлвирусран прививка тумалли пунктсем ӗҫлӗҫ. Ҫав кунсенче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та ревакцинаци тума палӑртнӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вакцинаци пункчӗсем ирхи 8 сехетрен ӗҫлӗҫ. Пациентсене 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1, 2, 7 тата 9-мӗшӗсенче те ҫак графикпех ӗҫлӗҫ. Кӑрлачӑн 3, 4, 5, 6 тата 8-мӗшӗсенче вакцинаци пункчӗсем 8-19 сехетсенче ӗҫлӗҫ.

Канмалли кунсенче вакцинациленмелли пунктсем суту-илӳ центрӗсенче те ӗҫлӗҫ.

 

Сывлӑх

Паянхи куна илес тӗк, республикӑра кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 12-мӗш ҫын вилет. Раштав уйӑхӗнче 4 эрнере 521 пациент пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Юлашки талӑкра 16 ҫын вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 3827 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пневмоние тата чир хыҫҫӑнхи йывӑрлӑхсене пула вилнисем ку статистикӑна кӗмеҫҫӗ.

Паянхи куна республикӑра 46322 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 40415-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 72 ҫын инфекциленнӗ, 51 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2080 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Страницӑсем: 1 ... 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, [52], 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, ...186
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 04

1904
122
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
72
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
26
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ