Республикӑра
![]() Республикӑра ЧР Элтеперӗ ҫумӗнче Ваттисен канашне йӗркелесси пирки хушӑва чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Анчах унӑн йышӗнче кам пулассине халӗ тин татса панӑ. Раштавӑн 11-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче пӗрремӗш тӗлпулу иртнӗ. Тӗрлӗ организаципе орган сӗннӗ 60 кандидатурӑран 18-шне канаш пайташне суйланӑ. Вӗсем пурте — ӗҫ ветеранӗсем, пурте патшалӑх е общество, экономика, ӑслӑлӑх, социаллӑ тытӑм тата ӳнер ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн наградӑна тивӗҫнӗ. Канаш председательне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн унчченхи ректорне Лев Куракова суйланӑ. Унӑн ҫумӗ вара Петр Ивантаев пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре полици майорӗ пулнӑ ҫынна Сергей Иванова шыраҫҫӗ. ЧР ШӖМӗн оперативлӑ шырав пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пуҫиле кодекс статйине пӑснӑшӑн шыраҫҫӗ. Полици майорӗ пулнӑскер 2013 ҫулта «Общественное признание» конкурсра «Ҫулталӑкри ҫын» номинацире ҫӗнтернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, сумла ҫак ята тивӗҫнӗ Сергей Иванова электропередача линийӗсен юписене вӑрланӑшӑн шыраҫҫӗ. Пӗр уйӑх шыраҫҫӗ ӗнтӗ ӑна. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ пулнӑ. Сӑмах май, Сергей Иванов 2014 ҫулта ҫынсене инкекрен хӑтарнӑ. М-7 федераци ҫулӗ ҫинче бензовозпа грузовик ҫапӑннӑ хыҫҫӑн пулма пултарнӑ вӑл. Цистернӑри топливо ҫул ҫине юхса тухнӑ. Сергей Иванов инҫех мар пулнӑ. Вӑл ҫула пӳлнӗ те васкавлӑ службӑсене чӗннӗ, хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Право йӗркине тытса тӑрас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта наркотика тата психотроплӑ ытти япалана хирӗҫ кӗрешессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ. Элтепер яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пушӑ вӑхӑт пуррипе алхаснине палӑртнӑ. Ӗҫлӗ пулсан наркотикпа айкашма та вӑхӑт юлмасть тесе шухӑшлать вӑл. Эрех-сӑра сиенӗ пирки те калаҫнӑ. Республика пуҫлӑхӗ сутлӑха пахалӑхсӑр эрех лекни ҫинчен те чарӑнса тӑнӑ. «Ҫынсем йӳннине кура илеҫҫӗ. Пирӗн ку процеса сӑнаса кӑна лармалла мар. Тухӑҫлӑн витӗм кӳмелле», — тесе каланӑ Элтепер. Ҫав шутра пахалӑхлӑ эрехе ӑҫта туянма май пуррине ӑнлантармаллине те Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача пахчин эскизӗ Йӑлӑм енчи Сосновка поселокӗнчи ача пахчи кивелнӗ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче унта пурӑнакансем патне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Кивви вырӑнне кӗҫех ҫӗннине хута ямалла-мӗн. Архитектура тата хула строительствин управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ача пахчинче 150 шӑпӑрлан валли вырӑн пулмалла. Пӗтӗмпе 8 ушкӑн йӗркелемелле. Ача пахчи Пульница урамӗнче пулӗ. Ҫӗнӗ ача пахчине хальхи условисемпе килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Унта бассейн та пулӗ. Хуҫалӑх блокӗ вара урӑх корпусра вырнаҫӗ. Хальлӗхе архитектура тата планировка енӗпе килӗшӳсем тунӑ. Ача пахчинче 8 вӑйӑ тата спорт лапамӗсем пулӗҫ. Иккӗшӗнче 2–3 ҫулсенчи ачасем вылӗҫ, теприсенче — аслӑраххисем. Ача пахчин территорине хурӑнсемпе, пилешсемпе, хырсемпе, вӗренесемпе, сиреньсемпе тата жасминсемпе илемлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дарья Платонова тунӑ сӑн Республикӑра «Чӑваш пики» конкурс кӑна мар, «Чӑваш Енри топ модель — 2015» конкурс та иртнӗ. Жюри хӗрсем подиум тӑрӑх утма пӗлнине, камера умӗнче хӑйсене тытма пултарнине тата ыттине хакланӑ. Кӑҫал «Чӑваш Енри топ модель» конкурсра 14 ҫулти Ксения Платонова ҫӗнтернӗ. Вӑл унччен гимнастикӑпа кӑсӑкланнӑ. Ксения асӑннӑ конкурса пӗлтӗр те хутшӑннӑ. Анчах ун чухне вырӑн ҫӗнсе илеймен вӑл. Ҫӑпах кӑҫал та хутшӑнма кӑмӑл тунӑ вӑл. Ксения шкулта кӑна вӗренет-ха. Пушӑ вӑхӑтра вӑл спортзала ҫӳрет, ют чӗлхесене вӗренме кӑмӑллать. Сӑмах май, 175 сантиметр ҫӳллӗш пике50 килограмм таять, кӗлетки те унӑн мадельсенни пекех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Анатолий Ивановпа Владимир Романов Айӑпа кӗрсен штрафӑн ҫуррине тӳлеттернипе ҫырлахӗҫ. Анчах ку ҫӑмӑллӑх пурне те пырса тивмест. Водительсене кӑна. Вӗсене те пурне те мар-ха. Йӗркене кӑштах пӑссан, ҫавӑншӑн штрафа ҫийӗнчех тӳлесен водительсене штрафӑн ҫуррине кӑна тӳлеттересси пирки раштавӑн 9-мӗшӗнче республикӑн Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн управленийӗнче ирттернӗ брифингра асӑннӑ ведомство пуҫлӑхӗ Владимир Романов пӗлтернӗ. Ҫӗнӗлӗх килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчен вара тата тепӗр саккун вӑя кӗрет. Вӑл та водительсенех пырса тивет. Суд приставӗсем вӗсем тӗлӗшпе исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑ пулсан хайхисене ҫула тухма чарма пултараҫҫӗ. Кун пек чару, сӑмахран, сывлӑха сиен кӳнине саплаштармалла йышӑну кӑларнисене, алиментпа парӑмлисене, административлӑ штраф тӳлемеллисене пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче «Ҫӑлтӑр» халӑх дружини ӗҫлет. Ӑна Шалти ӗҫсен ветеранӗ, СОБР ӗҫченӗ пулнӑ Василий Хорасев ертсе пырать. В. Хорасев дружининче 10 ҫын шутланса тӑрать. Шутланса кӑна тӑмаҫҫӗ-ха. Шутланса кӑна тӑраканнисене 8 ҫынна ӗҫе вӑхӑтра тухманшӑн дружинӑран кӑларса янӑ. Дружина пайташӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем, полицин участокри уполномоченнӑйӗсем, патрульпе пост служби ҫумне ҫирӗплетнӗ. Дружинниксем графикпа урама дежурствӑна тухаҫҫӗ, рейдсемпе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ вӑхӑтӗнче те вӗсем ӗҫлӗҫ. Дружинника ахаль-махаль ҫынна йышӑнмаҫҫӗ-мӗн. Судпа айӑпланнисен, административлӑ майпа явап тытнисен ун пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар. Полицие пулӑшакансене укҫан хавхалантарма район хыснинче кӑҫал 107 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мария Соловьева тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта 5-мӗш класра ӑс пухакан Валерия Федоровӑна Кремльте иртекен Елкӑна чӗннӗ. 11 ҫулти хӗрача унта раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче кайӗ. Ачасем хӑйсене Президент елкинче юмахри пекех туйӗҫ, киле парнесемпе таврӑнӗҫ. Уява ҫулталӑк тӑршшӗпе хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑ шӑпӑрлансене чӗнеҫҫӗ. Валерия та ку енӗпе палӑрса унта кайма тивӗҫ пулнӑ. Валерия ирӗклӗ кӗрешӳпе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать. Валерия ташлама тата юрлама юратать. Вӑл ача пахчинче воспитатель пулма ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Турцирен килнӗ Джамалеттин Явуза тытса чарни пирки нумаях пулмасть пӗлтерчӗҫ. Ӑна «виза режимне» пӑснӑ тесе ирӗксӗр хӑварнӑччӗ. «Регнум» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, турккӑ официаллӑ майпа «ӑслӑлӑхпа техника ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме» килнӗ. Джамалеттин республикӑри пӗр аслӑ шкулта вырӑс чӗлхине вӗреннӗ. Анчах ку панӑ виза тӗллевӗсемпе пӗр килмест имӗш. Ку шӑп та лӑп Турци Раҫҫей самолетне персе антарнӑ вӑхӑтпа пӗр килнӗ тата. Джамалеттин Шупашкара чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех килнӗ пулнӑ. Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Джамалеттина Раҫҫейрен Турцие ӑсатнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ турккӑ виза режимне пӑсӑнӑ тесе палӑртнӑ. Куншӑн ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Джамалеттин Турцире пӗр аслӑ шкулта ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлет. Шупашкара вӑл чӗннипе килнӗ. Кунта вӑл стажировка тухса доктор диссертацийӗ валли материалсем пухнӑ. Халӗ Джамалеттин Раҫҫее 5 ҫул килеймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче ҫак кунсенче демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑ: унта йӗкӗреш ҫуралнӑ. Шупашкар районӗнче ку таранччен кӑҫал виҫӗ йӗкӗреш кун ҫути курнӑ. Арҫын ачапа хӗрача чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче, 30-мӗшӗнче, ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӗр пӗрчине хӑйне евӗр ят пама шухӑшланӑ. Хӗрача Юна ятлӑ, арҫын ача — Илья. Юна «тӗнчере пӗртен пӗрре» тенине пӗлтерет. 2 килограмшар ытла ҫуралнӑ Юнӑпа Илья ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Янӑш ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |