Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин кунне уявланӑ май республикӑмӑрӑн тӗп хулин историлле пайӗпе паллаштаракан тӳлевсӗр экскурсисем иртӗҫ. Ӑна хулари музейпа туризм центрӗ йӗркелӗ. Экскурсисем ҫурла уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ҫуран утакансен ҫулҫӳревӗсем 1,5-2 сехет тӑсӑлӗҫ. Унӑн маршручӗ ҫапларах: ««Шупашкар» пограничникпа хурал карапӗ – Юханшыв порчӗ – Хӗрлӗ тӳрем – Мускав ҫыранӗ». Гид Шупашкарӑн историйӑпе тата культурипе паллаштарӗ, «Шупашкар» карап ҫине те кӗртсе кӑтартӗ. Экскурсие юханшыв порчӗ патне пуҫтарӑнмалла. Ҫулҫӳреве 10, 13 тата 15 сехетре тухӗҫ. Экскурсие 23-20-36 телефонпа (ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16.30 сехетчен, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн 20 ҫулти каччӑ хваттер чӳречинчен кайӑксене перес тесе ҫынна лектернӗ. Ку ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Дементьев урамӗнче пулнӑ. Пуля хӗрарӑмӑн питҫӑмартине шӑйӑртнӑ, хулпуҫҫинчен лекнӗ. Вӑл пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑшалтан перекен каччӑна часах тупса палӑртнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл чӳречерен кайӑксене пересшӗн пулнӑ, урамри хӗрарӑма вара асӑрхаман. Йӗрке хуралҫисем унӑн пӑшалне туртса илнӗ. Халӗ тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Тинех уҫӑлнӑ! Сӑмах – Шупашкарти «Кӗрӗк» патӗнчи ҫӳлтен каҫмалли кӗпер пирки. Ҫак каҫӑн 2014 ҫултах уҫӑлмалла пулнӑ. Темиҫе подрядчик те улшӑннӑ. Юлашки 8 ҫулта тӳре-шарана куншӑн халӑхран мӗнле кӑна сӑмах тивмен-ши? Халӑха ку каҫҫа «коррупци палӑкӗ» тесе те ят панӑ. Тинех унӑн алӑкӗ ҫинчи ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана илнӗ. Халӗ ҫынсем Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче ҫӑмӑллӑнах каҫса ҫӳреме пултараҫҫӗ. Сӑмах май, халӗ унти ҫула юсаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче ҫӗршыври паллӑ хӑш юрӑҫ килессине пӗлтернӗ. Вӑл – Паскаль. Ытларах ӑна «Шелковое сердце» юрӑпа пӗлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар 62 ҫул тултарнине ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ. Паскаль концерчӗ 18 сехет ҫурӑран пуҫласа 21 сехетчен пулӗ. Хула администрацийӗ куншӑн 366 пин тенкӗ тӳлӗ. Сӑмах май, Паскаль Чӑваш Енре унччен те пулнӑ. Ун чухне те, 2013 ҫулта, вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта общество транспорчӗн маршручӗсене улӑштарасшӑн. Республикӑн тӗп хулинче транспорт реформи 2018 ҫулта пулса иртнӗччӗ. Ҫӗнӗ реформа хулари 9 автобус маршрутне тата 1 троллейбус маршрутне пӑрахӑҫлама палӑртать. 14 автобус маршрутне тата 5 троллейбус маршрутне улӑштарма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ 3 автобус маршручӗ тата троллейбус маршручӗ кӗртесшӗн. 2 автобус маршручӗпе 10 троллейбус маршручӗ унчченхиллех юлӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта 6 автобус маршрутне пӑрахӑҫласшӑн, 2 автобус маршрутне тата 3 троллейбус маршрутне улӑштарасшӑн. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи 101, 101с, 220, 234, 262, 270, 331-мӗш маршрутсене пӑрахӑҫласа троллейбуссем ҫӳретме тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти арҫын полицие пырса 390 пин тенкӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнле пулса иртнӗ. Вӑл каҫхине ҫӳп-ҫап тӑкма тухнӑ. Каялла таврӑннӑ та - хваттер алӑкӗ хӑйех питӗрӗнсе ларнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вара уҫҫи пулман. Кӳршисене сасӑпа вӑратас мар тесе вӑл тусӗ патне ҫӗр каҫма кайнӑ. Ирхине таврӑнсан хваттере кӗрейнӗ. Анчах сӗтел ҫинчи 390 пин тенкӗ пулман. Полици укҫана 49 ҫулти кӳршӗ хӗрарӑмӗ вӑрланине палӑртнӑ. Хайхискер алӑк уҫӑ пулнине курсан шала кӗнӗ, сӗтел ҫинчи укҫана илнӗ те тухса кайнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакансем Республикӑн шыравпа ҫӑлав службинчен сӑпсасемпе вӗлле хурчӗсенчен хӑраса кӑҫал пӗрре кӑна мар шӑнкӑравланӑ. Нумаях пулмасть хулари Гастелло урамӗнчи тата Эгер бульварӗнчи ҫуртсене асӑннӑ хурт-хӑмӑр иленнӗ. Вӗсем хваттерсен чӳречи патне йӑва ҫавӑрнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе йӑвасене пуҫтарса кайнӑ та вӑрмана илсе кайса янӑ. Сӑпсасемпе вӗлле хурчӗсем ӑшӑ вырӑнсене юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫурт-йӗр патӗнче йӑва ҫавӑраҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ специалистсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта ют ҫын машини рулӗ умне ларса тарнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре ҫынсем полицие ҫул-йӗр правилисене пӑсса пыракан водитель пирки пӗлтернӗ. Кӗҫех патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем «Дэу-Нексия» машинӑна чарнӑ. Капотӗнчен тӗтӗм тухнӑ. Водитель ӳсӗрри палӑрнӑ. Арҫын машинӑна автомойкӑран тапратса тарнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл хӑй унта ӗҫлет. Палӑртмалла: 24-рискер унччен машина тапратса тарнӑшӑн икӗ хутчен явап тытнӑ. Хӑйӗн вара права та пулман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗнче ҫӗнӗ директора ҫирӗплетнӗ. Унчченхи пуҫлӑх пӗр-ик кун тимленӗ те пӗр вӑхӑт больница хучӗпе ларнӑ, унтан пӑрахса кайнӑ. Управлени пуҫлӑхӗ пулма халӗ Павел Чернышева шаннӑ. Вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнченпе асӑннӑ тытӑмра директор ҫумӗ, тӗп инженер пулса тӑрӑшнӑ. Унчен тӑватӑ ҫул Шупашкар хула адмнистрацийӗн Калинин район администрацийӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисен администрацийӗсенче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча инфекци пульницинче мачча ҫине ҫыпӑҫтарнӑ плитка хӑйпӑнса ӳкнӗ. Ҫакӑ ҫумӑра пула пулнӑ имӗш. Ҫынсем пульницӑра ҫакна видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Палӑртмалла: пульницӑн ҫак ҫӗнӗ корпусӗ икӗ ҫул каялла кӑна уҫӑлнӑ. «Юрать, никама та пуҫран лекмен. Кун пекки пӗрре кӑна мар пулнӑ. Пациентсене пӗр тухтӑр анчах йышӑнать. Ҫынсем кӑкӑр ачисемпе, 38,5 температурӑпа, 2-3 сехет кӗтсе лараҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |