Хулара
![]() ch.versia.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта 17-мӗш тата 21-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен автобуссенче билет хакӗ ӳсӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗлӗх юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ҫав кунран пуҫласа ку автобуссенче билетшӑн 28 тенкӗ тӳлемелле. Банк карттипе тӳлесен те 28 тенкех кӑларса хума тивӗ. Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче спутник хулара билет хакне ӳстерсе 24 тенке ҫитернӗччӗ. Ку — банк карттипе тӳлесен. Укҫан парсан вара — 26 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ултавҫӑсен пӗлтерӗвӗсем Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын хитре телефон номерӗ илес тенӗ те ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Ҫак арҫын халӑх тетелӗнче хитре телефон номерӗ сутнине курнӑ. Ӑна илес тесе вӑл палламан ҫынна 4 пин те 400 тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн ҫав ҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ, полицие кайса пӗлтернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() travelask.ru сайтри сӑн Паян ирхине Шупашкар ҫыннисем каллех хир сысни курнӑ. Хальхинче вӑл Короленко урамӗнче утса ҫӳренӗ. Пӗччен утакан чӗрчун тротуарпа апат шыранӑ ахӑртнех. Ҫакна ҫынсем видео та ӳкернӗ. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра хулара хир сысни утнине ҫынсем тӑтӑшах курнӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Улма-ҫырла тата Тирек урамӗсенче хир сыснисем ҫӳренине асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() mchs.cap.ru сайтри сӑн Арҫын ача строительство хатӗрӗсемпе выляса чутах шар курман. Ӑна Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. Ачана пулӑшу кирли пирки авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл капрон лента-хӑмӑта алли ҫине тӑхӑнтарнӑ. Кӑштахран вӑл хӗснипе алли шыҫӑнма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен лентӑна ятарлӑ хатӗрпе татнӑ. Вӗсем ачан аллине амантас мар, ӑна ыраттарас мар тесе питӗ асӑрханса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Шупашкарта хӑш-пӗр лавкка сечӗ умне хӑйне евӗр реклама вырнаҫтарнӑ. Унта "Тӑван ҫӗршыв-Анне чӗнет!" /выр. "Родина-Мать зовет!"/ тесе ҫырнӑ. Чӑваш Ен прокуратури ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Тахҫантанпах паллӑ плакатпа тӗрӗс тӗллевпех усӑ курнӑ-и? Ведомство суту-илӳ объекчӗн спецификине те тӗрӗслӗ. Ку ӗҫе прокуратура ытти тӗрӗслев органне те хутшӑнтарӗ. Саккуна пӑснине тупса палӑртсан явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкарти «Вӗренӳ институчӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвне урӑх ят пама сӗннӗ. Кун пирки архитектура тата хула строительствин комиссийӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ. Чарӑнӑва «Волжский» кинотеатр» ят пама сӗнеҫҫӗ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Шупашкар хула администрацине ҫак кинотеатр ертӳлӗхӗ ҫак ыйтупа тухнӑ-мӗн. Комисси мӗнле йышӑну тунӑ? Хальлӗхе пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин общество транспорчӗсене дезинфекцилеме хушнӑ. Ку ӗҫе мӗнпур перевозчикӗн тумалла. Шупашкарти троллейбус управленийӗ транспорта кашни кун дезинфекцилеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Управленине ку тӗллевпе 1 уйӑхра 150 литр дезинфекцилекен препарат гипохлор кирлӗ. Ҫак уйӑхран пуҫласа троллейбуссене ирхине тата каҫхине дезинфекцилеҫҫӗ. Малтан тулаш енне тусанран тасатаҫҫӗ. Ку ӗҫе каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ирхи 7-чен тӑваҫҫӗ. Унтан чӳречесене, тытӑнса пымалли хатӗрсене, ларкӑчсене сӑтӑраҫҫӗ. Юлашкинчен салона гипохлорпа сирпӗтсе тухаҫҫӗ. Ӗҫе вӗҫлесен шӑрши пӗттӗр тесе салона уҫӑлтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбуссем ярасси пирки тахҫанах калаҫма пуҫланӑччӗ. ЧР Элтеперӗ ку ӗҫе ҫитес ҫулах тума тытӑнасшӑн. Мускаври фирма республикӑри агломераци валли 37,5 миллион тенкӗпе транспорт моделӗ хатӗрленӗ. Агломераципе килӗшӳллӗн, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫӳрекен пӗтӗм автобуса пӑрахӑҫласа 3 маршрутпа троллейбуссем ярасшӑн. Элтепер пӗрремӗш маршрута ҫитес ҫул ҫуллах ҫӳреттерме пуҫласшӑн. Икӗ маршрут валли автономлӑ мелпе ҫӳрекен 30 троллейбус кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен Шупашкарта «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑркки ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл кашни канмалли кун, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗччен, пулӗ. Кӑҫал ярмӑрккӑ тӑватӑ вырӑнта ӗҫлӗ: «Николаевски» тата «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫуртӗнче тата Эльгер урамӗнчи ҫӗнетнӗ фермер пасарӗнче. Ярмӑрккӑ канмалли кунсенче 9-15 сехетсенче ӗҫлӗ. Сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чебмедиа" сайтри сӑн Паян Шупашкарти хӑш-пӗр шкулта, аслӑ шкулта, техникум-колледжра савӑнӑҫлӑ линейка вӑхӑтӗнче эвакуаци пулнӑ. Йӑлтах – мина хунӑ тесе килнӗ анонимлӑ хыпара пула. Тӗслӗхрен, Лебедев урамӗнчи 59-мӗш шкулта вӗренекенсем тата педагогсем чечек ҫыххисене йӑтса картиш тулашӗнче тӑнӑ. «На связи» форумра комментари ҫыракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, 39-мӗш шкулта, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗнче эвакуаци пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |