Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи илемлӗ вырӑнсемпе киленес вырӑнне хӑшӗсем пуҫтахланса ҫӳреҫҫӗ. Шупашкарта такамсем Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ. Ӑна ватнипех ҫырлахман, унӑн линзине вӑрланӑ. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче паян ирпе пӗлтернӗ. Те пуҫтахланас тенӗ ӗнтӗ вӗсем, те бинокль килӗшмен, те бинокльти линзӑна куҫ хывнипе ҫапла хӑтланнӑ. Апла-и, капла-и, пуҫтахсене тытсан вӗсене явап тыттарасси куҫкӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Карманкассинче ывӑлӗ ашшӗне вӗлернӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ ӗнтӗ. 23 ҫулти каччӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхине 56 ҫулти ашшӗпе 23 ҫулти ывӑлӗ хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ ҫамрӑк аслине пӑвса лартнӑ. Ашшӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра каччӑна суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта 28 ҫулти каччӑ 20-ри ҫамрӑка вӗлернӗ. Усал ӗҫ тунӑ этеме тытса чарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче 28 ҫулти ӳсӗр ҫамрӑкпа 20-ри ҫамрӑк хушшинче ниме тӑман сӑлтавшӑнах тавлашу сиксе тухнӑ. Сӑмахпа тавлашнипех ҫырлахман — ҫапӑҫма тытӑнса кайнӑ. Ҫав самантра аслӑрах каччӑ кӗсьерен пекӗ туртса кӑларнӑ та кӗҫӗнреххине унпа кӑкӑрӗнчен яшлаттарнӑ. Пӑтӑрмаха асӑрханисем васкавлӑ пулӑшу чӗннӗ, анчах каччӑ больницӑри реанимаци уйрӑмӗнче кӑштахран вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vse42.ru сайтри сӑн Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ку пысӑк инкек Селикат урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ачана иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пӗчӗкскер ун чухне чӗрех пулнӑ. Шел те, васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен вӑл вилнӗ. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче 1 ҫулти ача 9-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Андрей Михайлов тунӑ Паян кӑнтӑрла Атӑл ҫинчи утрав ҫунма пуҫланӑ. Сӑмах Муркаш районӗнчи Васильевка выҫҫӑлккине хирӗҫ вырнаҫнӑ Амоксар утравӗ пирки пырать. Ҫак утрав ҫинче вӑрман та, хуралтӑ таврашӗсем те пур. Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспоненчӗ Андрей Михайлов пӗлтернӗ. Вӑлах сӑнӳкерчӗксем янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасра ҫамрӑк арҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатма шутланӑ. Ҫитменнине, хӑй ӳсӗр пулнӑ. Ку инкек 18 сехет те 10 минутра пулнӑ. Путнӑ арҫын 35 ҫулта пулнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен 5-шӗ – ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ria.ru сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 14 сехетре Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пӗрремӗшпе иккӗмӗш хутсен хушшинче арҫын виллине тупнӑ. Кӗлетки ҫинче ҫуннӑ йӗрсем пулнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫак ҫуртрах пурӑннӑ, вӑл 28 ҫулта пулнӑ. Хайхискер хваттертен тухса хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следственный комитет тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр предприятире производство цехӗнче инкек пулнӑ. Унта 56 ҫулти арҫын шар курнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ. Вӑл ҫурмафабрикатсем упрамалли бункера тасатма кӗрсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине керамзит тӑкӑннӑ. Арҫын сывлӑш ҫитменнине ҫавӑнтах вилнӗ. Ку инкек мӗншӗн пулнӑ? Тивӗҫлӗ органсем палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑ ҫынсем ӗҫченӗсем ӗҫ сыхлавӗпе дисциплинине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслесе ҫитерейменнипе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Шӑрӑхра нумай ҫын шыва кӗрсе уҫӑлать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ. Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта арҫын путса вилнӗ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Инкек паян 17 сехет тӗлнелле пулнӑ. Арҫын виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вырӑнта оперативлӑ службӑсем ӗҫленӗ. Халӑх кореспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 45 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 8 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра хуралтӑ таврашӗ, пӳрт тӑрри ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм 238 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Пушарнӑйсем унпа пӗр сехете яхӑн кӗрешнӗ. Ҫулӑм вӑйлӑ алхаснине кура вӗсем тепӗр икӗ бригада чӗннӗ. Ҫавна кура пушар 1-БИС рангри пулнине палӑртнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |