Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров республикӑна килнӗ. Вӑл чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата пултарулӑх интеллигенцийӗ ирттернӗ тӗлпулӑва хутшӑннӑ. Тӗлпулу Наци музейӗнче иртнӗ. Юхма Мишши хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине, «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑскере, хӑтланӑ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Тӗпчев публикацине кӑларнӑ ҫӗре Мускав, Тутарстан, Ҫурҫӗр Кавказ ҫыннисем те хутшӑннӑ. Юхма Мишши хӑйӗн ӗҫне Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президентне халалланӑ. Тӗлпулу кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче иртни те ахальтен мар. Ҫак кун, 1994 ҫулта, Николай Федоров президент должноҫне йышӑннӑ. Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарас ӗҫ тӗлӗшпе тимлӗ пулнӑшӑн тав тунӑ, Иван Яковлевӑн наци премине панӑ. Николай Федоров вара Шупашкар районӗнчи вулавӑшсене 1000 кӗнеке парнеленӗ. Куншӑн вӗрентекенсем питӗ савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Алексей Аксар чӑваш халӑх поэчӗн сӑввине вулать Паян — чӑваш халӑх сӑвӑҫин Петӗр Хусанкайӑн ҫуралнӑ кунӗ. Ҫут тӗнчене вӑл шӑп та лӑп 110 ҫул каялла килнӗ. Ҫак куна асра тытса чӑваш хастарӗсен пӗр пайӗ кашни ҫулах унӑн вилтӑприйӗ ҫине ҫитсе паллӑ поэта асӑнать, сӑвӑ вулать. Ку йӑлана кӑҫал та пӑрахас темерӗҫ, Питӗр Хусанкайӑн вил тӑприйӗ патне ҫитсе ӑна асӑнчӗҫ, паллӑ сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗнчи тата унпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ самантсене аса илчӗҫ. Ытти ҫулсемпе танлаштарсан паян ачасем йышлӑн килчӗҫ. Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкул ачисем малтанах Чернышевский ячӗллӗ вулавӑша ҫитсе поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ, кайран вара Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ ҫӑва ҫине ыттисем патне килчӗҫ. Шӑп та лӑп ҫавӑнта Петӗр Хусанкай хӑйӗн канлӗхне тупнӑ та. Кӑҫал та ытти ҫулсенчи пекех мероприятие Владимир Степанов, Геннадий Дегтярёв, Алексей Аксар, Владимир Милютин, Аҫтахар Плотников тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Хыпар» хаҫат тавра калаҫу иртрӗ — унӑн тиражне ӳстерес тесен мӗн тумалла, мӗнле ҫул суйласа илмелле? Ҫӗнӗ директорӑн (нарӑс уйӑхӗнче ҫак вырӑна кама лартассине татса памалла) мӗнле ӗҫлемелле, мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе лару-тӑрӑва улӑштарма пулать? Паян эпир сире ҫав калаҫура сӗннӗ шухӑшсемпе паллаштаратпӑр. Видеотавлашӑва Арсений Тарасов, Владислав Николаев, Тимӗр Тяпкин, Дмитрий Моисеев, Алексей Леонтьев, Аҫтахар Плотников, Станислав (Убасси) Александров, Александр Белов хутшӑнчӗҫ — журналистсем те, ҫыравҫӑсем те, тӗп редактор пулнисем те пулчӗҫ. Калаҫӑва вӗҫленӗ май 110 ҫул ытла пурӑннӑ хаҫата ҫутӑ малашлӑх сунчӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() Нарӑс уйӑхӗн 7–12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче чӑваш кӗввин фестивалӗ иртӗ. Вӑл 5 куна тӑсӑлӗ. Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗнетнӗ «Шывармань» постановкӑна курма май пулӗ. Ӑна сцена ҫине 2010 ҫулта пӗрремӗш хут тухнӑ. Унта Сарпипе Атнер юратӑвне кӑтартнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӑнасене «Нарспи» опера кӑтартӗҫ. Ӑна Хусанта, Чӗмпӗрте, Йошкар-Олара, Мускаври оперетта театрӗнче лартнӑ. Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче «Сарпике» спектакль курма май пулӗ. Вӑл республикӑра иртнӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав – 2013» театр конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Нарӑсан 12-мӗшӗнче гала-концертра чӑваш классикин шедеврӗсем янӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче, вӑл Правительство ҫумӗнче мар хаҫатсен шутне кӗрет, Михаил Игнатьев Элтепер ҫуралнӑ тӑрӑхра, Шупашкар районӗнчи Янӑшра, районти Акатуя ирттерме хыпарлакан информаци пичетленчӗ. Анчах темшӗн ку хыпара хӑшӗсем кутӑнла йышӑннӑ, ырӑ хыпар айне тем тӗрлӗ комментари хӑвараҫҫӗ. Республика ертӳҫи Михаил Васильевич вӑл тӑрӑхран пулнипе унта ирттереҫҫӗ, унтисем иртӗхеҫҫӗ тесшӗн. Хам та Шупашкар район ҫынни пулнӑ май унти пурнӑҫа сӑнаса тӑратӑп. Район администрацине Георгий Егоров ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн вӑл муниципалитетра Акатуя райцентрта унчченхи пек ирттерессине пӑрахӑҫланӑччӗ. Георгий Иванович республикӑри евӗртерех йӗркелеме пуҫланӑччӗ: ял тӑрӑхӗсем хушшинче конкурс ирттереҫҫӗ те ҫӗр ӗҫченӗн уявне ӑҫта йӗркелессине палӑртаҫҫӗ. Республикӑри Акатуй та ҫавӑн пек иртет-ҫке: Шупашкарта уявланипе пӗрлех пӗр-пӗр районта ирттереҫҫӗ. Шупашкар районӗнче вара Кӳкеҫре йӗркелемеҫҫӗ, пӗр-пӗр ял тӑрӑхӗнче пухаҫҫӗ. Пӗлтӗрхи конкурсра Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗччӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци телекуравне Раҫҫейӗпех кӑтартма тытӑнасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Ку ыйтӑва телеканал ертӳлӗхӗ ЧР информаци политикин министрӗпе Александр Ивановпа сӳтсе явнӑ. Унта ҫӗршывра эфира тухмалли спутник операторне суйлани пирки те калаҫнӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш наци телекуравӗ Чӑваш Енре пурне те кӑтартмалла тумалли федераци конкурсне хутшӑнать. Программӑна хатӗрлемешкӗн телеканал коллективне кӑна мар, пысӑк тата вӑтам услам ҫыннисене, предприяти ертӳҫисене, спорт тата культура мероприятийӗсене йӗркелекенсене те чӗнсе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Автор: Васильева Галина Аркадьевна Эпӗ Упи ялӗнче пурӑнатӑп. Вӑл Ҫавал шывӗ хӗрринче ларать. Анчах та ку тӗлте Ҫавал питӗ ансӑр та ӑшӑх. Инҫех те мар кӳлӗсем ҫуталса выртаҫҫӗ. Вӗсене тӗрлӗ сӑлтава кура ят панӑ. Тӗпсӗр кӳлӗ тесе ӗлӗк-авал кӳлӗ тӑршшӗне вун икӗ вӗрен ҫыхса виҫсе пӑхсан та ҫитейменнишӗн каланӑ. Торф кӑларнӑ вырӑнта пулса кайнӑскерне Торф кӳлли тенӗ. Йывӑҫсем ӳснине кура Сархурӑн кӳлли ят панӑ. Пирӗн тӑрӑхра шыв ытларах ҫырмасенче. Ҫавӑнпа та кунти ялсем ҫырмасем тавра вырнаҫнӑ. Вӗсене ял ячӗпе Кушар ҫырми, Тусай ҫырми тенӗ. Пӗвесем те пур пирӗн енче. Ултӑ пӗверен иккӗшне тӑвакан ҫыннӑн ячӗпе панӑ: Йӑван пӗви, Акахвун пӗви. Пӗвен калӑпӑшне, тарӑнӑшне кура пӗрне Мӑн пӗве, теприне Тарӑн пӗве тенӗ. Ӑҫта ларнине палӑртса пиллӗкмӗш пӗвине Униче пӗви тесе каланӑ. Мана ытларах Хура Киремет пӗви мӗне пӗлтерни кӑсӑклантарчӗ. Ман кукаҫин йӑхӗ — авалхи йӑх. Упахимпа Телейпи ятлӑ ҫынсенчен пулса кайнӑ. Упахим каласа панине ачисем ламран-лама ҫитернӗ. Кукаҫи мана хӑй мӗн пӗлнине каласа пачӗ. Ӗлӗк чӑвашсем Киремете ӗненнӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() «Чӑваш халӑх сайчӗ» ирттернӗ «Ҫулталӑк ҫынни – 2016» ыйтӑмӑн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Сасӑлав чылай вӑхӑт пычӗ — иртнӗ ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче пуҫларӑмӑр та ӗнер кӑна вӗҫлерӗмӗр. «Ҫулталӑк ҫынни – 2016» номинацие эпир 2016 ҫул хушшинче пысӑк ӗҫсемпе палӑрнӑ ҫынсене кӗртрӗмӗр. Тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракансене тӑратрӑмӑр — унта тӳре-шара та, спорт ӑстисем те, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем те пулчӗҫ. Кама тӑратнӑ — чӑннипех те пурте «Ҫулталӑк ҫынни» ята тивӗҫлисем. Мала тухманнисен «Шел те, эпӗ мала тухаймарӑм», — тесе ӳпкелешме кирлӗ мар. Сасӑлав халӑх суйлавне палӑртма ҫеҫ кирлӗ пулчӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ палӑртни вӑл пӗр япала, халӑх суйлани вара — тепӗр япала. Сасӑлава пӗтӗмлетнӗ май «Ҫулталӑк ҫынни – 2016» ята Мускавра пурӑнакан чӑвашсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсенчен пӗри вӑл — Мускаври пирӗн республикӑн элчелӗхе ертсе пынӑ Леонид Волков. Тепри — Мускаври пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Болгарский. Вӗсемшӗн халӑх пуринчен те ытларах сасӑларӗ. Леонид Волкова эпир «сӗтев илнӗ тесе айӑпланине хирӗҫ тивӗҫлӗн кӗрешнӗшӗн» тесе тӑратнӑччӗ. Унсӑр пуҫне, палӑртас пулать, элчелӗхе ертсе пынӑ вӑхӑтра Мускаври чӑвашсене вӑл чӑннипех те вӑйлӑ ҫӗклерӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Праздники, обряды и верования чувашского народа» ятпа кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ — 1500 экземпляр. Издательствӑн аслӑ редакторӗ Ольга Федорова ку ӗҫе ытти ҫавӑн йышшисенчен туллирех тата никӗс ӗҫ тесе хаклать. Кӗнеке авторӗ — истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей наукӑсен академийӗн Антропологипе этнографи музейӗн пайӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антон Салмин. Антон Салмин хӑй ӗҫӗнче чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки тата хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӗнеке ултӑ сыпӑкран тӑрать. Йӑла-йӗркене, ҫи-пуҫа тата пӗлтерӗшлӗ ытти хӑш-пӗр ене уйрӑммӑн халалланипе пӗрлех ҫутҫанталӑкпа та туллин паллаштарнӑ. Кӗнекене илемлӗ ӳкерчӗксем пуянлатнӑ. Кӑларӑма кун ҫути кӑтартма РФ Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентстви укҫа уйӑрса пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |