Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кавал

Кавал, — Чӑваш Енӗн Вӑрмар районӗнчи ял. 1922 ҫулччен Ҫӗнӗ Кавал ятлӑ пулнӑ.

1927 ҫулчен Ҫӗрпӳ уесне кӗнӗ. Малтан Кавал вулӑсне кӗнӗ, кайран, 1926 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗ хыҫҫӑн Вӑрмар вулӑсне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1 хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Вӑрмар районне кӗрет
.'>Image:x%5Fcf42019d.jpg_Кавалти теп шкул
Кавалти теп шкул

Ви́ктор Ефре́мович Рзай (1906 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ, Кавал ялӗ, Вӑрмар районӗ, Хусан кӗперни, (халӗ Чӑваш Ен) — 1970 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ Шупашкар) — чӑваш прозӑҫӗ тата литература тишкерӳҫи.

Туртуш Вениамин Иванович, — чӑваш сӑвӑҫи. 1912 ҫулта Чӑваш Енӗн Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ҫуралнӑ. 1943 ҫулта вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.

Исаев Мӗтри (паспортри ячӗ Исаев-Авраль Дмитрий Владимирович), — чӑваш ҫыравҫи, литература тишкерӳҫи. 1905 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ҫуралнӑ. 1930 ҫулхи ака уйӑхӗн 18 вилнӗ.

'>Image:p10104642.jpg_Аслӑ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ салтаксен палӑкӗ
Аслӑ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ салтаксен палӑкӗ

А. Егоров ҫырса хӑварнинчен Кавал ял тӑрӑхӗнчи юмӑҫ аппасем(карчӑксем):
1) Огани аппа, тетушка Агафья вар пусакан
2)Степан Егоров ал тымарне тытса пиллекен, малашне ырӑ-усал пулассине пӗлнӗ.

Карак суваре- юхан шыв ячӗ. Ҫак вырӑнта, каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ӳссе кайнӑ йывӑҫсемпе кӳлӗ пулнӑ. Ҫак вырӑнта выльӑх-чӗрлӗх пасарӗ пулнӑ (Юмашево ялӗнче), кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл Кавал ялне куҫнӑ. Ҫав вӑхӑтри пасар хальхи куна та сыхланса юлнӑ.
А. Егоров- Маслова ялӗнчи учитель, тӗпчекен.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

nastya2109 тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-23 10:49:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4051 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем