Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Совхознӑй

Совхознӑй (выр. Совхозный) — Чӑваш Республикин Етӗрне районне кӗрекен поселок. Йӑвански ял тӑрӑхӗн администраци тӗпӗ. Республикӑн тӗп хулинчен — Шупашкартан 72 ҫухрӑмра, район центрӗнчен — Етӗрнерен 14 ҫухрӑмра, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗнчен 72 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Географи

Поселок Чӑваш Республикин хӗвеланӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл Сӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, район тӗпӗнчен — Етӗрне хулинчен ҫурҫӗр-ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннелле 11 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Поселок федераци шайӗнчи М-7 «Атӑл» автомагистраль ҫумӗнче ларать.

Историйӗ

Поселока 1963 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче лаша савучӗн малтанхи 1-мӗш участокӗн вырӑнӗнче йӗркеленӗ. 1963 ҫултанпа Етӗрне районне кӗрет. Ял тӑрӑхӗсем йӗркеленнӗренпе (2006 ҫултан) поселок Йӑвански ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ ҫулсем тӑрӑх:

  • 1939 ҫул — 76 ҫын (37 арҫын, 39 хӗрарӑм);
  • 1979 ҫул — 192 ҫын (88 арҫын, 104 хӗрарӑм);
  • 2002 ҫул — 125 кил, 354 ҫын (169 арҫын, 185 хӗрарӑм);
  • 2010 ҫул — 116 кил хуҫалӑхӗ, 320 ҫын (152 арҫын, 168 хӗрарӑм).

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, поселокра 320 ҫын пурӑннӑ. Чӑвашсем, вырӑссем тата ыттисем те пурӑнаҫҫӗ.

Инфраструктура

Поселокра социаллӑ инфраструктурӑн ҫак объекчӗсем пур:

  • ача пахчи;
  • фельдшерпа акушер пункчӗ;
  • вулавӑш;
  • клуб;
  • 2 спорт лаптӑкӗ;
  • ҫыхӑну уйрӑмӗ;
  • 2 лавкка.

Экономика

Экономика тӗпӗ — ял хуҫалӑхӗ. 2010 ҫулта поселок территорийӗнче «В. И. Чапаев ячӗллӗ ӑратлӑ лаша савучӗ» УАО ӗҫленӗ. Поселок ҫыннисем ҫавӑн пекех хӑйсен хушма хуҫалӑхӗнче ӗҫлеҫҫӗ.


 
Категорисем: Совхознӑй
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-29 09:04:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем