Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тепикасси

Тепикасси (выр. Тебикасы) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗнчи ял. Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗнче, район центрӗнчен — Ҫӗрпӳ хулинчен — ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле тӳррӗн 8 километр яхӑн вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫити 30 километр, чукун ҫул станцине ҫити — 18 километр.

Истори

Ял 1719 ҫултанпа паллӑ. Малтанхи ячӗ — Искеево. Историри документсенче ӑна ҫавӑн пекех Тебеки тож тата Тибикасы тесе асӑннӑ. XIX ӗмӗрте Тепикасси хальхи вӑхӑтра ҫук Бажарова ялӗн околотокӗ пулнӑ.

Пурӑнакансем — чӑвашсем. 1724 ҫулччен вӗсем ясак тӳлекен хресченсен категорине кӗнӗ, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пулнӑ. Ҫавӑн пекех ял ҫыннисем щетка тата пичке тӑвас, тимӗрҫӗ, чӑпта ҫапас, ҫӗвӗ ӗҫӗсемпе ӗҫленӗ.

1882 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнчен пуҫласа ялта хутла вӗрентекен шкул ӗҫленӗ. 1920-мӗш ҫулсенче пӗрремӗш пусӑмри шкул ӗҫленӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче лашапа ӗҫлекен кӗрпе арманӗ пулнӑ.

1920 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗнче тӑмран, йывӑҫран, шӑвӑҫран тата тимӗртен япаласем тӑвакан вӗренӳпе кӑтартмалли ӗҫ эртелне йӗркеленӗ. 1929 ҫулта ялта «Пожанар» колхоз йӗркеленнӗ.

Администраци тӗлӗшӗнчен ял XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Ҫӗрпӳел тата Ҫӗрпӳ вулӑсӗсене кӗнӗ. 1927 ҫултанпа Ҫӗрпӳ районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

Ялти халӑх йышӗн динамики:

  • 1719 ҫул — 31 кил, 107 арҫын;
  • 1747 ҫул — 91 арҫын;
  • 1795 ҫул — 36 кил, 98 арҫын, 107 хӗрарӑм;
  • 1858 ҫул — 228 арҫын, 245 хӗрарӑм (Резинкино околоткӗпе пӗрле);
  • 1897 ҫул — 121 арҫын, 198 хӗрарӑм;
  • 1926 ҫул — 90 кил, 200 арҫын, 214 хӗрарӑм;
  • 1939 ҫул — 180 арҫын, 201 хӗрарӑм;
  • 1979 ҫул — 119 арҫын, 143 хӗрарӑм;
  • 2002 ҫул — 68 кил, 209 ҫын (100 арҫын, 109 хӗрарӑм);
  • 2010 ҫул — 74 кил хуҫалӑхӗ, 202 ҫын (96 арҫын, 106 хӗрарӑм).

Экономика тата инфраструктура

2010 ҫулта ялта «Хорошавин» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫленӗ. Икӗ лавкка тата суту-илӳ киоскӗ пулнӑ.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Тепикасси
 
Статья каҫми() :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-30 22:50:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем