Яковлев Константин Яковлевич — чӑваш педагогӗ, математика вӗрентекенӗ. Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи Толик Хураски вӑтам шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Яковлев Константин Яковлевич 1909 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи (хальхи Чӑваш Республики) Шешкенер ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.
Педагогика пӗлӗвне илнӗ. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ вӑтам шкулӗнче математика вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ.
1939 ҫулта ӑна Шупашкар районӗнчи Толик Хураски вӑтам шкулне математика вӗрентекенӗн должноҫне куҫарнӑ. 1939 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫак шкулӑн директорне лартнӑ. Шкула вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ертсе пынӑ.
1942 ҫулта Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне мобилизациленӗ. 369-мӗш стрелоксен полкӗн уйрӑм командирӗ, рота ҫыравҫи, батальонӑн аслӑ ҫыравҫи пулса хӗсметре тӑнӑ. 1944–1945 ҫулсенче Мускаври ҫарпа политика училищинче вӗреннӗ. Училищене вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1-мӗш Инҫет Хӗвелтухӑҫ фронтне 10-мӗш мотомеханизациленӗ корпуса батальон парторгӗ пулма янӑ. 1946 ҫултан пуҫласа Тинӗсҫум ҫар округӗн Политуправленийӗн начальникӗн аслӑ адъютанчӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Запаса тухсан педагог ӗҫне таврӑннӑ. Толик Хураски вӑтам шкулӗнче ӗҫне малалла тӑснӑ, директор должноҫӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫын шутланнӑ — 99 ҫул яхӑн пурӑннӑ.
Яковлев Константин Яковлевич 2008 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ялӗнче вилнӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 