Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Ӑстакасси

Ӑстакасси
Пирӗн яла малтанах Собачкино тенӗ. Ӑна ҫакӑнтан каланӑ тет. Пирӗн ялтан инҫех мар пӗр улпут пурӑннӑ тет. Вӑл хӑйӗн тарҫисене темиҫе хут та янӑ тет куланай пуҫтарма. Лешӗсем пуҫтарса парайман тет. Вара ҫав улпут пирӗн яла хӑй пынӑ тет. Вӑл килессине пӗлсе ялти ҫынсем пурте килӗсенче хупӑнса ларса никама та кӗртмен тет.
Вара вӑл ҫапла каланӑ тет: «Здесь не люди живут, а собаки», – тенӗ. Вара ҫавӑнтан ку яла Собачкино тесе ят панӑ.
Халӗ ҫак яла Ӑстакасси теҫҫӗ. Ҫакӑн пек улпута кӗртменшӗн ытти ял халӑхӗсем пирӗн ял ҫыннисене питӗ ӑста ҫынсем тенӗ тет. Тата пирӗн ял вырӑнӗнче ӗлӗк вӑрман пулнӑ. Ҫав вӑрманпа халӑх усӑ курма пӗлнӗ тет. Урапасем, ҫунасем, сӗтел-пукан тата тӗрлӗрен япаласем тунӑ. Ҫавӑнтан та ӑста тенӗ тет. Вара Ӑстакасси тесе калама пуҫланӑ.
А.Васильева ҫырса илнӗ. – ЧПГӐИ ӐА, I, 569, 7002, 121 л. Элле фончӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Kharima тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-10 08:29:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1837 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем