Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ака уйӑхӗн 13 Чӑваш Ен халах артисчӗ, культурӑна ӳнер чаплӑ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерациӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, К. С. Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалах преми лауриачӗ Терентьев Геннадий Терентьевич ҫӗре кӗчӗ.

Геннадий Тереньтев 1929 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17 Чӑваш Енӗн Вӑрмар районӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

1970 ҫултан Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. 1976 ҫулта ӑна Чӑваш АССР халӑх артисчӗ ятне панӑ. 1982 ҫулта РСФСР тава тивӗҫлӗ артист ятне тивӗҫлӗ пулнӑ. 1971 ҫулта К. С. Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалӑх премиӗн лауриачӗ пулнӑ.

Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи студине вӗренсе пӗтернӗ. 1954-1998 ҫулсенче унта ӗҫленӗ.

Нумай рольсенче вылянӑ, вунӑ ытла пьеса авторӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем: «Энӗш хӗрринче», «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере».

Ҫавӑн пекех вӑл телевидени фильмӗсенче темҫе роль вылянӑ, фильмсене чӑваш дубльӗсем тунӑ чухне хутшӑннӑ.

 

Ака уйӑхӗн 17 Элӗкри культурӑпа кану центренче Регенсбург хулари Альбрехт Альтдорфер ячӗллӗ гимназин «Биг Бэнд» нимӗҫ духовой оркестрӗн концерчӗ иртнӗ. Оркест шутне 41 гимназист кӗрет, вӗсене Барбара Бэр ертсе пырать. Пӗрремеш хут оркест Чӑваш Енре 2000 ҫулта килсе кайнӑ. Вӗсем ун чухне Элӗкри тата Тени шкулӗсенче концертсем панӑ.

Элӗқ шкул вӗренекенӗсем вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, ҫавӑн пекех малтан хӑйсен шкулӗнчи оркест кӗввипе савӑнтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасем умӗнче ыр сӑмахпа Элӗк районӗн ҫут ӗҫ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ тухса каларӗ.

Нимӗҫ оркестрӗн репертуарӗ шутне чӑваш юррипе кӗввисем те кӗреҫҫӗ. Сӑмахран, Чӑваш Ен гимне, «Вӑрманта, ҫырлара», тата ыттисем.

 

Темиҫе кун маларах Хусанта космонавтика кунне халаласа юртӑ лашасен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри 15 регионти лаша хутшӑннӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи назедниксем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. "Агросервис" ООО ертӳҫи А.В.Максимов ертсе пыракан "Педагогика" юртӑ лаши 2400 метр хушшине 3,21 мин хушшинче чупса тухса пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ.

 

АКА
10

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 10.04.2006 13:07 |

"Карӑш" центрӗ тата Шупашкар хулин культура пайӗ Ӑс-хакал ҫулталӑкне халалласа "Фиалкӑсемпе кактуссем" курав иртереҫҫӗ.

Енчен те сирӗн хӑвсамӑр фиалка е кактус ӳсентӑрансен пухусем пур пулсан эсир те вӗсене курава илсе килме пултаратӑр. Хутшӑнмалли заявкӑна эсир ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен 62-27-77 телефонпа пама пултаратӑр.

 

Курав адресӗ: Хевешски урамӗ, 31-а. Ӗҫ вӑхӑчӗ: Ака, 15 — 10 сехетпе 16 сехетчен; Ака, 16 — 10 сехетпе 15 сехетчен.

 

Пуш уйӑхен 5-мӗшӗнче оперӑпа балет театрӗнче Рыбакова Светлана Николаевна 50 ҫул тултарнине халалласа юбилей каҫӗ иртӗ. В. А. Моцартӑн "Фигаро туйӗ" спектакӑле кӑтартӗҫ, Сюзанна ролӗнче Светлана Рыбакова пулӗ.

Пурне те юбилей каҫне чӗнетпӗр.

 

 

2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25 кашни ҫул иртекен Мускав Чӑваш Пики ятлӑ конкурс иртнӗ.

Мисс Мускав Чӑваш Пики 2006 титулне Леонтьева Зоя тивӗҫнӗ. Леонтьева Зоя Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ чӑваш хӗрӗ. Халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать.

1-мӗш вице-мисс Мускав Чӑваш Пики 2006 титулне Ербулаткина Эльвира тивӗҫнӗ. Ербулаткина Эльвира та Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ чӑваш хӗрӗ. Вӑл та Мускавра ӗҫлесе пурӑнать.

Вице-мисс Мускав Чӑваш Пики 2006 титулне Васильева Ксения тивӗҫнӗ. Васильева Ксения Мускавра ҫуралнӑ чӑваш хӗрӗ. Халӗ Мускавра пурӑнать, вӗренет.

Конкурса пӑхма килнӗскерсене Васильева Ксения килӗшнӗ.

 

Мисс Мускав Чӑваш Пики 2006 тата 1-мӗш вице-мисс Мускав чӑваш пики 2006 титулне тивӗҫнӗ хӗрсем Раҫҫей Чӑваш Пики 2006 конкурса хутшӑнӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксене кунта курма пултаратӑр.

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 21 Чӑваш патшалах филармониӗнче Светлана Асамат пултарулах каҫӗ иртнӗ. Пултарулах каҫӗнче чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ пултарулахне кӑтарнӑ. Ансамбль С. Асаматӑн виҫӗ юррине юраласа кӑтартрӗ.

Ҫавӑн пекех пултарулах каҫне Тутарстанри, Пушкӑртстанри тата Оренбургпа Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсем килсе курнӑ.

Светлана Асамат 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24 Чӑваш Енӗн Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Раҫҫейри ҪП тата 1997 ҫултанпа Чӑваш Енӗн ҪП членӗ. 1991 ҫултанпа Чӑваш Енӗн кӗвӗҫӗсен ассоциациӗн членӗ. 1997 ҫулта Чӑваш Енӗн исскуствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне тивӗҫлӗ пулнӑ. 1989 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Ен Комсомолӑн премиӗн лайриачӗ пулнӑ. 9 сӑвӑ пуххи пичeтлесе кӑларнӑ.

 

Юлашки уйӑхсем хушшинче Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ: ача-пӑча, илемлӗ литература, вӗренӳ кӗнекисем, ӑслӑлӑхпа популярлӑ литература.

Ӑслӑлӑхпа популярлӑ литература шучӗнче «Спортсменсем», «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ», «Чӑваш Ен журналисчӗсем» кӗнекисене асӑнмалла.

Чӑваш чӗлхи ҫинче тухнӑ илемлӗ литература:

* Денис Гордеевӑн «Пӑсташ»;

* Георгий Ефимовӑн «Телейсӗр чух телейлӗскер»;

* Сергей Павловӑн «Тан таппи»;

* Василий Алентейӗн «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт».

Пӗчӗк ачасем валли кӑларнӑ кӗнекесем:

* «Уйӑх ачи». Н. Карай, А. Пӑртта, Л. Сорокинӑн калавӗсемпе сӑввисем;

* Николай Ытарайӑн «Чӗр чунсем — пирӗн туссем». Вырӑсла тата чӑвашла тухнӑ.

* Анатолий Ыхран «Автан тус».

Малалла...

 

Красноярск хулинче пуш уйӑхӗн 18 Красноярск крайӗнче пурӑнакан пӗрремӗш пухӑвӗ иртӗ. Унта 300 делегат патнелле пухӑнӗ. Пуху вырӑнти культурӑллӑ халӑх автономине туса хунипе 15 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Ҫакна палӑртса хӑвармалла: Красноярск крайӗнче пурӗ 17 пин чӑваш пурӑнать, вӗсенчен 10 пинӗ — хула ҫыннисем. Ҫавӑн пекех 1989 ҫулта Красноярск крайӗнче 26,8 пин чӑваш пурӑнни ҫинчен каласа хӑвармалла.

 

Республикӑн Ҫут-ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енре мордва чӗлхин (ирҫӗпе мӑкшӑ чӗлхисен) олимпиади иртнӗ. Унта Пӑрачкав, Улатӑр тата Йӗпреҫ районӗсен 30 вӗренекен хутшӑннӑ. Чӗлхене чи лайӑх пӗлессине Пӑрачкав районӗнчи Напольное вӑтам шкулти хӗрачасем кӑтартнӑ. Пилӗк ҫӗнтерӳҫӗ хушшинче тӑваттӑшӗ ҫак шкултан. Пӗрремӗш вырӑна 9 класра вӗренекен Ольга Макарова йышӑннӑ. Литературӑна Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс вӑтам шкулӗн тата Улатӑр районӗнчи Алтышевӑри вӑтам шкул ачисем лайӑхрах пӗлнине кӑтартнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Ирҫе Ҫармӑс вӑтам шкулӗнче 9 класра вӗренекен Олег Шулаев йышӑннӑ.

Сӑмах май каласан ирҫӗпе мӑкшӑ халӑх шкулӗсен шучӗ Республикӑра тӑваттӑ.

Пуш уйӑхен 24 чӑваш чӗлхин олимпиади иртӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3614, 3615, 3616, 3617, 3618, 3619, 3620, 3621, 3622, 3623, [3624], 3625, 3626, 3627, 3628, 3629, 3630, 3631, 3632, 3633
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 19

1878
146
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
109
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
37
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
33
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...