Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ — физкультурник кунӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнче ишес енӗпе ӑмӑрту иртӗ.

 

Ӑмӑртусене ҫӑмрӑксен хушшинче ку спорт тӗсне сарас тӗллевпе иртереҫҫӗ. Ӑмӑртуна ял хуҫалӑх предприятисен, организацисен, учрежденисен КФК ушкӑнӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӑмӑрту 4 х 25 м эстафета пек Хорнуй ялӗнче иртӗ. 11 сехетре пуҫланӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ Етӗрне районӗнчи Анатри Явӑш ҫыннисем ял кунне уявлаҫҫӗ. Ку ялта пурӗ 68 хуҫалӑх. 46-шӗнче вӗсенчен куллен 112 ҫын пурӑнать.

Ял кунне уявлама пуҫланӑ хыҫҫӑн ял намай улшӑнчӗ: ачасем ҫуралаҫҫӗ, Выла юханшывӗ урлӑ кӗпер тӑваҫҫӗ, Кивӗ Тинкеш енелле асфальтлӑ ҫул хываҫҫӗ.

Ял кунне 2000 ҫулта газ кӗртнӗ хыҫҫӑн уявлама пуҫланӑ. Ун чухне Н.В. Фёдоров хӑй газ ҫулӑмне ялта ҫутнӑ.

Фоторепортаж

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче «Сказания об Иволге Чувашии» сӑвӑ пуххин презинтацийӗ иртнӗ.

Сӑвӑ пуххине Эминене халалланӑ виҫӗ поэма кӗртнӗ. Пӗр поэмине тутар сӑвӑҫи Кави Латып, теприне вырӑс сӑвӑҫи Галина Белгалис, виҫҫӗмӗшне вырӑсла ҫыракан чӑваш сӑвӑҫи Владимир Николаев ҫырнӑ. Кӗнекене хатӗрлесе кӑлараканӗ — Юхма Мишши, ӳкерчӗксемпе Ольга Беляева илемлетнӗ.

Поэма авторӗсемпе тӗл пулма вӗсен пултаруллӑхне хаклакансем, тата вулавӑша час-часах ҫӳрекенсем пухӑнчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Тӗп подрядчиксем: ТМЯП «Маяк», УАО «Чувашсетьгаз», УАО «Спецмонтажгаз».

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пӑрачкав историпе архитеркура палӑкне юсаса ҫӗнетес ӗҫсем валли укҫа пухасси маллала пырать.

Пурӗ ку вӑхӑт тарин яваплӑ счет ҫине 370 пин тенкӗ укҫӑ куҫарнӑ. Укҫана Пӑрачкав районӗн ҫыннисемпе предприятийӗсем, тата Шупашкарти организацисем куҫарса панӑ.

Собора юсаса ҫӗнетме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ӗҫсем валли счетран ҫинчен ҫӗр пин тенкӗ илсе тӑкакланӑ.

 

Троицки соборӗ

 

«Канаш» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 75 ҫитнӗ. Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1931 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Сотсиалисмшӑн» ятпа тухнӑ. Ун чух ун тиражӗ 2 пинпе танлашнӑ. Хаҫат тӑватӑ листаран тӑнӑ, Улатӑрти типографинче пичетленнӗ.

Хаҫатпа Георгий Ефимов, Николай Терентьев, Степан Аслан, Пётр Чичканов, Виталий Енӗш, Юрий Малышев, Леонид Маяксем тата ытти ҫыравҫасемпе сӑвӑҫсем тачӑ ҫыхӑну тытса тӑнӑ.

Юбилей ячӗпе «Канаш издательство ҫурчӗн» ӗҫченӗсене Чӑваш Енӗн Культура министарствин Хисеп грамотисемпе чысларӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Кашни ҫул иртекен Ҫӗрпӳ Тихвин Ярмӑрккине халалласа утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче «Ӗмӗрсен ерешӗсем» курав-конкурс иртӗ. Конкурс тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркисене, культурине сыхласа хӑварса ҫӗнетесси, ҫӗнӗ ӳнер ӑҫтисене шыраса тупасси.

Курав-конкурса Ҫӗрпӳ патӗнчи ярмаркка лапамӗнче иртереҫҫӗ. Конкурса Ҫӗрпӳ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакан пур ҫын та, ачи-пӑчисемпе ваттисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хутшанакансен шучӗ темӗн чухлӗ те пулма пултарать.

Ялти тата хулари тӑрӑхсем авалхи «Вӑйӑра», «Сӗрен», «Мӑнкун», «Кӑшарни», «Ушах таппи» тата ытти йӑласене кӑтартӗҫ.

I, II, III вырӑнсене йышӑннӑ коллективсене диплом тата хаклӑ парне лекӗ.

Выступления оцениваются по 10-балльной системе, подведение итогов конкурса производится закрытым голосованием. Конкурса утӑ уйӑхӗн 7-мешӗнче пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн парнесем парса тухӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Комбинат склачӗнче кладовщик пулса ӗҫлемелле пулать. Уйӑхра 13 пин ҫурӑ тӳлеҫҫӗ.

 

Адресӗ: Мускав, Автозаводски метро.

Телефонӗ: 8(495) 362-68-68 хушмалли 2742.

 

Паян Н.В. Фёдоров Шупашкар районне ӗҫпе ҫитсе курнӑ. Шупашкар районӗнче вӑл Ишлейри высоковольтлӑ завода ҫитсе курнӑ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Н.В. Фёдоров палӑртнӑ тӑрӑх завод Ишлей посёлокне те аталанма пулӑшӗ.

«Шупашкар районӗн ялӗсене илсессӗн», — палартрӗ Н. Фёдоров, — вӗсене таса тытассинчен, тирпеленинчен вӗсен конкурентлӑхе пысӑкланать. Ялсене тирпейлесе тасатасси ӗҫе ертсе пырасси ял тӑрӑхӗсен ӗҫӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

Ҫӗртмен 23-пе 24-мӗш хушшинче Шупашкарта декоративлӗ прикладной исскуство ӑстисен ӗҫӗсен Чӑваш Республикин Президенчӗн Н.В. Фёдоровӑн парнисене илессишӗн ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫӗйри «Руҫ ӑстисем» IV конкурс иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 70 ытла ӑста хутшӑннӑ /хӑш-пӗр ӗҫсене эсир кунта курма пултаратӑр/. Краснодар Енри Алексей Максименка гран при тата конкурсӑн тӗп парнине ҫӗнсе илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3612, 3613, 3614, 3615, 3616, 3617, 3618, 3619, 3620, 3621, [3622], 3623, 3624, 3625, 3626, 3627, 3628, 3629, 3630, 3631, 3632, 3633
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 19

1878
146
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
109
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
37
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
33
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...