Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

Наци юхӑмӗ пирки хатӗрленӗ кӗнекен хӑтлавӗ пулать (20.06 15:00)

  18.06.2013 21:04 | 6212 хут пӑхнӑ

Наци юхӑмӗ пирки ҫырнӑ кӗнеке ҫак кунсенче тухнӑ иккен. Хам курман, тытса пӑхман.

Кӗнеке хӑтлавӗ кӗҫнерникун ҫӗртмен 20-мӗшӗнче (вӑл кун кивӗ йӑлапа Ҫимӗксем иртӗҫ) Чӑваш наци вулавӑшӗнче 15:00 сехетре пуҫланмалла. //хыпар пек те ҫырма пулӗччӗ пуль те — анчах ни хуплашки ҫук, ни кӗнеке ӑшлӑхӗ...

 

Тӑван ялтах иностранец пулса тӑтӑм

  25.05.2013 15:19 | 12085 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхин шӑпи ҫине пӑхатӑп та куллянтарнипех куллянтарать. ЮНЕСКО пирӗн чӗлхе пӗтме пултарать тени ҫине хӑшӗ-пӗри иккеленӳллӗ пӑхать пулин те хӑш-пӗр самантсенче унӑн малашлӑхӗ ҫутӑ та телейлӗ пуласса ӗненме те пӑрахма пулать. Мускав кирлӗ мар, пирӗн влаҫрисене кирлӗ мар. Путин хӑйне валли вертикаль власти туса хунӑранпа халӑх та вӗсем ҫине пӑхать — ӑна та чӗлхе кирлӗ мар пулас. Пуясси кирлӗ те ют ҫӗршывсене кайса канасси кирлӗ. Малашлӑх пирки шутлакан ҫынсен йышӗ вара сахалансах та сахалансах пырать.

Александра Фукс хӑй ӗмӗрӗнче чӑваш ялӗ епле тутарланнине хӑй куҫӗпе курнӑ теҫҫӗ (ҫӑлкуҫа кӑтартсан аван пулӗччӗ) те паян эпир чӑваш ялӗсем вырӑса тухнине питӗ те аван куратпӑр.

Малалла...

 

39 ҫын — камсем вӗсем?

  12.05.2013 12:57 | 5854 хут пӑхнӑ

Протест21 сайт «Э» центр хатӗрленӗ списока ҫутта кӑларнӑ. Ку список ман шутпа суя япала, чӑнни мар. Ҫавах та чылай ҫынна эп унта палламастӑп, пӗлместӗп. Ак, сӑмахран, иккӗмӗш номерпа пыракан Денис кам вӑл? Кргановӗ — юрӗ ӗнтӗ, чӑвашри муфтие пӗлме пулать. Ӑна ҫак йыша кӗртнине списока хатӗрлекенӗн шухӑшӗпе халӑх мӑсӑльмансенчен шикленнине ӗненме пулать. Ольга Иванова — мӗнле ҫын? Шумиловсем, Аркадьевсем, пӗр купа Николаевсем — вӗсем камсем?

 

«Протест21» сайтра ак ҫак списока вырнаҫтарнӑ:

1. Альбир Крганов

2. Денис Оленов

3.

Малалла...

 

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ»

  24.04.2013 21:52 | 7055 хут пӑхнӑ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие эп хам та хутшӑнтӑм. Чи малтанах кӑшт шикленӳсем те пурччӗ — хутшӑнас-и, е хутшӑнас мар-ши? Кайран шутларӑм-шутларӑм та — ара мӗн унта иккеленсе тӑрасси пур? Ҫырса пӑхас. Эп хам килте ҫыратӑп-иҫ. Хамӑн ӗҫ хама килӗшмесен ярса памасӑр та пултаратӑп-ҫке!

Наци радиовӗн интернет урлӑ калаҫӑвӗ те тикӗс пулмасси пирки шутланӑччӗ (хӑш чухне те каналӗ хӗсӗккине пула малтан пач татӑлатчӗ те) — пысӑк тав вӗсене, пӗр кӑлтӑксӑр иртрӗ.

Тексчӗ ман шутпа питӗ лайӑх. Кӗскерех пулин те. Пӗрремӗш текст пулнӑран Лидия Кузьмина хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене уҫса пычӗ пулас, анчах ман шутпа вӑл ытлах кирлех те мар.

Малалла...

 

Плагиат

  03.04.2013 02:38 | 7530 хут пӑхнӑ

Паян юрӑ шӑрантаркӑчне (проигрывателе) Аксар кӑларнӑ «Туйӑмпа» (63-мӗш mp3 пуххи) диска лартрӑм. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑранать... сасартӑк палланӑ кӗвве итлех кайрӑм. Анчах эп пӗлекен юрӑ мар иккен, пушшех урӑххи. Диск ҫине ҫырнӑ — «Эс те ман тӑван». Сӑввине те кӗввине те Зоя Васильева ҫырнӑ иккен, юрлаканӗ те хӑйех...

Юррин кӗвви вара каснӑ-лартнӑ «Татрӑм эп кӑвак чечек...» юрӑри пек (шел те кӗвӗ авторӗ кам пулнине пӗлместӗп) — эп ун пирки пӗрре тема та уҫсаччӗ: http://chuvash.org/blogs/comments/1581.html (унта туйра эп ӳкернӗ саманта курма пулать, ҫав юрра юрлаҫҫӗ)

 

Зоя Васильевӑн юррипе кунта паллашма пулать:

http://yadi.

Малалла...

 

«Ҫапла пултӑр» — пушӑн 30-мӗшӗнчи кӑларӑм

  02.04.2013 15:44 | 22247 хут пӑхнӑ

 

Хутшӑнаҫҫӗ:

 

Тема: театр

Иван Иванович Иванов, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, режиссёр, чӑваш халӑх артисчӗ;

Иосиф Александр Димитриев, ҫамрӑксен театрӗн режиссёрӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ;

Геннадий Павлович Медведьев, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, чӑваш халӑх артисчӗ;

Арсений Алексеевич Тарасов, драматург, ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ;

Надежа Мефодьевна Кириллова, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.

Малалла...

 

Ефим Никитич мӗн калӗччӗ-ши?

  27.03.2013 18:54 | 6465 хут пӑхнӑ

Паян пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ тӑвать. Республикӑра та ҫавна май тӗрлӗрен мероприятисем иртеҫҫӗ — спектакльсем лартаҫҫӗ, театр куравӗсем йӗркелеҫҫӗ. Арапуҫри (Вӑрмар районӗ) ял вулавӑшӗн ӗҫченӗсем те хӑйсене маттуррӑн кӑтартас тенӗ — «кӗрӗк арки йӑваласа лармастпӑр, ӗҫлетпӗр» тенешкел кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Пӗлместӗр пулсан — ку ялта Никитин Ефим Никитин ҫуралса ӳснӗ. Вӑт ӑна халалланӑ та ӗнтӗ кӗнеке куравне вулавӑш ӗҫченӗсем.

Ефим Никитич (ӑна Кӗлпук Мучи ятпа чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ) паллӑ драматург — чӑвашла трагедисем, камитсем сахал мар ҫырнӑ, чылайӑшне театрсен сцени ҫинче вылянӑ.

Малалла...

 

20 ҫул хушшинчи улшӑну

  20.03.2013 20:21 | 67577 хут пӑхнӑ

Паян ман алла 1993 ҫулхи «Хыпар» лекрӗ. Кӑсӑклансах пӑхса тухрӑм. Ӑмсантӑм. Чӑн та ҫивӗч ыйтусене тӑратакан хаҫат пулнӑ-ҫке! 20 ҫул хушшинче вара мӗн улшӑннӑ? Тӗп редакторӗ те — ҫавах, Алексей Леонтьевах. Анчах тӗрлӗ хаҫатсем.

Ак, сӑмахран, пӗрремӗш страницӑри хыпарсем:

Хальхи «Хыпарта» унашкаллине кураймӑн ҫав... Питӗ шел.

 

Путин укҫи ӑҫта выртни паллӑ пулас...

  19.03.2013 17:14 | 19246 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче Кипр республики хӑйӗн хыснине кӑсӑклӑ майпа тултарма шут тытни пирки паллӑ пулчӗ — вӗсем, иккен, патшалахри банк счёчӗсенче выртакан укҫа-тенкӗрен 10 процентне хӑйпӑтса илесшӗн. Вырӑнти укҫа-тенкӗ учрежденийӗсем темиҫе кун ӗҫлемеҫҫӗ ӗнтӗ — кану кӗҫнерникунччен тӑсӑлма пултарасси пирки калаҫаҫҫӗ...

Инҫетре вырнаҫнӑ пулин те пирӗн патшалӑх ертӳҫисемшӗн вӑл ҫывӑх пулни тӳрех палӑрчӗ — Путин та Медведьев та тӳрех сиксе ӳкрӗҫ, патшалӑх ҫыннисен укҫине мар, хӑйсенне вӑрлаҫҫӗ тейӗн. Шухӑша путӑн капла... Тен, чӑнах та Путин укҫи Кипрти банксенче выртать?

Малалла...

 

Почтӑпа чӑвашла усӑ курасси

  16.03.2013 09:23 | 6615 хут пӑхнӑ

Нумай пулмасть ман пата пӗри ҫыру ячӗ, адресне вара чӑвашла ҫырнӑ.

Почта уйрӑмӗнче ахаль пӑхсан чӑвашла пӗр-ик сӑмах та ҫук — йӑлт вырӑсла. Ҫавӑнпа пулах пулӗ халӑх та адреса та почта ӗҫченӗсемпе те (уйрӑмах вӗсем ҫамрӑк пулсан) вырӑсла ҫыраҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ. Эп хам почтӑпа тӑтӑш усӑ куратӑп, анчах адреса яланах вырӑсла ҫыратӑп. Калаҫма — чӑн та чӑвашла тӑрӑшатӑп. Пирӗн Лапсар уйрӑмӗнче малтан кантӑк умӗнче ларакансем пурте чӑвашсемччӗ, хальтерех вара пӗр хӗре йышӑннӑ та унта — вӑл чӑвашла ӑнланать пулин те вӑйпах вырӑсла калаҫтарать. Уйрӑмра та ӑна пула ыттисем ытларах вырӑсла калаҫма пуҫланине куратӑп.

Малалла...

 

Кунӗ лайӑх

  06.03.2013 22:16 | 5806 хут пӑхнӑ
 

Чӑтсан-чӑтсан чӑтӑм пӗтет (М. Сениэль)

  17.02.2013 18:48 | 5750 хут пӑхнӑ

Таҫтан тухнӑ вӑл — чӑваш халӑхне йӑваш теҫҫӗ. Питӗ йӑнӑшла шухӑш ман шутпа. Ку сӑмаха пирӗн халӑх ҫумне те пӗрешкел илтӗннӗрен ҫыпӑҫтарнӑ — вӗҫне-хӗрне ҫитсе пӗтес ҫук ӗнтӗ халь.

Ӗнер Михаил Сениэль сӑвӑҫпа калаҫма тӳр килчӗ. Чӑн-чӑн сӑвӑҫсен вӗсен чӑн та Турӑ панӑ пултарулӑх пурах ҫав — хӑйӗн сӑмахӗнче «Чӑтсан-чӑтсан чӑтӑм пӗтет» текен шухӑша каларӗ. Халӑх пирки мар ӗнтӗ, хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки калаҫнӑ май.

Ман шутпа вара ҫак сӑмахсем пирӗн халӑха питӗ лайӑх ӑнлантарса параҫҫӗ — йӑваш мар вӑл, чӑтӑмлӑ. Анчах чӑтӑмлӑхӑн та чикки пур.

Малалла...

 

Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне пӑхса тухни

  17.02.2013 12:40 | 5959 хут пӑхнӑ

Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне тахҫанах хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те унпа вӑл тинтерех ҫеҫ паллаштарчӗ.

Кӑштах тишкерсе тухар-ха унӑн ҫырӑвне. Чи малтанах республика мӗнле лару-тӑрӑва лекни пирки каласа парать, чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем шутне республикӑпа Шупашкар юбилейӗсене уявлассине кӗртет. Ун валли укҫа-тенкӗ те уйӑрнӑ иккен. Ман шутпа каллех культурӑна уяв шайне антарнипе ҫырлахни сисӗнет. Тӗп тӗллев вара яланхилле — халӑхӑн пуянлӑхне ӳстересси. Ҫакна шута илсех ӗнтӗ хаксене ним сӑлтавсӑр хӑпартса пыраҫҫӗ пулинех. Культура, наци мӑнаҫлӑхӗ, вӗренӳ сумлӑхӗ шел те тӗп тӗллев пулса тӑрайман.

Малалла...

 

Ӑстампул хули

  26.12.2012 12:41 | 6078 хут пӑхнӑ

Тин кӑна тенӗ пек Турцири Ӑстампултан таврӑнтӑм. Хула мана епле курӑнни пирки каласа парас килет.

Маншӑн Ӑстампул чикӗ леш енчи пӗрремӗш хула пулчӗ. Ыттисене курнӑ пулин те ху курнипе танлаштарма ҫук ӗнтӗ. Ӳкерчӗк вӑл ӳкерчӗкех ӗнтӗ, видео та ҫитмест ху курнине.

Чи малтанах мана унти ҫулсем такӑр пулни илӗртрӗ. Машшинсем ҫул тӑрӑх сикменнипе пӗрех. Пирӗн кунта яка ҫулсем ҫук мар ӗнтӗ, анчах унта та пулин урапа (машшин сӑмаха турккӑсем ҫапла калаҫҫӗ, пирӗн те ӑнах усӑ курмалла тесе шутлатӑп) сиксе илет. Ӑстампулта, эпир ҫӳренӗ ҫулсем ҫинче, саплӑкласа юсанине курмарӑм.

Малалла...

 

«Ҫапла пултӑр!» иккӗмӗш кӑларӑмӗ

  25.12.2012 21:19 | 54370 хут пӑхнӑ

Пирӗн сайта та асӑнни тӗлӗнтерчӗ, уйрӑмах передача пуҫламӑшӗнче :)

 

Ҫӑваҫӑ, ҫӑваҫ, чӑваш?

  12.12.2012 21:25 | 16205 хут пӑхнӑ

«Чӑваш» сӑмах епле пулса кайни пирки кам мӗн кӑна шутласа кӑлармасть пулӗ? Пӗрисем «сӑвас» (сӑвар) халӑх ятӗнчен пулнӑ теҫҫӗ, теприсем «йӑваш» сӑмаха асаилеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем — Чӑваш-паттӑра. Юлашки вӑхӑтра тепӗр юхӑм ҫуралчӗ теме пулать — чӑваша «ҫӑваҫӑ» (ҫӑва+ҫӑ) сӑмахпа ӑнлантарса парасшӑн.

Анчах та чылайӑшӗ ман шутпа пӗр пӗчӗк япала пирки манаҫҫӗ — «-ҫӑ/-ҫӗ» аффикс ӗлӗкрех урӑхларах илтӗннӗ, вӑл «-чӑ/-чӗ» пек янранӑ. Инҫе кайма та кирлӗ мар, пирӗн ума «элчӗ», «тимӗрчӗ» сӑмахсем аса килеҫҫӗ. Ку — пӗрре.

Иккӗмӗшӗнчен вара мӗнле халӑх хӑйне вилнисен тӗнчипе, ҫӑвапа ҫыхӑнтарса калӗ?

Малалла...

 

Вырӑс халӑхӗ ытти халӑхсем умӗнче чӑн та тӑшман пек курӑнасшӑн-и вара?

  03.11.2012 01:48 | 5304 хут пӑхнӑ
Малтан регионаллӑ компонент текен япалана пӗтерчӗҫ, халь вара Раҫҫейри республикӑсенче тӑван чӗлхене «ирӗклӗ майпа» вӗрентесшӗн. Патшалӑх Думинчи национальноҫсен ӗҫӗсен комитетне нумай пулмасть туса хучӗҫ пулас, анчах та вӑл вырӑс мар халӑхсене пулӑшас вырӑнне вӗсене хӗсме шутлать. Урӑхла ӑнлантарса пама май ҫук. Чӑвашсем, тутарсем, пушкӑртсем пирӗн патшалӑха кирлӗ мар иккен, тарҫӑсемпе чурасем кирлӗ. :(
Интереслӗ, «халӑхсен тӑшманӗ» ята илсен вырӑссен чысӗпе хисепӗ пысӑкланӗ-ши? Канлӗрех ҫывӑра пуҫлӗҫ-ши?
Патшалӑх ӗҫченӗсенчен вырӑс чӗлхипе ытти чӗлхесем пӗр тан марри пирки илтни ман шутпа вообще пулмалла мар.

Малалла...

 

Прохоров та республикӑсене пӗтересшӗн...

  27.10.2012 18:16 | 21919 хут пӑхнӑ
Вӑт мӗнпе республикӑсем вырӑссене чӑрмантараҫҫӗ-ха? Мӗн япӑххи? Нивушлӗ шовинизм текенни вӗсен ҫав териех пысӑк?
Сӑмахӑм ман Прохоров каланӑ сӑмахсем пирки. Унӑн шухӑшӗпе республикӑсене пӗтерес пулать — вӗсем, имӗш, экономикӑпа туслӑ мар, эффекливлӑ ӗҫлемеҫҫӗ. Хӑйсен тӑванӗсене влаҫ тытӑмне пухаҫҫӗ иккен. Жириновскийрен ун пек сӑмахсем илтме яланах пулать, Прохоров та ҫапла сӑмахлать пулсан — чӑн та влаҫ ҫак еннелле туртӑнать пулас?
Ыйтас килет: мӗн ытти регионсенче апла мар-им? Тӑванӗсемпе пелӗшӗсене влаҫа чӗнмеҫҫӗ-им? Ак Чулхуланах илес — унта та тусӗсем, тӑванӗсем малта.

Малалла...

 

Валентина Яклычева инкеке лекнӗ

  13.10.2012 13:58 | 22308 хут пӑхнӑ
Пӑлхарта (Тутарстанри хулара) чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Яклычева пурӑнать — пирӗн халӑхӑн авалхи хултине килекен кашни чӑваша ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илет. Питӗ тараватлӑ хӗрарӑм! Кашни хӑнана чаплӑ йышӑнать: мунчине те хутса парать, мӗнле пулӑшу кирлӗ — яланах пулӑшма хатӗр.
Уйӑх каялла Валентина ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ иккен — мана халь тин пӗлтерчӗҫ. Вӑйлах суранланнӑ терӗҫ, Хусанти пульницара выртса тухнӑ.
Валентинӑна эп хамӑн тӑван шкула та илсе кайсаччӗ — ун чухне вӑл ачасене Пӑлхар хули пирки каласа пачӗ, шкулӑн музейӗпе паллашрӗ.

Малалла...

 

Фёдор Павлов «Арҫури» ҫырнӑ?

  25.09.2012 14:33 | 13198 хут пӑхнӑ
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Чӑнкасси ял тӑрӑхӗ пур — вырӑсла Кугеево. Унти вулавӑш ӗҫченӗсем чӑваш классикӗсене те пӑтраштарма пуҫланӑ пулас...

Федор Павлович Павлов чувашский поэт, композитор, драматург, дирижер, общественно - политический деятель и организатор в сфере культуры, один из основоположников чувашской драматургии и профессиональной музыки это автор от кого можно брать пример. Его стихи знает каждый ученик школы и каждый выпускник помнит строки из поэмы "Арсури". 120 - летнему юбилею посвящен поэтический час "Прощайте ласковые взоры".

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19, 20, 21, 22, 23, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри улшӑнусене кӗтсе илме хатӗрленӗр. Пулӑмсем кӑштах пӑшӑрхантарӗҫ, килти ӗҫсене вара сирӗн тимлӗх кирлӗ. Туссемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе канма вӑхӑт тупӑр — канмалли кунсем тухӑҫлӑ пулаҫҫех.

Утӑ, 03

1950
76
Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2004
22
Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...