Иртнӗ уйӑхри «Тӑван Атӑлта» чӑвашла ҫырнӑ ман пӗрремӗш калав пичетленсе тухрӗ.
Ҫак журналта «Чӑваш калавӗ» конкурс пуҫарни пирки илтсенех ман хамӑн та ҫырса пӑхас шухӑш ҫуралчӗ — ара чӗлхене миҫе ҫул туптатӑп ӗнтӗ, ҫырма вӑхӑт та ҫитрӗ пуль. Вырӑсла калавсем эп унччен те ҫыркаланӑччӗ, чӑвашла вара пулаймастчӗҫ. Тем тесен те фэнтези жанрӗ чӑваш халӑхне ютрах ҫав. Сӑмахран, халапсенче, хӑварах пӗлетӗр ӗнтӗ, аҫтахасене юратмаҫҫӗ, усал шутланать вӑл. Фэнтезире вара, уйрӑмах хальтерех ҫырнисенче, вӑл вӑйлӑ хӑрушкка тӗсӗ ҫех...
«Арҫури аташтарни...» калавпа электронлӑ вулавӑшра паллашма пулать. Унта эп «Тӑван Атӑлта» редакцилемен варианта кӗртрӗм. Журналтине вара ҫу уйӑхӗнчи кӑларӑмра вулайратӑр. Ман вырӑсла ҫырнӑ хайлавсем кӑсӑклӑ пулсан — «Самлиб» сайтра тупма май пур.Ырлакансем пур ӗнтӗ: «ҫырас ӑсталӑх пур — ҫыр», теҫҫӗ. Темле ҫав. Вӑхӑт тупӑнсан кӑна. Ҫырсан та калавсен ярӑмӗ пек хатӗрлесшӗн.
Галина Зотова // 1514.45.7749
2013.07.10 08:13 | |
Саламлатăп.Интереслĕ калав.Творчествăра ăнăçу сунатăп. | |
Agabazar // 2602.49.8860
2013.07.10 17:42 | |
![]() |
"Пĕрремĕш калав" тенине Пуплев фигури вырăнне хумалла пулĕ. Шкулта та сочиненисем (хайлавсем) çыртараççĕ вĕт. Çавсенчен хăшĕ-пĕри калавсене питĕ çывăх. |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.08.24 09:21 | |
![]() |
Кунта сăмахĕ «пĕрремĕш пичетленнĕ» пирки пырать. :) |