| Аксар Чунтупай // 2815.57.5694 2010.11.08 17:30 | |
|  | Тавтапуç. Мана халăх такмакĕсем кирлĕ, автор такмакĕсем мар. Автор такмакне чун валли мар, рифма валли çеç çырнă пек туйăнать. | 
| Людмила // 1897.85.8672 2010.11.12 22:10 | |
| Савни розовăй кĕпипе
 Тур лашине шăварать. Тăрахап та каяп тесе Ялан ăша çунтарать. Ташлать ĕнтĕ,ташлать ĕнтĕ, Пĕвĕ хумханать ĕнтĕ. Ташшине пăхса тăрса Чунăм савăнать ĕнтĕ. Ташлани-юрлани Хĕрупраçа ним те мар, Арăмсене уйăрттарса урçапа çÿрени мар. | |
| Аксар Чунтупай // 4567.6.6120 2010.11.13 15:33 | |
|  | Аван, аван. Татах çырса парăр. | 
| Аксар Чунтупай // 2707.8.3411 2010.11.14 21:37 | |
|  | "Чăваш такмакĕсем" сайт страницисене тултарса пĕтертĕм. Халĕ, тăвансем, сирĕнтен çавнашкал материалсем кĕтетĕп. | 
| Хайдар // 4106.89.5606 2010.11.18 23:27 | |
| Эх чух, яш чух
 çичĕ пăт та çурă чух Халĕ ĕнтĕ ватăлтăмăр Икĕ пăт та çурă çеç. | |
| Аксар Чунтупай // 1403.10.9671 2011.01.01 19:04 | |
|  | Хайдар такмакĕ аван - сайта http://takmaksem.ucoz.ru/load лартрăм. Тăвансемĕр, Çĕнĕ çул такмакĕсем хушăр! | 
| наташа // 1015.07.7319 2011.01.24 18:25 | |
| Хоппа,триста,урăх шутламас та
 Хĕл мучи конфет памасан урăх ташламас та | |
| Аксар Чунтупай // 2856.7.8448 2011.01.27 20:34 | |
|  | Маттур, Наташа, урăх такмак çук-им? Сан такмакна кунта лартрăм: http://takmaksem.ucoz.ru/load  | 
| Пер херарам // 1531.75.5167 2011.02.04 21:36 | |
| Елка,елка, питĕ капăр,
 симĕс-симĕс йĕпписем, пĕр канфетшăн савăнатпăр, эпир-ухмах ачасем. | |
| Пер херарам // 2298.67.4982 2011.02.08 21:45 | |
| Манăн атте пит ăста
 Хапха юпи сăрлама, Эп аттерен те ăста Стакан тĕпне çулама. Шестьсот,восемьсот, Эпир хамăр высший сорт, Такăнмасăр ÿкместпĕр Ватăлмасăр вилместпĕр. Савни килет салтакран ик ааллинче чăматан, Хирĕç чупма тытăнтăм, Майри килет хыçалтан. савни сарă та пулать, Савни хура та пулать. Сарă савни вĕçкĕн пулать, пире хури те юрать. Эс те кайнă мунчана, эп те кайнă мунчане, Ман савнипе эс çÿренĕ Халь пулатăн пуçана. Авă килет мелке пуç, мотоцикл илнĕ уж Мотоцикл çине ларса Паллами те пулнă уж. Трактор суха сухалать, Суха пуçне пăркалать. Манăн савнин çĕнĕ хĕрĕ Кутне-пуçне пăркалать. Тара-тара, тара-тара Аран тарса хăтăлтăм, Шыв ĕçме кĕретĕп тесе Улталаса хăвартăм. | |
