| Селиме // 2021.61.4188 2010.09.19 22:34 | |
| Оксанăпа tatavasil@mail.ru тав! Татах çырăр! Кететеп. Юлташсенчен такмак ыйтăр. | |
| tatavasil@mail.ru // 5176.8.4884 2010.09.21 15:35 | |
| Çĕньял ăçта,Çĕньял ăçта?
 Çĕньял вăрман варринче. Çĕнĕ ялтан тухса кайсан, Çĕнĕ ял пек ял ăçта? Кашта çинче ик сар тутăр, Парласа илсе юлăр! Çамрăк ĕмĕр иртет теççĕ, Выляса кулса юлăр! Çăка çулçи çаврака Мĕн каласа çырнă-ши? Эпир кунтан кайсассăн Мĕн каласа юлĕç-ши? | |
| Пер херарам // 1636.59.7469 2010.10.01 22:54 | |
| Балалайка аврине хурамаран тунă пуль
 Çакă ялăн каччисене тункатаран тунă пуль | |
| Пер херарам // 1636.59.7469 2010.10.01 23:35 | |
| Пошли плясать
 все порядочные: И хромые, и косые, И припадочные. Наша улица большая, Километров полтора. Не любите, девки, Васю. Он ломает трактора | |
| Пионер // 5968.3.3286 2010.10.17 21:24 | |
| Паянхи пурнăç çинчен тата ăна критиклекен такмаксем камăн пур? | |
| natal // 1375.07.2810 2010.10.23 19:37 | |
| Паян кайрăм пасара
 Илес тесе çăм алса, Cан укçу çитмеç терĕç Киле кайрăм макăрса. Иномарка, иномарка Мухтанать вăл ман умра "Запарожецне" тапратса Кĕрлеттерет урамра. Пуян каччă шыраса Çитрĕм эпĕ Мускава. Пуян каччă тупаймарăм Тухрăм пуян старика. | |
| Аксар Чунтупай // 6005.2.0104 2010.10.23 23:30 | |
|  | Вăт, кун пеккисем кирлĕ! | 
| natal // 3088.48.6627 2010.10.24 21:12 | |
| Тутлă çиессĕм килет, 
 Чаплă тăхнассăм килет. Шалу укçи ытла пĕчĕк Выртса макрассăм килет. Акку мĕнле япала, Акку мĕнле мыскара. Хуçи выртать урамра Йытти пÿртре сăпкара. Ваççа кайнă Мускава Укçа çапма стройкăра. Ĕçлесен пĕр кун кăна Тарса килнĕ каялла. ну, мĕнлерех кусем? Кирлĕ пулсан татах шухăшлăп,çырăп | |
| Аксар Чунтупай // 4250.35.6759 2010.10.26 19:38 | |
|  | Во, кусем паянхи чăн-чăн пурнăçа сăнласа параççĕ! Тавах! Халех сайта лартатăп. | 
| Аçтахар Плотников // 5286-8783 2010.11.07 11:00 | |
|  | http://chuvash.org/lib/type/47.html — кунта такмаксем пур :) | 
