Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чулхулана таврӑнтӑм!

Аçтахар Плотников02.10.2006 15:154795 хут пӑхнӑ
Уф! Нумай ӗҫ турӑм ҫак тӑватӑ кун хушшинче! Кӗҫнерникун конференцине хутшӑнтӑм, Шупашкар хулари музея кӗрсе куртӑм. Ку ӗҫпе манӑн пер кун иртсе кайрӗ. Эрнекун Красноармейски тӑрӑх фотосесси турӑм. Вӗҫне ҫити (эпӗ Ишек патне ҫитес терӗм те, анчах ҫитеймерӗм) урасем ывӑнса ҫитрӗҫ, вӑй пӗтрӗ (малтанхи кун конференцине хутшӑнса музейсем тӑрӑх утса сахал ҫирӗм пулас) каялла таврӑнтӑм.
Шӑматкун ҫумӑр ҫума пуҫларӗ. Ҫапах та тӑван шкула уттартӑм (Унта мана ятарласа чӗннӗччӗ те...). Шкулта мана лайӑх кӗтсе илчӗҫ. Эпӗ килнишӗн уйрӑмах Тамара Ивановна савӑнчӗ (малтан вӑл пире биологине вӗрентсе, халӗ 9 ҫул ӗнтӗ — шкул директорӗ). Унтах пӗрле вӗреннӗ Светӑпа (вӑл халӗ шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентет), Володяпа тӗл пултӑм, калаҫрӑм.
Вырсарникун вара... килте тар тухиччен ӗҫлерӗм.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2006.10.05 23:07
тусăмсем пĕлеççĕ
Ăçтан сан вăй тухнине телленмелле. Маттур.
2006.10.06 19:34
Аçтахар Плотников
Халĕ тата пер эрне ĕнтĕ... çав кунсенче пухна материала йĕркелетĕп...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем