| Аксар Чунтупай // 3341.40.4481 2014.09.29 20:35 | |
|  | Ман пĕлĕшсем, чăвашсем, Крымра пурăнаççĕ. Вĕсен савăнăçĕ - манăн савăнăç! | 
| Agabazar // 1091.52.3057 2014.09.29 20:59 | |
|  | Савăнăçĕ мĕнре-ши? Шет унта чăваш шкулĕсем уçăлма пуçланă? Чăвашла телевидени ĕçлеме пуçланă-няк?...
 Аксар Чунтупай // 3341.40.4481 2014-09-29 20:27 <<Ан савăн, Акапасар, чăвашлăхшăн тăрăшакансем çине тăнипе ку киревсĕрлĕхе пăрахăçланă... Чăваш чĕлхи урокĕсене каялла тавăрнă.>> Ну паллă ĕнтĕ, чăвăшлăха хĕснишĕн савăнса ларассисĕр пуçне Акапасарăн урахла нимĕнле ĕç те çук... | 
| Agabazar // 2794.40.7346 2014.09.29 21:17 | |
|  | Аксар Чунтупай // 3341.40.4481
 2014-09-29 20:35 <<Ман пĕлĕшсем, чăвашсем, Крымра пурăнаççĕ. Вĕсен савăнăçĕ - манăн савăнăç!>> Эстонири Нарва хули "пирĕн" пулсан тата хытă савăнатăр пулмалла, Аксар хăта! http://www.etnoweb.ee/ru/org/80snz | 
| Аксар Чунтупай // 2764.31.2138 2014.09.30 19:22 | |
|  | Тĕнче пĕрре - эпир пурте тăвансем. Мĕншĕн çапăçар? Пурнăç пĕрре! Иккĕ мар! Пĕр-пĕрне чикĕ лартар мар, туслă пурăнар... Çавă çеç маншăн пурнăç идеалĕ. | 
| Agabazar // 6760.2.6586 2014.09.30 20:13 | |
|  | Аксар Чунтупай // 2764.31.2138
 2014-09-30 19:22 <<Тĕнче пĕрре - эпир пурте тăвансем. Мĕншĕн çапăçар? Пурнăç пĕрре! Иккĕ мар! Пĕр-пĕрне чикĕ лартар мар, туслă пурăнар... Çавă çеç маншăн пурнăç идеалĕ.>> Ку ĕнтĕ Леопольд кушак аçи каланине аса илтерет. Хăвна мĕн кирлине çавăрса илсен çавнашкал пуплеме ай-хай еплерех МЕЛЛĔ. :-) http://www.echo.msk.ru/blog/agermanml/1408896-echo/ | 
| Васса // 4265.97.3801 2014.10.01 17:25 | |
| Чавашла вĕрентме чарман-çав паха, мĕн кирле-кирле мар çинчен калаçаççĕ. | |
| Agabazar // 3407.18.0075 2014.10.07 06:57 | |
|  | Васса, савăнма иртерех.
 Аксар Чунтупай // 3341.40.4481 2014-09-29 20:27 <<Ан савăн, Акапасар, чăвашлăхшăн тăрăшакансем çине тăнипе ку киревсĕрлĕхе пăрахăçланă... Чăваш чĕлхи урокĕсене каялла тавăрнă.>> Ку этем те вăхатсăр савăнать иккен. http://chuvash.org/news/7120.html | 
| Васса // 3188.9.6016 2014.10.07 21:16 | |
| Чăнах, ним савăнмалли те çук.Мĕнпе вĕçленнĕ-ши пуху? | |
| Agabazar // 4029.78.4544 2014.10.08 02:07 | |
|  | Пуху мĕнпе вĕçленни пирки хыпар. — http://chuvash.org/news/7145.html | 
| Аксар Чунтупай // 2794.40.7346 2014.10.15 23:08 | |
|  | Ку хыпара Чăваш халăх сайтне вырнаçтарнăшăн мана "патак" лекрĕ. Район шайĕнчи пĕр чиновник хăй патне чĕнсе илчĕ, ман чăвашла сайта (http://chuvsite.ucoz.ru)тиркеме пуçларĕ... Ку страница килĕшмест, тепри килĕшмест иккен... Сайт ятне те улăштармалла иккен. Ирĕксĕрех шутлатăн вара: чиновниксене "чăваш" сăмах та килĕшмест иккен... Мĕн патне çитĕпĕр капла? 
 | 
