| Аксар Чунтупай // 7227.2.1991 2014.09.27 21:09 | |
|  | Ман чуна никам та илеймĕ - эпĕ нихăçан та сутăнман... Анархист Акапасар куншăн савăннишĕн вара ним тĕлĕнмелли те çук-ха... | 
| Agabazar // 4282.51.9704 2014.09.27 21:27 | |
|  | Акапасар иккен-ха ку, Трак ачисене чăвашла вĕрентме пăрахнишĕн савăнаканни.... | 
| Agabazar // 4476.9.6528 2014.09.28 14:23 | |
|  | Ĕнтĕ чăвашăн пĕртен-пĕр савăнăç çеç тăрса юлать: "Крым пирĕн!" тесе каçса кайса хĕпĕртесси. | 
| Аксар Чунтупай // 3237.53.8866 2014.09.28 15:50 | |
|  | Крым чăваш чĕлхине нихăш енчен те тĕкĕнмест вара, Акапасар хăта... | 
| Agabazar // 4476.9.6528 2014.09.28 16:16 | |
|  | Эп "тĕкĕнет" тесе каларăм-и? :-(
 Эп каларăм "Крым пирĕн" пулса тăни чăвашшăн чăтма çук пысăк савăнăçа çаврăнни пирки. Çавă çеç. | 
| Agabazar // 2616.15.9234 2014.09.28 22:35 | |
|  | Аксар Чунтупай // 3237.53.8866
 2014-09-28 15:50 <<Крым чăваш чĕлхине нихăш енчен те тĕкĕнмест вара, Акапасар хăта...>> Крым пĕтĕм тĕнчене кисретет те, чăваша тĕкĕнмест имĕш. Пулма пултарать-и çавнашкал? Пурнăç çине, йĕри-тавралла, çаврăнса пăхăр та курăр: тĕкĕнмест-и унта е тĕкĕнет-и?... | 
| Аксар Чунтупай // 3341.40.4481 2014.09.29 20:27 | |
|  | Ан савăн, Акапасар, чăвашлăхшăн тăрăшакансем çине тăнипе ку киревсĕрлĕхе пăрахăçланă... Чăваш чĕлхи урокĕсене каялла тавăрнă. | 
